Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрентнӗ (тĕпĕ: вӗрент) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Любовь Сергеевна производство енӗпе вӗрентекен пулса 9 ҫул ӗҫленӗ, хӗрачасене (ун чухне класра 40-хе яхӑн вӗренекен пулнӑ) ҫӗлеме вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкре те тӗрӗ тӗрлет,капӑр тум ҫӗлет… // Вероника ИВАНОВА. https://kanashen.ru/2024/05/17/%d1%82e%d ... %b5%d1%82/

Амӑшӗпе шкулта вӗрентекенсем ӑна пуҫламӑш классенчех хӗресле тӗрлеме вӗрентнӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Тӗрӗ ӑстин пысӑк ҫитӗнӗвӗ // Н. КОЛЕСНИКОВА. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/03/tr ... -pisk-itnv

Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче эпӗ хамӑра вӗрентнӗ Анатолий Васильевич Васильева курма юриех Мускава кайса килтӗм.

Куҫарса пулӑш

Инкек куҫа курӑнмасть // О. ШӖНЕРПИ. https://marpos.cap.ru/news/2021/04/17/in ... -kurnmastj

Библиотекарь хутшӑнакансене композици тума пулӑшнӑ, тӗссемпе тата фигурӑсемпе ӗҫлеме вӗрентнӗ (нейрографи ӳкерчӗкӗн никӗсӗ тӑватӑ элемент: ҫаврашка, виҫкӗтеслӗх, тӑваткӗтеслӗх тата лини).

Куҫарса пулӑш

Пишпӳлекри 2-мӗш вӑтам шкулта "Нейрографика" мастер-класс иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/kultura/2024 ... tn-3765178

Владимировсем 3 ача ҫуратса чӗкеҫ чӗлхи парнеленӗ, ӑса вӗрентнӗ, ӗҫе хӑнӑхтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Ҫуллахи каникулсенчен пӗрне Карӑккассинче кӗтӳҫ ачинче ирттерни, интернатра Пӑлаки аппа, вырӑсла перкелешмех пӗлменскер, чӗвӗл-чӗвӗл пуплени харамах кайман пулин те, Мидхат вӗрентнӗ пек, чӑвашла та, тутарла та пӗр вӑхӑтрах перкелешме йывӑрччӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Республикӑн тӗп кардиологӗ Галина Авдеева, кардиологин ӑслӑлӑх ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ пулнӑ май, тухтӑрсене вӗрентнӗ чухне тӗрлӗ тухӑҫлӑ меслетсемпе усӑ курнӑ: тухтӑрсем хушшинче кашни эрнере тематикӑллӑ семинарсем ирттернӗ, сиплевпе тӗрӗслев комиссийӗсем вӑхӑтӗнче чирлӗ ҫынсен чирӗсене тишкерсе тухнӑ, амбулатори карттисене куллен тишкернӗ, уйрӑмсен заведующийӗсене чир-чӗр аталанӑвӗн историне тӗпчеттернӗ, патологоанатоми конференцийӗсене йӗркеленӗ.

Главный кардиолог республики Галина Авдеева, как председатель научного сообщества кардиологов, применяла различные эффективные методы обучения врачей: еженедельные тематические врачебные семинары, разбор больных на лечебно-контрольных комиссиях, ежедневный анализ амбулаторных карт, проведение историй болезни заведующими отделениями, организация патологоанатомических конференций.

Авдеева Галина Петровна // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%B2%D ... 0%BD%D0%B0

Кунта сенбернар йытӑ ӑратне кӑларнӑ, вӗсене юр капламӗ айне пулнӑ ҫынсене шырама вӗрентнӗ.

Здесь была выведена порода собак сенбернар, которые были обучены поиску людей в лавинах.

Мӑн Сен-Бернар // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D3%91%D ... 0%B0%D1%80

Педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн 1998 ҫулччен Ҫӳлтикассинчи вӗренӳпе воспитани комплексӗнче ачасене биологине вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Толстов Михаил Юрьевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Эпӗ вӗсене вӗрентнӗ иккен, анчах халь манса кайнӑ…

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Акӑ паян эпӗ хам вуннӑмӗш класра вӗрентнӗ пӗр ачана, — ҫук, халь ача мар ӗнтӗ вӑл, — ӑнсӑртран тӗл пултӑм.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тӳрех калама намӑс пулин те, санран пытармӑп: хам вӗрентнӗ ачасене эпӗ нихӑҫан та аса илмен, эпӗ вӗсен хушамачӗсене те, ячӗсене те, сӑнӗсене те тахҫанах маннӑ…

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Эпӗ вӗрентнӗ ачасем авланчӗҫ, хӗрсем качча кайса пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

1921–1927 ҫулсенче ачасене вӗрентнӗ, малтан Томск кӗпӗрнинчи (халӗ Томск облаҫӗ) Кузнецк уесӗн Еловка тӑватӑ ҫул вӗренмелли шкулта учитель пулнӑ, кайран Шӑхасан шкулӗнче — преподаватель, Ҫӗрпӳри ача-пӑча хулашӗнче — заведующи, Трак районӗнчи (халӗ Красноармейски муниципаллӑ округӗ) Именкассинчи сакӑр ҫул вӗренмелли шкулта — заведующи.

Куҫарса пулӑш

Андреев Михаил Андреевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%90%D0%BD%D ... 0%B8%D1%87

Наталия Митрофанова социаллӑ ӗҫчен пӗлтернӗ тӑрӑх, Фёдоровсем ывӑлӗсене ырӑ ҫын пулма вӗрентнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш театрне юратакан Поликарп Фёдоров 95 ҫул тултарнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/37333.html

Мускавран А. Размадзе доцента (математика), Питӗртен — С. Авалиани доцента (истори) чӗнсе илнӗ, вӗсемсӗр пуҫне Ш. Нуцубидзе (истори), Г. Ахвледиани (чӗлхе пӗлӗвӗ), А. Шанидзе (филологи) ҫумсем пулса тӑнӑ, Е. Такайшвилипе (археологи), Ю. Абуладзе (перс чӗлхи) — ӑслӑх ертӳҫисен вырӑнне йышӑннӑ, Европа чӗлхисене Е. Орбелиани (хрантсус), В. Гамбашидзе (акӑлчан), И. Кипшидзе (нимӗҫ) вӗрентнӗ, Грузире пурӑннӑ Артур Лейст нимӗҫ ҫыравҫине те вӗрентӳ ӗҫне явӑҫтарма шутланӑ.

Из Москвы был приглашён доцент А. Размадзе (математика), из Петербурга — доцент С. Авалиани (история), кроме них заместителями стали Ш. Нуцубидзе (история), Г. Ахвледиани (языкознание), А. Шанидзе (филология), научными руководителями — Е. Такайшвили (археология), Ю. Абуладзе (персидский язык), европейские языки преподавали Е. Орбелиани (французский), В. Гамбашидзе (английский), И. Кипшидзе (немецкий), предполагалось привлечь к преподаванию жившего в Грузии немецкого писателя Артура Лейста.

Тбилиси патшалӑх университечӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%B1%D ... 1%87%D3%97

Ырӑ пуҫарӑва ял хастарӗсем Леонид Николаевичпа Римма Павловна (Михайловсем мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухиччен Мӑкӑрти 8 ҫул вӗренмелли шкулта ачасене вӗрентнӗ) тата ялти клуб заведующийӗ Вероника Иванова йӗркелесе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӗве пӗрле ҫывхартатпӑр // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/22/ce%d0%bd%d ... bfa%d1%80/

Пиччӳ ҫырӑвӗнче вӗрентнӗ пек, пӗр мана ҫеҫ итлемелле.

Куҫарса пулӑш

7 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Актай фотоаппаратне илсе мӗнле вӗрентнӗ пек ҫекӗлне вӗҫертет.

Куҫарса пулӑш

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӗчӗкренпех юрлама вӗрентнӗ вӗсене ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех