Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑранса (тĕпĕ: вӑран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
…Ваҫиле вӑранса кайрӗ — вырӑн ҫинче витӗнмесӗрех выртать иккен, шӑнса кӳтнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Ы-ы-ш-ш-ш! — хыттӑн кӑшкӑрса янипе вӑранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йытӑсем вӗрнипе вӑранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тем каласшӑнччӗ Сатур, ӗлкӗреймерӗ, вӑранса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Ӑраман вӑранса хӑлхи патне аллине илсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Анчах та вӑрах ҫывӑраймарӗ хӑй — сӑмсинчен такам кӑтӑкланӑ пек пулнӑран вӑранса куҫне уҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Темле питӗ хӑраса вӑранса каять Ванюк ку ыйхӑран.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫав саспа вӑранса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Тепӗр кунне ир-ирех, хӗвел тухичченех вӑранса кайрӗ Ванюк.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑранса кайрӑм та ирпе, тӑнласа выртатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Эпӗ аран-аран вӑранса ҫитрӗм…

я насилу проснулась…

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ҫавӑнпа та кӑнтӑр ҫутинче эпӗ хам ҫумра темле ҫинҫе те ҫепӗҫ сасӑ илтнипе вӑранса кайни маншӑн кӗтменлӗх пулнине эсир ӑнланма тивӗҫ.

Вообразите же мое удивление, когда на рассвете меня разбудил чей-то тоненький голосок.

II // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Завьяловпа Оля тин ҫеҫ тул ҫутӑлма пуҫланӑ вӑхӑтра, таврари йывӑҫсем сасартӑк палӑракан пулнӑ чух вӑранса кайрӗҫ; пӗлӗтри кӑвак хура сӑрсем шупка кӑвак пулма тытӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑранса каятчӗ кӑнтӑрла ҫитес умӗн.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Юлашкинчен вӑл сакӑлтаран персе анас патнех ҫитет те хӑрушшӑн кӑшкӑрса ярса вӑранса каятчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫӗр варринче электричество лампочки ялтӑр ҫутса янипе вӑранса кайрӗ ача.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Мачча ҫинче ҫывӑрнӑ пулмалла, унта сулхӑн, шӑна та ҫук, кансӗрлекен те, анчах халь, пӗҫертме пуҫласан, вӑранса кайса пӳрт тӑррине сиксе тухнӑ — аяла анма май килмен, унта вут-ҫулӑм ахӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Эп хытӑ вӗрнипе вӑранса, кӗҫех Михал Михалч крыльца ҫине сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Шанпа Шак, ҫывӑрнӑ чух вӑрмана килсе хунӑскерсем, ҫӗрле вӑранса кайнӑ та каллех тӳпелешме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Халиччен шӑпӑртах тӑнӑ вӑрман Укахвие курса вӑранса кайрӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех