Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑнсене (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫиччен чылай малтан 30-мӗш ҫулсенче, нумай килте вырӑнсене шурӑ-кӑвак ӳкерчӗклӗ ҫиттисемпе витетчӗҫ.

Еще до Великой Отечественной войны, в 30-е гг, в южных районах республики во многих домах люди свои постели укрывали сине-белыми узорчатыми покрывалами.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Шывра ҫӗресрен вӗсене вӑйлӑ ҫилсенчен хӳтӗрех вырӑнсене, курӑк ҫине сарса хунӑ.

Но чтобы они не погнили в воде, иногда их расстилали на траву в защищенном от сильного ветра месте.

Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

9. Тула тухмалли вырӑнсене юсамалла, санитари енчен йӗркене кӗртмелле.

9. Клозет привести в санитарный порядок.

XIV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Вӑл яланах ҫӗнтерме, ҫӑмӑллӑнах ҫӗнтерме хӑнӑхнӑ, пурнӑҫӑн пӗтӗм парнисем уншӑн пулнӑ, пӗрремӗш вырӑнсене пурнӑҫра яланах вӑл йышӑннӑ.

Для него, привыкшего к победам, причем к довольно легким победам, к тому, что ему всегда доставалось лучшее, всегда первые места.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ку эпир Билли Бонс арчинче тупнӑ картӑ пулман, ку унӑн ячӗсене, ейӳсемпе тарӑн вырӑнсене палӑртнӑ, анчах виҫӗ хӗрес паллисемпе алӑпа ҫырнӑ сӑмахсене кӑтартмасӑр ӳкернӗ шӑп тӗрӗс копийӗ пулнӑ.

Это была не та карта, которую мы нашли в в сундуке Билли Бонса, это была ее точная копия — с названиями, с обозначениями холмов и глубин, но без трех красных крестиков и рукописных заметок.

XII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ӗлӗк унта яланах пиратсем чарӑннӑ, пирӗн карап ҫинчи пӗр матрос пиратсем ҫакӑнти вырӑнсене панӑ ятсене пурне те пӗлетчӗ.

Раньше тут всегда останавливались пираты, и один матрос с нашего корабля знал все названия, которые даны пиратами здешним местам.

XII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӑл тӑвӑллӑ ҫанталӑкра, анлӑрах вырӑнсене антарнӑ канатсенчен тытса, палуба тӑрӑх чупнине тӗлӗнсе пӑхатӑн.

Еще любопытнее было видеть, как ловко и быстро пробегал он в бурную погоду по палубе, хватаясь за канаты, протянутые для него в самых широких местах.

X сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Картӑ ҫинче, мула пытарнӑ вырӑнсене хӗрессемпе паллӑ тунӑ пулать.

Будто на карте крестиками обозначены места, где зарыты сокровища.

IX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Каҫ пулас умӗн Соловьев, палуба ҫинчи сӗтел ҫине чавсаланса, Толстойӑн «Война и мир» кӗнекинчи хӑй юратнӑ вырӑнсене тепӗр хут вуласа пычӗ.

К концу дня, когда Соловьёв сидел на палубе, облокотившись на столик, и перечитывал любимые места из «Войны и мира» Толстого.

Аташ // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

— Пӗррехинче ҫапла, пирӗн пата Василий Иваныч пычӗ, — шухӑша кайнӑ пек пулса, хуллен пуҫларӗ вӑл, — Селезниха ялӗ таврашӗнчеччӗ пулас-ха, — пычӗ те командира калать: «Атя-ха, тет, хӑвӑн ҫарсем тӑракан вырӑнсене кӑтарт».

— Приехал Василий Иванович раз к нам, — негромко, задумчиво начал Кузнецов, — кажись, под Селезнихой дело было, и говорит командиру: «А ну, покажи местность, которая в твоём подчинении».

Тӗлпулу // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Чапаев тачанка ҫине хӑпарса тӑчӗ те, бинокльпе тӑшманӑн позицийӗсене чылайччен пӑхса, пулеметсем лартмалли вырӑнсене палӑртрӗ.

Встав во весь рост в тачанке, Чапаев долго разглядывал в бинокль позиции противника, намечая, куда поставить пулемёты.

Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.

Председатель пулса тӑнӑ хыҫҫӑн, Чжан Фу-ин пур вырӑнсене те хӑй ҫыннисене лартнӑ.

После того как Чжан Фу-ин заделался председателем, он посадил на все посты своих людей.

I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Газификаци шайӗпе пирӗн республика федерацин Атӑлҫи округӗнчи регионсен хушшинче малти вырӑнсене йышӑнать.

По уровню газификации республика занимает ведущее место среди регионов Приволжского федерального округа.

Нефтьпе газ промышленность ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/news/2021/09/02/glava- ... aet-s-dnem

Бригада начальникӗ улттӑмӗш Ханьран: «Пире пулӑшаймӑр-и? Эпир — ҫӗнӗ ҫынсем, ҫавӑнпа кунти вырӑнсене пӗлместпӗр», — тесе ыйтнӑ тет.

Начальник бригады просил Ханя-шестого: «Не поможете ли нам? Мы — люди новые и здешних дел не знаем».

VIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Вӗсен ҫак таврари именийӗсене пӗрле хушсан, хӑйӑрлӑ тата вӗтлӗхлӗ вырӑнсене хисепе илмесен те, чӑн лайӑх ҫӗрӗ кӑна пин танран иртет.

Если сложить все их имения в этих краях, составилась бы тысяча с лишним шанов самой лучшей земли, не считая участков песчаных или заросших кустарником.

II // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.

Чӑвашпотребсоюз ялсенчи социаллӑ ыйтусене татса парас ӗҫе хастар хутшӑнать, вӑл шутра аякри, халӑх сахал пурӑнакан вырӑнсене пулӑшать.

Чувашпотребсоюз активно участвует в решении социальных вопросов на селе, обслуживая население, в том числе в отдаленных, малонаселенных пунктах.

Чӑвашпотребсоюз // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/wiki/%D0%A7%D3%91%D0 ... 1%8E%D0%B7

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ геройне, арми генералне Ватутина тата пӗрремӗш империализмла вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенче авиаци историйӗнче пӗрремӗш хут тӑшман самолетне хӑй самолечӗпе ҫапса ӳкернӗ вырӑссен хисеплӗ летчикне — Нестерева пытарнӑ вырӑнсене пырса куртӑм.

Посещение могил героя Великой Отечественной войны генерала армии Ватутина и славного русского лётчика Нестерова, который впервые в истории авиации совершил воздушный таран в начале первой империалистической войны.

6. Ҫапӑҫусем пулса иртнӗ вырӑнсенче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Академире занятисем пуҫланас умӗн отпуск илтӗм те, пассажирсем ҫӳрекен самолет ҫине ларса, тӑван вырӑнсене — Украинӑна, Киева тухса кайрӑм.

Перед началом занятий в академии получаю отпуск и на пассажирском самолёте лечу в родные места, на Украину, в Киев.

6. Ҫапӑҫусем пулса иртнӗ вырӑнсенче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпир стройӑн сылтӑм флангӗнче хамӑр вырӑнсене йышӑнтӑмӑр.

Мы заняли свои места на правом фланге строя.

7. Гварди ялавӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Эпир Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсене хӳтӗлеме кайрӑмӑр.

Мы полетели на прикрытие переправ через Днепр.

19. Ҫунакан самолёт ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех