Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫчӑрах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑрҫчӑрах, — терӗ хан алӑк патӗнче аскерсем пуррипе ҫуккине тӗрӗслесе.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ан тив, вӑрҫчӑрах ҫапӑҫас килекеннисем, эпӗ нимӗҫрен нимӗнле кивҫен те илмен, унӑн та мана памалли нимӗнле парӑм та ҫук!

Пусть воюет, кто хочет, а я у немца ничего не занимал, и он мне ничего не должен!

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑрҫчӑрах.

Ну и пусть ругают.

22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӑрҫчӑрах тата, манӑн питӗ курас килет.

Пускай подерутся, я бы посмотрел.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Федьӑпа Гарик вӑрҫчӑрах Президентпа, хыҫчӑр эппин аллисене.

А Федя и Гарик пускай дерутся с Президентом, если у них руки чешутся.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.

Эсӗр ҫамрӑк Берестовпа вӑрҫман вӗт; стариксем, вӗсене вӑрҫса пурӑнни савӑнӑҫ кӳрет пулсан, вӑрҫчӑрах.

Вы ведь не бранились еще с молодым Берестовым; а старики пускай себе дерутся, коли им это весело.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Вӑл пӑрахать те каять, вӗсем вара мӗн вӑрҫас килнӗ таран вӑрҫчӑрах ӑна.

Конечно, он же окажется у них виноват, ну и прекрасно!

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех