Шырав
Шырав ĕçĕ:
1. Ионӑна Ҫӳлхуҫаран иккӗмӗш хут сӑмах пулнӑ: 2. тӑр та Ниневие, аслӑ хулана, кай, Эпӗ сана мӗн калама хушнине ҫавӑнта вӗрентсе ҫӳре, тенӗ.
Иона 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ионӑна, Амафия ывӑлне, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. тӑр та Ниневие, аслӑ хулана, кай, унта вӗрентсе кала, мӗншӗн тесессӗн унӑн усал ӗҫӗсем Ман патӑма ҫитрӗҫ, тенӗ Ҫӳлхуҫа.
Иона 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ку каҫхи парне кӳмелли вӑхӑтра пулчӗ; 22. мана ӑса вӗрентсе, вӑл ҫапла каларӗ: Даниил! эпӗ халӗ сана пӗлӳ пама антӑм.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эпир вара ҫылӑха кӗтӗмӗр, йӗркесӗр ӗҫсем туса тултартӑмӑр, чурӑслантӑмӑр, Санӑн ӳкӗтӳсенчен, Санӑн йӗркӳсенчен пӑрӑнтӑмӑр, 6. Санӑн чурусене, пророксене, — Санӑн ятупа пирӗн патшамӑрсене, аслӑ ҫыннӑмӑрсене, аттемӗрсене, ҫӗршывӑн мӗнпур халӑхне вӗрентсе каланӑ пророксене — итлемерӗмӗр.
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эхер те пророк хӑйне илӗртсе улталаттарма парсассӑн, хӑй сӑмахне Эпӗ, Ҫӳлхуҫа, вӗрентсе калаттарать тесессӗн, Эпӗ ун ҫине аллӑма тӑсӑп та ӑна Хамӑн халӑхӑм, Израиль халӑхӗ, хушшинчен пӗтерӗп.
Иез 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ӗнтӗ Иеремийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 31. тыткӑнри халӑх патне хыпар яр: Нехелам ҫынни Шемаия ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, те: Эпӗ хушман-яман пулин те, Шемаия сирӗн патӑрта пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ, сире суя шанчӑк панӑ, 32. ҫакӑншӑн, тет Ҫӳлхуҫа, Эпӗ Нехелам ҫыннине Шемаияна тата унӑн ӑрӑвне хаса паратӑп; ҫак халӑх хушшинче унӑн ҫынни пулмӗ, Эпӗ Хамӑн халӑхӑма парас ырӑлӑха вӑл кураймӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ҫӳлхуҫана хирӗҫ калаҫрӗ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Нехелам ҫыннине Шемаияна кала: 25. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать, те: эсӗ хӑвӑн ятупа Иерусалимри пӗтӗм халӑх патне, Маасея ывӑлӗ Софония священник патне, ытти мӗнпур священник патне ҫыру янӑ, 26. ҫав ҫырура акӑ мӗнле ҫырнӑ пулнӑ: «Софония, Ҫӳлхуҫа сана Иодай священник вырӑнне священника лартрӗ, санӑн Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗшӗн яваплӑ пулмалла, хӑйне хӑй ухмаха тухнӑ ҫын пек тыткалакана, пророкла калаҫма чӑрсӑрланакана санӑн тӗрмене лартмалла, каска тӑлӑпа тӑлламалла: 27. мӗншӗн-ха эсӗ Анафоф Иеремийине хӑвӑр патӑрта пророкла вӗрентсе ҫӳреме чармастӑн?
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсир вара, ют ҫӗре куҫса кайнисем, Эпӗ Иерусалимран Вавилона янисем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр: 21. Ман ятӑмпа пророкла калаҫакансене, суя вӗрентсе ҫӳрекен Колия ывӑлӗ Ахав пирки тата Маасея ывӑлӗ Седекия пирки Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Эпӗ вӗсене Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн аллине парӑп та, вӑл вӗсене сирӗн куҫӑр умӗнчех вӗлерсе пӑрахӗ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Священниксене те, ҫак мӗнпур халӑха та эпӗ каларӑм: Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сире: «акӑ Турӑ Ҫурчӗн хатӗр-хӗтӗрӗ Вавилонтан каялла таврӑнӗ» тесе калакан пророкӑрсене ан итлӗр: вӗсем суя вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вӗсене Эпӗ яман, тет Ҫӳлхуҫа, вӗсем Ман ятӑмпа суя вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ, ҫавна пула Эпӗ сире хӑваласа ярӑп та, эсир хӑвӑр та, сире вӗрентекен пророксем те вилсе пӗтӗр.
Иер 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ҫӳлхуҫа ячӗпе тата Кариаф-Иарим ҫынни — Шемаия ывӑлӗ, Урия текенскер — пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ: ҫак хулана, ҫак ҫӗре малашне мӗн пуласси ҫинчен вӑл шӑпах Иеремия пек каланӑ.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӗршыври аслӑ ҫынсенчен хӑшӗ-пӗри тӑнӑ та пӗтӗм халӑх пухӑвне ҫапла каланӑ: 18. Иудея патши Езекия вӑхӑтӗнче Морасфа ҫынни Михей пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ, Иудея халӑхне пӗлтерсе: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать, тенӗ: Сиона хир пек сухаласа тӑкӗҫ, Иерусалим ишӗлчӗк купи пулӗ, ҫак Ҫурт ларакан ту вӑрманлӑ сӑрт пулса юлӗ.
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Иеремия хӑйне Ҫӳлхуҫа пӗтӗм халӑха мӗн калама хушнине пурне те каласа пӗтерсессӗн, священниксемпе пророксем тата пӗтӗм халӑх ӑна ярса тытнӑ та ҫапла каланӑ: эсӗ вилме тивӗҫлӗ; 9. мӗншӗн эсӗ Ҫӳлхуҫа ячӗпе пророкла вӗрентсе калатӑн: «ҫак Ҫурт Силом пек пулӗ, ҫак хула пушанса юлӗ, ҫынсӑр тӑрса юлӗ» тетӗн?
Иер 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Суя вӗрентсе, хӑйсен чӗри ултавне пророкла вӗрентсе ҫӳрекен пророксен чӗринче вӑрахчен пулӗ-ши ҫакӑ?26. Долго ли это будет в сердце пророков, пророчествующих ложь, пророчествующих обман своего сердца?
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: хӑвӑра пророкла вӗрентсе ҫӳрекен пророксен сӑмахӗсене ан итлӗр: вӗсем сире улталаҫҫӗ, вӗсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне мар, чӗри мӗн ӗмӗтленнине каласа ҫӳреҫҫӗ.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Самари пророкӗсенче те Эпӗ ӑссӑрлӑх куртӑм; вӗсем Ваал ячӗпе пророкла вӗрентсе ҫӳрерӗҫ — Манӑн халӑхӑма, Израиле, илӗртсе улталарӗҫ.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пасхор, эсӗ хӑв та, сан ҫуртунта пурӑнакан пур ҫын та тыткӑна каятӑр; Вавилона ҫитсе ҫавӑнта вилӗн, сана хӑвна та, эсӗ суя пророкла вӗрентсе ҫӳренӗ тусусене те ҫавӑнтах пытарӗҫ.
Иер 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫавӑнпа пророксем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вӗсем Ман ятӑмпа вӗрентсе ҫӳреҫҫӗ, Эпӗ вара вӗсене яман; вӗсем: «ҫак ҫӗр ҫинче хӗҫпе выҫлӑх пулмӗ» теҫҫӗ; ҫав пророксем хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе пӗтӗҫ; 16. вӗсем вӗрентнӗ ҫынсем хӗҫпе те выҫлӑхпа вилсе пӗтӗҫ, Иерусалим урамӗсенче сапаланса выртӗҫ, вӗсене, вӗсенӗн арӑмӗсене, вӗсенӗн ывӑлӗсемпе хӗрӗсене пытаракан та пулмӗ; Эпӗ вӗсем ҫине хӑйсен усаллӑхне ярӑп.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑнпа сан чунна шыракан, «пирӗн алӑран вилес мар тесессӗн, Ҫӳлхуҫа ячӗпе вӗрентсе ан ҫӳре» теекен Анафоф ҫыннисем ҫинчен Ҫӳлхуҫа ҫапла калать; 22. ҫавӑнпа Саваоф Турӑ ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсем патне пырса пӑхӑп: вӗсенӗн яш ачисем хӗҫрен вилӗҫ; вӗсенӗн ывӑлӗ-хӗрӗ выҫӑпа вилӗ.
Иер 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ: Эпӗ панӑ саккуна, хӑвӑра панӑ саккуна, пӑрахнӑшӑн, Манӑн сӑмахӑма итлеменшӗн, ӑна уяса пурӑнманшӑн, 14. хӑйсен ашшӗсем вӗрентсе хӑварнӑ пек, тӳрккесленсех хӑйсен еккипе Ваалсем хыҫҫӑн кайнӑшӑн 15. Эпӗ вӗсене, ҫак халӑха, армути ҫитерӗп те ватпа хутӑштарнӑ шыв ӗҫтерӗп, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри; 16. вӗсене хӑйсем те, хӑйсен ашшӗсем те пӗлмен халӑхсем хушшине сапаласа ярӑп та хыҫҫӑн хӗҫ ярса тӗппипе пӗтерсе тӑкӑп.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.