Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑхӑта (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Палӑртнӑ вӑхӑта ҫитейменшӗн хам та пӑшӑрханатӑп, анчах ӗҫке каяс умӗн арӑм кӑмӑлне хуҫма шутламастӑп, чӗнместӗп.

Куҫарса пулӑш

Вунвиҫҫӗмӗш кум // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 21–23 с.

Лӑп ҫав вӑхӑта пырса ҫитрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Юлашки пиллӗкмӗш ҫынна (шел пулин те, ку сывӑ юлайман) шывран кӑларсан (ҫыннисем пурте строительсем пулнӑ иккен), самаях сив тытнӑ Аркадие хӑйне те пулӑшма тиврӗ: ку вӑхӑта килсе ҫитнӗ водолазсем ӑна ик енчен ытама илчӗҫ те, ише-ише, ҫырана туртса кӑларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Эпӗ бетонпа ҫирӗплетнӗ ҫыран хӗррипе (кунта шывӗ ҫырантан сыпсах тӑрать) унталла-кунталла кумса вӑхӑта минутшарӑн та ҫеккунтшарӑн кӗскете пуҫларӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Хӑюллӑнах килӗшӗр: халӗ хутшӑнма, хыпарсемпе улшӑнма, ҫывӑх ҫынсемпе вӑхӑта хаваслӑ ирттерме лайӑх тапхӑр.

Смело соглашайтесь: сейчас подходящее время для общения, обмена новостями, веселого времяпровождения в компании близких людей.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ахӑртнех, эсир ҫывӑх ҫынсемпе вӑхӑта ытларах ирттерме тытӑнатӑр.

Скорее всего, вы станете много времени проводить в общении с близкими людьми.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Юлашки вӑхӑтра ӗҫ нумаййипе эсир вӑхӑта пӗрле сахал ирттернӗ.

В связи с огромной загруженностью на работе, вы мало проводили времени вместе в последние дни.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫӑлтӑрсем вӑхӑта ачӑрсемпе ирттерме, цирка е театра кайма, ҫутҫанталӑкра ытларах пулма сӗнеҫҫӗ.

Планеты советуют провести время с детьми, посетить цирк или театр, больше времени находиться на природе.

11-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫапла тӗкӗнкелесе Ула Тимӗр татах вӑхӑта тӑсрӗ, унтан виҫ пӳрнине пӗтӗҫтернӗ сылтӑм аллипе ҫамкине тӗкӗнтерте-тӗкӗнтертех каллех виҫӗ хут сӑхсӑхса илчӗ, вара хӑйне «ҫавӑрса ҫыхнӑ шик курӑсне хӗремесленсе таткала-таткала» йывӑррӑн ура ҫине тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах Полина пурӑнакан яла пырасси, савнийӗпе курса калаҫасси ниепле те пулаймарӗ: вӑхӑта тин ҫеҫ урине мӑн ҫул ҫине пуснӑ ҫамрӑк каччӑ ҫине йӑтӑннӑ пӗр тӑхтаса тӑмасӑр тумалли, пурнӑҫламалли ӗҫсем-хӗлсем сӑптӑрса-сӑхса илчӗҫ (ҫӑкӑрӗ те, укҫи-тенки те ҫӳлтен тӑкӑнса тӑмасть, ҫи-пуҫӗ те ҫын ҫине тухмалли кирлӗ, килти хуҫалӑха тӑн-тӑн тытса пурӑнасси те тӑкаксӑр пулмасть).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Уҫланкӑ хӗррине ҫитсен Ула Тимӗр, татӑклӑ кӗрешӳ умӗн мӗн пур вӑй-халне пӗр чӑмаккана пуҫтарса карӑнтарма тӗллев тытнӑ пек, каллех чарӑнса тӑчӗ, рюкзакне тӳрлетсе илчӗ, шлепкине пусарсарах лартрӗ, шӑлавар кӗсйинчен кӑларса аллине хуҫмалла ҫӗҫӗ — ҫава ҫӗҫҫи — тытрӗ (вӑрманти тискер кайӑксенчен чылайӑшӗ ҫӗрлехи вӑхӑта юратать.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑхӑта усӑсӑр ирттериччен ӗҫлесчӗ пусӑрӑнса.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Эсӗ шӑл йӗрсе тӑма ҫав тери ӑста иккен, ӗҫре те ҫавӑн пек хӗрӳлӗх пулсан пит аван пулмалла та, — каласа пӗтерме памарӗ Владимир Сергеевич качча, — эсир, юлташсем, вӑхӑта усӑсӑр ирттерсе ан тӑрӑр, ӗҫлес пулать.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Шыраса вӑхӑта ирттерме те кирлӗ мар, ӗҫ улӑштармалла — пыр та ил, ӗҫлесе пӗтертӗн — тархасшӑн, тасат та вырӑна тирпейлесе хур.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑхӑта усӑсӑр ирттерместӗп, пирӗншӗн кашни минут хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫав станок ҫинче вӑхӑта ирттерсе тӑратпӑр, илме кайсан аптӑрамалла, мӗн тумалла-ши ун чухлӗ укҫапа, тумланмалла-ши, ҫимелле-ши е кинотеатрсене ҫӳремелле?

Куҫарса пулӑш

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ну, вӑхӑта ирттерер мар.

Куҫарса пулӑш

4 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑхӑта усӑсӑр ирттерер мар, айтӑр, хӗрсем, ӗҫлеме пуҫлар, — терӗ вӑл, ҫамрӑксем еннелле ҫаврӑнса.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Юлташсем! — терӗ вӑл, пурте пухӑнса ҫитсен, — пирӗн участок ҫав тери таса мар, ҫавӑнпа вӑхӑта нумая тӑсмасӑрах ӑна тирпей кӗртер.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Вӑхӑта усӑсӑр сулланса ирттериччен куҫупа лайӑхрах пӑхасчӗ, тен, тата материалне те хамӑн ҫӗклесе памалла?

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех