Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйлӑн сăмах пирĕн базăра пур.
вӑйлӑн (тĕпĕ: вӑйлӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку мана питӗ вӑйлӑн пырса ҫапнӑ пекех туйӑнчӗ…

Точно ударили меня…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн сассинче ытти чухнехи ҫепӗҫлӗх пачах та юлмастчӗ — ку сасӑ кӗрешӗве йыхӑрса хӑватлӑн, вӑйлӑн янӑраса тухатчӗ.

И уже не слышно было в его голосе обычной мягкости, — нет, весь он был призыв к борьбе.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Аякка-аякка илтӗнекен хурҫӑ шавӗпе сунтал ҫумне ҫапӑнакан мӑлатук янӑравӗ пек, Володя Колесниковӑн сасси ҫирӗппӗн, вӑйлӑн, сулӑмлӑн илтӗнет:

Как звон стали, разносящийся широко-широко, как гулкий звон молота о наковальню, размеренно, попадая точно в цель, раздавался голос молотобойца, удар за ударом:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑйлӑн сарӑлса кайнӑ вут-ҫулӑм темиҫе сехет хушшинчех пӗр-пӗр улпутӑн ҫурт-йӗрӗсене, пурлӑхӗсене, кӗлетсенчи тыррисене ним юлми шӑлса каять.

Случалось, что языкатое пламя в несколько часов уничтожало помещичью усадьбу, амбар.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унтан кӗҫех сасӑсем ҫирӗпленеҫҫӗ, хӑватлӑн, вӑйлӑн, сарлакан янӑрама пуҫлаҫҫӗ:

Но вот голоса крепнут, мужают, ширятся:

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл пӗрре сиксех Федораш патне ҫитсе тӑчӗ, вара, ӑна аллинчен ярса тытрӗ те, ачана хӑй кӗтмен ҫӗртен алӑк патнелле вӑйлӑн тӗртсе ячӗ.

В один прыжок очутился он около Федораша и, схватив его за руку, с неожиданной для себя самого легкостью отшвырнул мальчика к дверям.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ленӑ шывӗ ҫинче рабочисене персе пӑрахнине хирӗҫ пуҫланнӑ стачкӑсем тата ҫав ҫулхи маевкӑсем вӑйлӑн иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ленӑ шывӗ ҫинчи рабочисен пӑлхавӗнче пулнӑ пирӗн янташсем // Иван Кузнецов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 100-101 с.

Унтан хӗрсе кайнӑ вӑхӑтра хан хӗҫне ҫапса ӳкернӗ те вӑйлӑн кӑна мӑйран туртса каснӑ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анат Атӑлта вырӑссем Астрахань еннелле вӑйлӑн тапӑнса пыраҫҫӗ имӗш.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Чӑнах та ҫапӑҫу пуҫланнӑ-пуҫланман Япанчан ытти отрячӗсем персе ҫитрӗҫ, вырӑссен малти юлан учӗсем, тутарсем вӑйлӑн тапӑнса пынине тӳсеймесӗр, вӑрманалла саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӗнтӗ эсир вӗсене хӗрхенсе-туса ан тӑрӑр, пирӗн пекех, вӑйлӑн аркатӑр басурмансене, тыткӑна илсе вырӑссен аллине парӑр…

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лайӑх ҫанталӑкра хулана вӑйлӑн тапӑнма пуҫлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ князь вӗсене маннӑ пек пулчӗ, ҫил ҫинче ҫара пусӑнах тӑрса, аллисемпе самай вӑйлӑн хӑлаҫланса воеводӑсемпе калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аллисене вӑл васкамасӑр шывран кӑларать, арҫын пек аяк ҫине выртса вӑйлӑн туртса ярать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Улӑхра, Атӑл хӗрнелле, вут ҫутисем пӗр вӑйсӑрланса, пӗр вӑйлӑн ҫуталса куҫа илӗртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Тен, ҫавӑнпа, ҫитсессӗн тӑвӑл, Кайсассӑн вӑйлӑн ахӑрса, Ун шухӑшне, вӑйне-халне вӑл Йӑлт илчӗ хыттӑн ҫавӑрса.

Куҫарса пулӑш

XX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл хӑвӑртлӑх рычакне вӑйлӑн туртса тепӗр ҫӗре куҫарать те, кӑшт газ хушса, ҫак ҫулсенче пӗрре те трактор ҫинчен анса курман ҫын евӗр хӑюллӑн анаталла ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халӗ акӑ, вӑрҫӑ пӗтрӗ те, пирӗн умма ҫӗнӗ ӗҫсем тухса тӑчӗҫ, пирен вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче юхӑннӑ хуҫалӑха юсаса ҫитерсе нихҫанхинчен вӑйлӑн аталантарса ямалла.

Куҫарса пулӑш

XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тем тесен те, пӗчӗк колхозра хуҫалӑхӑн мӗнпур отраҫлисене вӑйлӑн аталантарма май ҫук, пӗчӗк хутаҫҫа пысӑк шӑрттан чикеймӗн.

Куҫарса пулӑш

XVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ятман Тутаркаса каҫсанах агроном ҫакна сисрӗ: — халех-и, халех мар-и, анчах «Атӑлпа» «Алга» пер-пӗринпе вӑйлӑн ӑмӑртма тытӑнаҫҫех.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех