Шырав
Шырав ĕçĕ:
вӗрентетӗн (тĕпĕ: вӗрент) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
14. Лешӗсем пыраҫҫӗ те Ӑна ҫапла калаҫҫӗ: Вӗрентекен! эпир Эсӗ тӳррине пӗлетпӗр, Эсӗ никама та юрасшӑн тӑрӑшмастӑн, Саншӑн пур ҫын та пӗрех, Эсӗ чӑнах Турӑ ҫулне вӗрентетӗн.
Мк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӗсем вара Ун патне хӑйсен вӗренекенӗсемпе Ирод майлисене ҫапла калама яраҫҫӗ: Вӗрентекен! эпир Эсӗ тӳррине пӗлетпӗр, Эсӗ чӑн-чӑнах Турӑ ҫулне вӗрентетӗн, никама та юрасшӑн тӑрӑшмастӑн, Саншӑн пур ҫын та пӗрех; 17. эппин, кала-ха пире: Эсӗ мӗнле шутлатӑн: кесаре куланай тӳлемелле-и, тӳлемелле мар-и?
Мф 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫапла вара, пире ӑс парса, Эсӗ пирӗн тӑшмансене пин хут ытларах хаса паратӑн, хамӑр сут тунӑ чухне Санӑн ырӑлӑху ҫинчен шухӑшлама, пире сут тунӑ чухне хамӑра каҫарасса кӗтме вӗрентетӗн.
Ӑсл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
101. Санӑн сӑмахна астуса тӑрас тесе урана кирек мӗнле усал ҫулпа каясран та чаратӑп; 102. Санӑн сутусенчен пӑрӑнмастӑп: мана Эсӗ вӗрентетӗн.
Пс 118 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Акӑ Эсӗ чӗрери чӑнлӑха кӑмӑлларӑн, Хӑвӑн ӑслӑлӑхна мана вӑрттӑн вӗрентетӗн.8. Вот, Ты возлюбил истину в сердце и внутрь меня явил мне мудрость [Твою].
Пс 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.