Шырав
Шырав ĕçĕ:
Завьялова нумайранпа, питӗ нумайранпа, ача чухнехи вӑхӑтранпах ҫакнашкал вӑрманти юхан шыв хӗрринче алла шыва чиксе ларма тӳр килменччӗ.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Самай вӑхӑтранпах ӗҫлет ӗнтӗ вӑл Михха патӗнче кучерта, анчах малти пӳрте нихҫан та чӗнмен ӑна.
V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тукайпа Акпарс чӑвашпа ҫармӑс мӑрсисене Василь-Новгорода тунӑ вӑхӑтранпах пӗлекен Горбатый княҫа ырласа тӑранаймаҫҫӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Эпӗ ҫуртӑн шалти тытӑмӗн тӗрӗс планне турӑм, унта хӑтлӑ пултӑр тесе, ҫакна пӳлӗмсене пырса кӗрекенсем тӳрех курса савӑнччӑр тесе кашни вак-тӗвеке шута илтӗм; ҫак ӗҫе пурнӑҫлама тахҫанхи юлташӑма Товале хушрӑм; унӑн ӑсталӑхне, вӑл япаласене калаҫтармашкӑн хистеме пӗлнине тахҫанах — Товалӗн хӑйӗн ҫурчӗ пулнӑ вӑхӑтранпах — пӗлетӗп.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Нуарес, — терӗ сунарҫӑ, — эпӗ ку кӳлӗ патӗнче тахҫантанпах, сире хӑлхаран туртнӑ вӑхӑтранпах, сунарпа аппаланатӑп.— Я охотился у этого озера, Нуарес, еще в то время, когда вас драли за уши, — говорил охотник.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.
«Патша-атте», «атте» — вӑл хисеплӗ ята патша Российӗнче холопсем пурӑннӑ вӑхӑтранпах жалоба ҫырнӑ хутсенче асӑнаҫҫӗ.
XXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
…Василь Гойдӑпа Евгений Николаевич Зубавин пӗр-пӗрне тахҫанах, партизанра ҫӳренӗ вӑхӑтранпах пӗлеҫҫӗ.…Василь Гойда и Евгений Николаевич Зубавин давно, еще с партизанских времен, знали друг друга.
15 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Вӑл Василие юратса пӑрахнӑ, лешӗ ӑна ирӗкре пурӑннӑ вӑхӑтранпах пӗлет, ун чухнех ӑна качча илме сӑмах панӑ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Эпир — Суворов пурӑннӑ вӑхӑтранпах альпинистсем.
XVII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Сергей Миронович Киров хамӑрӑн пӗтӗм промысласене ҫӗнетсе урӑхлатма тытӑннӑ вӑхӑтранпах вӗрентме пуҫланӑ.— Приучали еще с тех пор, как Сергей Миронович Киров все наши промыслы начал переоборудовать.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Предприятисен директорӗсем унӑн кӑмӑлне кайрӗҫ: хӑшӗ-пӗри ӑна крайра малтанхи хут ӗҫленӗ вӑхӑтранпах астунӑ.Директора предприятий ему понравились, иные еще не забыли его по прежней работе в крае.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ача амӑшӗ, шӑхличӗ каланине итлесе тата кравать ҫинче ларакан ывӑлӗ, Иохимӑн кӗрӗк пиншакӗпе чӗркеннӗскер, чарӑннӑ кӗвве халӗ те чунтанах тӑнланине пӑхса, чылай вӑхӑтранпах ҫак вырӑнта тӑнӑ пулас.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ача-пӑчасене ятламалла чухне унӑн кулакан куҫӗсем ҫинчи куҫхаршисене сиктерес йӑлине Валентина ҫав вӑхӑтранпах астӑвать.
4. «Металлургсем» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Кайран Ковалев сӑмси Невски проспектра мар, тахҫантанпах, Хозрев-Мирза пурӑннӑ вӑхӑтранпах, Таврически садра уҫӑлса ҫӳрет тенӗ сӑмах сарӑлчӗ.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Тата ҫак кӗвӗ пурнӑҫа хутшӑннӑ вӑхӑтранпах ҫакӑн евӗр пулнӑ пек, малалла та ҫаплах пулас пек туйӑнчӗ.И казалось, так было всегда с той минуты, когда пришла она в жизнь, и всегда так будет.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Тем вӑхӑтранпах кунта питех те тӗлӗнмелле ӗҫсем пулкалаҫҫӗ.
15-мӗш сыпӑк. Том тӑван килне вӑрттӑн пырать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Ҫав вӑхӑтранпах ӗнтӗ тӑсӑлнӑ вӑл йӑла — пуянлӑха кӑтартма шикленнӗ.С этого момента длился этот обычай - боялись показывать богатство.
«Мы нищеброды что-ли?» // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/blogs/comments/2852.html
22. Патша ҫырӑвӗ вара ҫапларах пулнӑ: «Антиох патша Лисий тӑванӑма савӑнӑҫ сунать. 23. Манӑн аттем турӑсем патне ӗмӗрлӗхе кайнӑ вӑхӑтранпах эпир патшалӑхри ҫынсем хӑйсен ӗҫӗсене пӗр пӑлханмасӑр тума пултарччӑр тесе тӑрӑшатпӑр. 24. Эпир иудейсем манӑн аттем ҫӗнӗ йӑла-йӗрке — эллин йӑлисене — ҫирӗплетес тенипе килӗшменни ҫинчен, вӗсем хӑйсен саккуннех мала хуни, ҫавӑнпа та хӑйсен саккуннех уяса тӑмашкӑн ирӗк пама ыйтни ҫинчен илтсе пӗлтӗмӗр; 25. вара ку халӑха та канӑҫсӑрлантарас мар тесе, ҫапла тума хушатпӑр: вӗсем хӑйсенӗн Турри Ҫуртне ҫӗнетчӗр, вӗсем хӑйсен тӗп аслашшӗсен йӑли-йӗркипе пурӑнччӑр. 26. Ҫапла вара эсӗ вӗсем патне ҫын ярсассӑн, вӗсемпе килӗшӳ тусассӑн, аван пулӗччӗ, ан тив, вӗсем пирӗн шухӑшсене пӗлсе ырӑ кӑмӑллӑ пулччӑр, хӑйсен ӗҫне малалла хаваслӑн туса пыччӑр» тенӗ ҫырура.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Пӗрремӗшне 70 ҫула яхӑнах, «Коммунизм ялавӗ» ятпа тухнӑ вӑхӑтранпах, ҫырӑнса илеҫҫӗ.
«Пирӗн вӑхӑтра ферма утар пек тасаччӗ» // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
- 1