Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрентнӗ (тĕпĕ: вӗрент) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасене вӑл химипе биологи вӗрентнӗ, каярахпа таврапӗлӳпе кӑсӑкланса кайнӑ.

Он обучал детей химии и биологии, впоследствии увлекся краеведением.

Етӗрнери тӗп вулавӑшра литературӑпа ҫыхӑннӑ педагогсем пирки курав ӗҫлет // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34891.html

Ҫав ӑсталӑха хӗрарӑм Натальӑна, хӑйӗн ывӑлӗн Алексейӑн арӑмне, вӗрентнӗ.

Этому мастерству женщина научила также и Наталью, жену своего сына Алексея.

Мефодьевсем пир тӗртеҫҫӗ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34889.html

Хӗр ачасене шкулта ҫӗлеме, ҫыхма вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Унта учительсене хатӗрленӗ, чиркӳ тата ял хуҫалӑх ӗҫне вӗрентнӗ, ыркӑмӑллӑх юхӑмне пуҫарса янӑ.

Куҫарса пулӑш

Паян йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акци иртет // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/v-rajone/12640-payan ... ktsi-irtet

Малтанах ачасене хӑйӗн хваттерӗнче ӑс панӑ: вулама-ҫырма тата шутлама вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паян йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ акци иртет // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/v-rajone/12640-payan ... ktsi-irtet

Вӑрҫӑ пуҫланас умӗн Пушкӑрт Республикинчи Белорецк хулинче пӗр шкулта биологи, хими предмечӗсене вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Ҫамрӑк учитель пӗр вӑхӑт Комсомольски районӗнчи Хирти Сӗнтӗрте ачасене вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Ачасене питӗ нумай вӗрентнӗ».

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи кунӗ сумлӑ иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60941

Ку вӑл пирӗн писательсем, Коммунистсен партийӗ вӗрентнӗ пек, пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшнине кӑтартать.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Ӑна тӑван ҫӗршыв пӑхса ҫитӗнтернӗ, вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Вӑл хӑйӗн педагогика тытӑмне йӗркеленӗ, вӗренӳ заведенийӗсем уҫнӑ, ҫынна юратма тата тӑван чӗлхене хисеплеме вӗрентнӗ.

Он создал собственную педагогическую систему, открыл учебные заведения, учил любить людей и уважать родной язык.

Олег Николаев Чӑваш чӗлхин кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/25/gla ... aet-s-dnem

Ӗҫлекен ҫынна сывлӑх сунма Тамарӑна ашшӗ вӗрентнӗ паллах.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫӗнӗ учитель шкулти предметсене, Турӑ законне чӑвашла вӗрентнӗ, чиркӳре кӗлӗсене чӑвашла юрлама хӑнӑхтарса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

А.И.Баратынский пачӑшкӑ кӑтартса пынипе унччен маларах кӑштах ӑс пухнӑ аслӑрах класри ачасем ҫӗнӗрен килнисене вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗсем чӑвашла иртнӗ // Силуан КОЗЛОВ. http://елчекен.рф/2023/04/11/%d0%bae%d0% ... 82%d0%bde/

Сан ҫыннусем ӑна кирлӗ чухне аванах ӑс вӗрентнӗ, ӳлӗм вӑл, паллах, тавҫӑруллӑрах пулӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Упана та ташлама вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслӑва ҫын вӗлерме ватӑ Кӗлсулттан вӗрентнӗ тенине илтессе илтнӗ-ха Савантер.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав вӗрентнӗ ӑна ҫапла ҫынна вӗлерме.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

База тума, унта эпир хамӑр ҫарсене ҫапӑҫу йӗркине вӗрентнӗ пулӑттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тен, Савантер те хӑй утне ҫапла вӗрентнӗ пулӗ, ун пек пулсан Пинере питӗ йывӑр килет-ха, шухӑш вӗлтлетсе илчӗ хӗр пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех