Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑранса (тĕпĕ: вӑран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Микула, ыйхӑран вӑранса тумланма ӗлкӗрнескер, ывалӗ умӗнче тӑрать.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ку тӗле ытти крючниксем те ыйхӑран вӑранса пуҫтарӑнчӗҫ, апат ҫисе ӗҫе тухса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗмсӗртетнӗ сасӑпа чӑланта ҫывӑракан хӗрачи вӑранса макӑрма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑмпа Верук та паҫӑрах вӑранса пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тепӗр ирхине Анук ыйхӑран вӑранса чӳрече витӗр кун ҫути кӗнине астусан хӑраса ӳкрӗ:

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ыйхӑран вӑранса пурне те аса илнӗ хыҫҫӑн кӑмӑлӗ вилме выртнӑ чухнехи пекех пӑшӑрханнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Матӗрне, яланхи пекех ир вӑранса, аллӑ ҫынна тӑрантмалӑх яшка пӗҫерме хатӗрлесе, вут хутса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Таҫта ҫӳл тӳперен вӗҫсе аннӑ пек, тӑрук вӑранса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Хушӑран вӑранса тӳрленсе ларать те кӑн-кан пӑхкаласа илет, мана айӑкран тӗксе илме те манмасть.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Татьяна ӗҫрен таврӑннӑ хӗрсен калаҫӑвӗн сассипе вӑранса каять.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫӗнӗ кун килнине систерсе-пӗлтерсе аякри вӑрман хыҫӗнчен васкамасӑр тухакан хӗвел урам енчи чӳречесенчен «пӳрте кӗрсе» пит-куҫа ҫутатнипе вӑранса кайрӗ Виталий.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Хӗр сарайне амӑшӗ ятлаҫса-вӑрҫса пырса кӗнӗ сасӑпа вӑранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

— Тӑр, ачам, тӑр, — тенӗ сасӑпа вӑранса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Хӗрарӑм алӑк сассипе вӑранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Хреҫҫи вӑранса кайрӗ, кравать ҫумӗнчи ураллӑ лампӑна ҫутрӗ, ҫывӑхри чӳрече янаххи ҫинче ларакан, палӑртнӑ вӑхӑта сасӑ парса пӗлтерекен-кӑтартакан сехет ҫинелле тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Клава тарӑху сассипе вӑранса меллӗ вырӑнтан тӑрса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Тепӗр кунхине вӑл хӗвелтен ир вӑранса, ҫулӗ ҫывӑх мар пулсан та, ӑҫта лашапа, ӑҫта ҫуран, палӑртнӑ сехете Шупашкар хулине вӑхӑтра ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Вӑранса кайрӑм, ҫывӑхра никам та ҫук.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ванюш, ӑҫта эсӗ?! — хӑй сассипе вӑранса кайрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех