Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйсӑрланса (тĕпĕ: вӑйсӑрлан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах гладиаторсем хушшинче дисциплина вӑйсӑрланса пычӗ, пӑхӑнасшӑн маррисем те чылай пулкаларӗҫ, вара ҫав ҫар, ҫавӑн чухлӗ чаплӑ ҫӗнтерӳсем тунӑскер, хавшама пуҫларӗ.

Однако ослабление дисциплины у неповиновение стали замечаться в рядах гладиаторов, это войско, столь грозное, одержавшее столько блестящих побед, начало разлагаться и ослабевать.

XIX сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Эпӗ вӑйсӑрланса ҫитрӗм.

Я очень ослабел.

Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.

Упа вӑйсӑрланнӑҫемӗн вӑйсӑрланса пычӗ.

Медведь ослабел.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Кӑштах тӑрсан упа вӑйсӑрланса халтан кайрӗ, ывӑнса ҫитрӗ, хӑй, ытла йывӑрскер, хытӑран хытӑ турткаланчӗ.

Спустя немного медведь ослабел и утомился, так как был очень тяжел и сильно скакал.

Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.

Вӑл хӑйӗн вӑйсӑрланса ҫитнӗ кӗлеткине тата хытса ларнӑ ал-урине пула, тепӗр аякки ҫине ҫав тери ерипен ҫаврӑнса выртрӗ.

Очень медленно, преодолевая крайнюю слабость и оцепенение, он повернулся на другой бок.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӑйсӑрланса ҫитнӗ ҫын тӗшӗрӗлсе анчӗ.

Споткнувшись от усталости, он упал с тюком на спине и поранил себе щеку.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Ҫын питӗ вӑйсӑрланса ҫитрӗ, ӑна пуҫ ҫаврӑнни аптратса ҫитерчӗ; пуҫ ҫаврӑннине пула, куҫсем хурала-хурала килеҫҫӗ.

Путник очень ослабел, и голова у него кружилась так, что по временам он ничего не видел.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Хырӑм выҫни ытла аптратмаллах сисӗнмест, анчах вӑл хӑй ҫав тери вӑйсӑрланса ҫитнине асӑрхарӗ.

Муки голода уже притупились, но он чувствовал, что ослаб.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Унӑн, вӑйсӑрланса кайнипе, пуҫӗ ҫаврӑнма пуҫларӗ, вӑл сывлӑшра тытмалли тӗрев тупас тенӗ пек, пушӑ аллине малалла тӑсрӗ.

Должно быть, у него закружилась голова, — он пошатнулся и замахал свободной рукой, словно хватаясь за воздух.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Вӗсем иккӗшӗ те ывӑнса, вӑйсӑрланса ҫитнӗ, пичӗсем нумайранпа нуша курнӑ хыҫҫӑн пулакан чӑтӑмлӑха кӑтартаҫҫӗ.

Оба устали и выбились из сил, и лица их выражали терпеливую покорность — след долгих лишений.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Кӗҫени сасси вӑйсӑрланнӑҫемӗн вӑйсӑрланса пычӗ-пычӗ те куҫҫулленсе чӗтренме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Улпут вӑйсӑрланса ҫитсе ухмаха кайнӑ, мужикӗ мухтанчӑк, ӗҫекен ҫын пулса тӑнӑ, чире кайнӑ, кӳренме пуҫланӑ — авӑ вӑл мӗнле!

Барин ослаб, одурел, а мужик стал хвастун, пьяница, хворый, стал обиженный — вот оно как!

XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

— Ҫав тери ухмахла вӑйсӑрланса карӑм.

— Такая глупая слабость!

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ, хама хӗнесе тӑкнӑ пек, вӑйсӑрланса тухса карӑм.

Я ушел, ослабев, как избитый.

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Унтан мана шыв юхса выртнӑ ҫӗре ертсе карӗ, ҫуса ячӗ, ыратнине чаракан темле ҫулҫӑсем ҫыпӑҫтарса, аманнӑ вырӑнсене хӑй кӗпипе ҫыхса хучӗ, вара мана чутун ҫул будкине леҫсе хӑварчӗ, — пит вӑйсӑрланса кайнипе эпӗ киле утса ҫитме те пултарас ҫукчӗ.

Потом повела меня к ручью, вымыла, перевязала раны своей рубашкой, приложив каких-то листьев, утоливших боль, и отвела в железнодорожную будку, — до дому я не мог дойти, сильно ослабев.

III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ытла вӑйсӑрланса ҫитнипе хӑйне ҫил те тӳнтерсе ярассӑн туйӑнчӗ пулсан та, выҫлӑх ҫинчен шухӑшлассине пӗтӗм вӑйӗпе сирсе ячӗ вӑл.

Огромным усилием воли он не позволял себе думать о голоде, хотя чувствовал невероятную слабость, его просто качало на ветру.

33 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Вӑйсӑрланса, анраса кайнӑ Йевта темле килкартине чупса кӗнӗ тӗле тул та ҫутӑлчӗ ӗнтӗ, ҫӳллӗ хӳме урлӑ каҫма вӑй ҫитерейменнипе вӑл хуралтӑсем хушшинче ҫаврӑнкалама пуҫларӗ, утӑпа кукуруз капанӗсем хушшине кайса ӳкрӗ.

Было уже светло, когда обессиленный Евта вбежал в какой-то двор и, заметавшись между постройками, не имея сил перепрыгнуть через высокий забор, свалился среди стогов сена и осоки.

14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Диван ҫине йӑваннӑ-йӑванманах кӑмӑл пӑтраннине, хам шалтах вӑйсӑрланса кайнине туйрӑм, чӗлӗм туртни мана вӗлерме пултарать тесе шухӑшласа илтӗм те, мана хам вилессӗнех туйӑнса кайрӗ.

Едва я успел упасть на диван, как почувствовал такую тошноту и такую слабость, что, вообразив себе, что трубка для меня смертельна, мне показалось, что я умираю.

XIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Кукамай кунтан-кун вӑйсӑрланса пырать; шӑнкӑрав шӑнкӑртатни, мӑкӑрти Гаша сасси, алӑксене шалтлаттарни унӑн пӳлӗмӗнче час-часах илтӗнет, вӑл ӗнтӗ пире кабинетӗнче Вольтер кресли ҫинче мар, ҫывӑрмалли пӳлӗмре, чӗнтӗрсемпе тыттарнӑ минтерлӗ вырӑн ҫинче, йышӑнать.

Бабушка со дня на день становится слабее; ее колокольчик, голос ворчливой Гаши и хлопанье дверями чаще слышатся в ее комнате, и она принимает нас уже не в кабинете, в вольтеровском кресле, а в спальне, в высокой постели с подушками, обшитыми кружевами.

ХХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ман пуҫа ку таранчченех тултарса тӑракан йывӑр асаилӳсемпе ҫыхӑннӑ япаласенчен аяккалла кайнӑҫемӗн ҫав асаилӳсем вӑйсӑрланса пыраҫҫӗ, вӗсем вӑйпа, ҫӗнӗлӗхпе, шанӑҫпа тулли пурнӑҫа туйса тӑнин шухӑшӗсемпе улшӑнаҫҫӗ.

По мере удаления от предметов, связанных с тяжелыми воспоминаниями, наполнявшими до сей поры мое воображение, воспоминания эти теряют свою силу и быстро заменяются отрадным чувством сознания жизни, полной силы, свежести и надежды.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех