Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрентме (тĕпĕ: вӗрент) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӑваш ачисене пуҫласа чӑвашла ӑнлантарса парса вӗрентме тытӑннӑ ҫын вӑл.

Человек, который впервые начал объяснять чувашским детям и учить их чувашскому языку.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапла Ваҫука чӑвашла вӗрентме тытӑннӑ Ульти.

Так началось обучение чувашскому языку.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Халӗ ак эсӗ вӗрентме тытӑнтӑн.

Теперь вот ты взялся.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вӗрентме ҫӑмӑл вӑл, пурӑнма йывӑр.

Поучать всегда легко, а вот как жить…

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Яла килсе вырнаҫнӑранпа унран темиҫе ҫын та ӗнтӗ хӑйсене ӗҫе вӗрентме ыйтнӑ.

Хотя к нему немало ходит просителей в ученики.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫынсене вӗрентме тытӑннӑ».

И даже берется поучать.

Пролог // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ӗҫлеме тытӑнсанах Галимджан ҫапла шутланӑччӗ: Нилов ӑна вӗрентме килӗшес ҫук, вӑл унпа килӗштерсе ӗҫлес ҫук, мӗншӗн тесен хӑйӗн вырӑнне юлакан ҫынна мӗнле тимӗрҫӗ ыр кӑмӑлпа вӗренттӗр?

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Анчах кӑҫал вӑл пӗррехинче ун звенине пычӗ те хӑрарӑмсене ҫум ҫумламашкӑн вӗрентме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫамрӑка ӑна вӗрентме пулать.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Вӑл ватӑ работник, тепӗр ҫӗрте пире вӗрентме те пултарать…

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сильвестр атте вӑл вӗрентме ҫеҫ ӑста, ӗҫлӗ хутсене хӑй ларса ҫырма юратмасть.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

1990 ҫулта, алла диплом илнӗ хыҫҫӑн, тӑван шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентме пуҫланӑ, 1995 ҫултанпа вара — тӑван чӗлхепе литература предмечӗсене.

Куҫарса пулӑш

Хӑйӗн предметне юратакан вӗрентекен ӗҫре ӑнӑҫуллӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9193-kh-j-n- ... n-re-n-ull

«Анне икӗ ачана вӗрентме йывӑр пулать тенӗрен шкул пӗтерсенех кӗреймерӗм. Салтака кайрӑм. Икӗ ҫул ракета ҫарӗсенче служба тивӗҫӗсене пурнӑҫларӑм. Унтан таврӑнсан пединститутӑн худграфне вӗренме кӗтӗм», — пӗлтернӗ Анатолий Васильевич.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Васильевич Данилов - юратнӑ художник, хисеплӗ ентешӗмӗр // Анастасия ДАНИЛОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Иван Игнатьевич уйӑхранах мӑшӑрӗпе пӗр шкулта физика урокӗсене вӗрентме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре хӑйӗн телейне тупнӑ // М.Мамуткина. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11009 ... lejne-tupn

— Эс ман ывӑлӑма вӗрентме пулнӑччӗ-ҫке, Северьян?

Куҫарса пулӑш

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗрентекенсем, ашшӗ-амӑшӗ, аслӑ ӑрури ҫывӑх ҫыннисем ҫамрӑксене иртнӗ вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартнӑ тыл ӗҫченӗсене ялан асра тытма, вӗсенчен йывӑр самантсене парӑнтарма тӗслӗх илме вӗрентме тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/

Ялан аслисене вӗрентме пӑхатӑн!

Куҫарса пулӑш

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пуҫтарнӑ халӑха ятарласа уйӑрнӑ пуйӑспа… пӗр пус укҫасӗр илсе кайма… тата, ҫав хушӑрах, ҫул ҫинче ӗҫме-ҫиме кашнине алла пӗр уйӑхлӑх укҫа пама; пысӑк хуласенче чарӑна-чарӑна, ҫынсене мунча кӗртме; лере ҫитсен икӗ пин ҫынна хваттере вырнаҫтарма; хӑйсене кирлӗ ҫамрӑксене шкулта вӗрентме сасартӑк миҫе миллион-и е миллиард тенкӗ кирлӗ пуль!

Куҫарса пулӑш

«Ӑҫта эс, тинӗс» калав историйӗ // Хӗветӗр Уяр. https://chuvash.org/blogs/comments/6056.html

Юрать, пӗр вырӑс артисчӗ ҫамрӑксене вӗрентме килӗшнӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ятламасӑн пӗр кӑлтӑк пур ҫав, ӑна ҫынсем тахҫанах асӑрханӑ: чӗлхе-ҫӑвартан пит паттӑр пулнӑран вӑл хӑйне ыттисенчен маларах хурать, тантӑшӗсене ҫеҫ мар, кӑшт ватӑраххисене те вӗрентме юратать.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех