Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑн сăмах пирĕн базăра пур.
вырӑн (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Мужество» клуб команди те пӗр харӑсах темиҫе малти вырӑн йышӑнса Пишпӳлек районӗн чысне тивӗҫлипе хӳтӗленӗ.

И команда клуба «Мужества» достойно представила Бижбулякский район, заняв сразу несколько призовых мест.

Пишпӳлек районӗн чысне тивӗҫлипе хӳтӗленӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sport/2023-0 ... en-3454110

Вӑл Дюртюлин тӗп пайне аталантарассинче тӗп вырӑн йышӑнать.

Она играет ключевую роль в развитии центральной части Дюртюлей.

Пушкӑрт хулисенчен пӗринче ҫыран хӗррине тирпейлес ӗҫ малалла пырать // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3449925

РФ Федераци Канашӗн наука, вӗрентӳ тата культура енӗпе ӗҫлекен комитетӑн председателӗ Лилия Гумерова Ӗпхӳ хули ачасемпе аслисене пӗрлештерекен илемлӗ вырӑн пулса тӑнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пушкӑртстан ачалӑхран пуҫланать» // Ирида НОВИКОВА. https://ursassi.ru/articles/festival/202 ... at-3444589

— Ҫуралса ӳснӗ тӑван вырӑн вӑл кашни ҫыншӑн хаклӑ, чуна ҫывӑх.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Ашшӗпе амӑшӗн чӗрере те, пӳртре те пурин валли вырӑн пур.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

«Ипподром» спорт клубӗ ятӗнчен Ӗпхӳ хулинчи ӑмӑртусене хутшӑннӑ, Ника ятлӑ лаша Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑй телейне ют ҫӗртре шыраман // Елена ВАЛИЕВА. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... an-3444420

– Маншӑн Пушкӑртстан – хавхалану, малалла ҫырма вӑй-хӑват паракан вырӑн.

Куҫарса пулӑш

«Вулакансемпе тӗл пулни – чи пысӑк уяв» // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/t-lpulu/2023 ... av-3444388

Пӗтӗмӗшле зачет пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх пирӗн команда 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ.

По итогам общего зачета наша команда заняла 5 место.

Турнира хутшӑннӑ 44 ҫын хушшинче 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/news/sport/2023-09-18 ... nn-3443114

«Вӑрман комплексӗ хамӑр ҫӗршыв экономикинче пысӑк вырӑн йышӑнать, регионсене аталантарас, экологи хӑрушсӑрлӑхне ҫирӗплетес ӗҫе пысӑк тӳпе хывать», - палӑртнӑ Раҫҫей лидерӗ.

«Лесной комплекс играет важную роль в отечественной экономике, вносит значимый вклад в развитие регионов, в укрепление экологической безопасности», — отметил российский лидер.

Путин Раҫҫей экономикинче вӑрман комплексӗн пӗлтерӗшлӗ вырӑнне палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... tn-3443139

Раҫҫей вӑрман комплексӗ ҫӗршыв экономикинче пысӑк вырӑн йышӑнать, регионсене аталантарма пысӑк витӗм кӳрет.

Лесной комплекс России играет важную роль в экономике страны, оказывая значимое влияние на развитие регионов.

Путин Раҫҫей экономикинче вӑрман комплексӗн пӗлтерӗшлӗ вырӑнне палӑртнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/ekonomika/20 ... tn-3443139

— Мана качча илес кӑмӑл пулмасан та юрать, анчах манпа пӗрле вырӑн ҫине выртасшӑн мар пулни мӗне пӗлтерет?!

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ку вӑл — пӗр-пӗринпе тӗл пулмалли чи юратнӑ вырӑн.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Юрӗ, юрӗ, тыт! — терӗ Завьялов тепӗр хут, унтан укҫине шофер ларнӑ вырӑн ҫине пӑрахрӗ те Прохорова хыҫҫӑн тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗн тума? — хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ Завьялов, кавирпа витнӗ хыҫалти вырӑн ҫинче Прохоровӑпа юнашар ларса.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав ҫын клепкӑран тухсан вара малтанхи минутсенче ҫӳл енӗ ӑҫтине, аял енӗ ӑҫтине те, сылтӑмми е сулахаййи хӑш енчине те, тухмалла е тухмалла мар вырӑн хӑш тӗлтине те пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ӗҫ валли нимӗнле вырӑн та йышӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ мӗн ҫинчен шухӑшланинче Симонюк валли вырӑн пулман ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑш-пӗрисемшӗн пулсан, пурнӑҫ вӑл хӑйсем служба пусми ҫинче йышӑнса тӑракан вырӑн синонимӗ, пуҫлӑхсемпе вӗсене пӑхӑнакансем хушшинчи ҫыхӑнусен комплексӗ ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Юлашкинчен, ӑна вӗҫсе хӑпармалли вырӑн тӗлӗнче курсан, ун патне пычӗ те ҫакӑнта, аэродромӑн инҫетри кӗтессине, хӑйсене никам та кансӗрлеме пултарайман ҫӗре ҫавӑтса килчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл ҫавӑнтах, ҫыран хӗрринчи урамрах, ҫак хаяр пурнӑҫра хӑй валли вырӑн тупатӑпах, текех ӗнтӗ нихҫан та шыв юхтарса каякан, ыратмаллах ҫырана пырса ҫапакан турпас пулмастӑп, тесе сӑмах пани ҫинчен те каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех