Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнӗнче (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ывӑлӗ ҫурт вырӑнӗнче музей та тӑвас тенӗ пулас, анчах мӑнукӗ сутса янӑ — халь унта суту-илӳ ҫурчӗ вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрнара кайса килни: курни-илтни // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5669-%D0%92% ... D0%B8.html

Ытти чухне вӑхӑтне ӗҫрех ирттернӗ, ун чухне ӗнтӗ хӑй те вӑл машинӑн пӗр пайӗ вырӑнӗнче пулнӑ.

Остальное время он работал, и сознание его было сознание машины.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Унӑн юшкӑнлӑ вырӑнӗнче ҫӑра хӑмӑш ӳсет.

Поросшего редким камышом.

Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.

Нигерпа Конго ҫыранӗсен хӗрринче, Вӑта ҫӗр океанӑн (вӑл хальхи Сахара пуш хирӗн вырӑнӗнче сарӑлса выртнӑ) ту-хысаклӑ ҫыранӗ хӗрринче тӗреклӗ керменсем никӗслеҫҫӗ.

По берегам Нигера и Конго, по скалистому побережью средиземного океана, плескавшего там, где ныне — пустыня Сахары, они заложили сильные крепости.

Аэлитӑн иккӗмӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Те Хвеччисӗ килйыш тилхепине ҫавнашкалтарах тытса пыниле, ашшӗ вырӑнӗнче мар, амӑшӗн ҫывӑх ҫынни вырӑнӗнче пекле кӑна шутланнӑ Турчака Кули Виталишӗн халиччен.

Куҫарса пулӑш

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӑвак лаптак тумхахсенче, алӑсемпе пуҫсем вырӑнӗнче, темскер хӑрушӑскер пур пек туйӑнать; ахаль чухнехинчен те ытларах святойсен ӳчӗсем сӑрласа пӗтернӗ тумтирсем ӑшӗнчен ҫак подвалтан темле вӑрттӑн таҫта кайса ҫухалнӑ пек туйӑнать.

В плоских серых пятнах, на месте рук и голов, чудится жуткое, — больше, чем всегда, кажется, что тела святых таинственно исчезли из раскрашенных одежд, из этого подвала.

XIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Чӑн та, Самоваров ӑна туйсене кайма панӑ, туйӗсене хӑй те хаваслансах ҫӳренӗ пӑл, анчах тепӗр кунне шӑнкӑрав епле пулсан та каллех хӑй вырӑнӗнче пулмалла пулнӑ.

На свадьбы Самоваров, правда, продолжал его давать и сам охотно там присутствовал, но чтобы на следующий день колокол снова был на месте.

3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Эсӗ чула та хӗрхенме пӗл, чул та хай вырӑнӗнче усӑ тӑвать, чулпа урамсене сараҫҫӗ.

А ты и камень сумей пожалеть, камень тоже своему месту служит, камнем улицы мостят.

XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хӑвӑр ҫапах тата урамра чи паттӑрсем вырӑнӗнче шутланатӑр, кушак ҫурисем… — тет.

А ещё первые бойцы улицы считаетесь, котята…

II. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Эпӗ пӗр минутлӑха куҫа хупрӑм, каялла уснӑ сӗре салтак вырӑнӗнче хура тумтирпеле кукамай лара парать, лешӗ ун ҫумӗнче тӑрать: — Пурте вилсе пӗтнӗ тетӗн пулӗ, э? — тет кукамая.

Я на минуту закрыл глаза, а когда открыл их, на месте солдата сидела бабушка в тёмном платье, а он стоял около неё и говорил: — Поди-ка померли все, а?

I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Чул ҫуртсен ҫивиттисене сӗвсе антарнӑ; ҫуннӑ кантӑксемпе алӑксем вырӑнӗнче шӑтӑксем витӗр курӑнаҫҫӗ.

На кирпичных домах провалились крыши; зияли дыры на месте выгоревших окон и дверей.

34 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ҫапла темиҫе сехет те иртрӗ, тепри, Ӑмӑрткайӑк вырӑнӗнче пулсан, тахҫанах халтан кайса ӳкнӗ пулӗччӗ, анчах вӑл ывӑннине те палӑртмарӗ.

Проходили часы, на месте Орлика всякий иной упал бы в изнеможении, а в нем даже не чувствовалось усталости.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Вӑл йывӑр ӗнтӗ, вӗсем туртнипе унӑн пуҫӗ ҫеҫ сике-сике илет, темӗн чухлӗ турткаласан та ҫаплах хӑй вырӑнӗнче выртать.

Тяжелое, окаменевшее тело крестьянки было неподвижно, только голова вдруг дернулась и снова застыла.

14 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Чӑн-чӑн ҫар ҫыннисен, лейтенантран пуҫласа генерала ҫитичченех, хӑшпӗр чухне «тӑшманшӑн шухӑшлас» йӑла пур, урӑхла каласан, вӗсем пӗр-пӗр участокри лару-тӑру мӗнлине тӑшман шухӑшланӑ пек шухӑшласа хаклас, хӑйсем тӑшман вырӑнӗнче пулсан, мӗн курассине тавҫӑрса илес, ҫапла вара, унӑн тӗллевӗсене пӗлес, ун хыҫҫӑн тӑшман ӗҫне вӑхӑтра пӑчлантарса хурас тӗлӗшпе пӗтӗм вӑя хураҫҫӗ.

У настоящих военных, от лейтенанта до генерала, есть твердое правило: иногда «думать за противника», то-есть ясно себе представлять обстановку на том или ином участке с точки зрения противника, разгадывать его замыслы и, стало быть, парализовать его действия.

5 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.

Анчах ҫӗнӗрен ӳссе ларнӑ тусене те инҫет пуласлӑхра ҫавӑн пек шӑпа кӗтет: ишӗлтерекен вӑйсем вӗсене каллех якатӗҫ, ишсе пӗтерӗҫ, вӗсен вырӑнӗнче иккӗмӗш хут тӳремлӗх пулса тӑрӗ.

Но и возрождённым горам в далёком будущем предстоит та же судьба — они будут опять уничтожены, сглажены разрушительными силами, превращены вторично в равнину.

5. Тусем час-часах ҫӗнӗрен ӳссе лараҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Анчах ҫак тусенчи ӗлӗкхи Тянь-Шань вырӑнӗнче юлнӑ, темиҫе пайран тӑракан тӳремлӗхлӗ капмар катӑксем сарӑлу тапхӑрӗсем хыҫҫӑн пуҫланнӑ хӗсӗнӳ тапхӑрӗсем вӑхӑтӗнче ҫӗнӗрен кӑштах пӗркеленчӗкленнӗ; ҫакӑ вӗсен тытӑмне кӑткӑслатнӑ.

Но в этих горах глыбы, на которые была разломана почти равнина, оставшаяся на месте старого Тянь-шаня, подверглись некоторой дополнительной складчатости во время эпох сжатия, сменявших эпохи расширения; это усложнило их строение.

5. Тусем час-часах ҫӗнӗрен ӳссе лараҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Ҫавӑн пек хытӑ якалнӑ ватӑрах тусем вырӑнӗнче е вӗсемпе юнашар анчахрах ӳссе ларнӑ тусене ҫӗнӗрен ӳссе ларнӑ тусем теме юрать.

На месте старых сильно изрезанных гор или только рядом с ними можно назвать вновь возродившиеся горы.

5. Тусем час-часах ҫӗнӗрен ӳссе лараҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Ҫак ыйтӑва татса парас тесе 1914-мӗш ҫулта эпӗ Алтая кайрӑм та акӑ мӗн тӗпчесе пӗлтӗм: Алтай ҫак вырӑнта ӗлӗк-авалах пулнӑ, вӑл шывпа йӗпенсе ишӗлсе пырса пӗтсе ларнӑ, унтан хӑйӗнчен юлнӑ тӳремлӗх вырӑнӗнче ҫӗнӗрен ӳссе ларнӑ.

Чтобы решить эту проблему, в 1914 году я отправился на Алтай и выяснил, что Алтай был на этом месте в древности, когда он был размыт водой и обвалился, а затем вновь вырос на месте оставшейся от него равнины.

5. Тусем час-часах ҫӗнӗрен ӳссе лараҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Тӗслӗхрен, чул сӑртлӑ ҫӳлӗ тусен вырӑнӗнче эпир ҫемҫе те якалнӑ тусене курӑттӑмӑр: вӗсен пӗлӗтсенчен ҫӳлерех улӑхса тӑракан тата юрсемпе витӗннӗ тӑррисем ҫухалнӑ; шӗвӗр ту шӑрчӗсем мӑкалнӑ; ту тайлӑмӗсем сӗвекленнӗ; чул сӑртсем те, чӑнкӑ тусем те, ту хушӑкӗсем те ҫук.

Например, на месте высоких альпийских гор мы бы нашли мягкие и сглаженные горы; исчезли их вершины, поднимавшиеся за облака и увенчанные снегами, притупились острые гребни, склоны стали пологими, нет ни скал, ни обрывов, ни ушелий.

4. Тусем ерипен пӗтсе пыраҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Казахстанри вӗтӗ сӑртсем вырӑнӗнче авал ту хырҫисен речӗсем ларнӑ — халӗ кунта сӑртсемпе лутра тусем кӑна тӑрса юлнӑ.

Киргизская степь прежде представляла ряды горных цепей — теперь это холмы и низкие горки.

1. Тусем мӗншӗн ишӗлеҫҫӗ // Лина Агеносова. Обручев, В. А. Тусемпе материксем пулса кайни / вырӑсларан Л. В. Агеносова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 134 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех