Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырӑн сăмах пирĕн базăра пур.
вырӑн (тĕпĕ: вырӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вараланнӑ вырӑна вӗри утюгпа пӗрре якатса илсенех — ҫак вырӑн ӗнсе кайрӗ, кофта пӗтрӗ.

— Как только горячим утюгом разок прогладила испачканное место — это место обгорело, и кофта пропала.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫирӗм ҫул каярах, урӑхла каласан, 1897-мӗш ҫулта, эпӗ хам вырӑнтан тӑван ҫӗршыв Раҫҫей тӗп хулине вырӑн тупӑп-и тесе карӑм, мӗншӗн тесен ун чухне вӑхӑчӗ маншӑн йывӑр килчӗ.

Лет двадцать тому назад, т. е. в 1897 году, я из этих мест уехал в столицу моей родины России, дабы там сыскать себе службу, так как время для меня было тогда тяжелое.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ҫав вырӑн уҫӑ уҫланкӑра, вӗлернӗ тесе шутланӑ вырӑнтан инҫе те мар пулнӑ.

Это было на открытой поляне, недалеко от места, где, как предполагали, произошло убийство.

LХХХI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Вӗсем пурте малтан ҫавӑрӑнӗҫ, пӑтранӗҫ, пӗрне-пӗри пырса перкеленӗҫ; унтан пурте хӑйне валли вырӑн тупӗҫ, хӑйсен вырӑнӗсене чарӑнӗҫ: йывӑррисем тӗпе анӗҫ, ҫӑмӑллисем ҫӳле хӑпарӗҫ.

Все это будет сначала кружиться, шевелиться, толкать друг друга, а потом все найдет себе место и расстановится: что тяжелее, то скорее пойдет книзу; что легче, то скорее пойдет наверх.

Сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫынсем улӑхнине илтсе, вӑрӑ кӗрӗксене, пирсене ӗлӗкхи вырӑнне хурать те, ӑҫта пытанам-ши тесе, вырӑн шыра пуҫлать.

Как только вор услыхал, что идет кто-то, он положил шубы и полотна на прежнее место и стал искать места, куда бы спрятаться.

Пӗр вӑрӑ хӑйне хӑй тыттарни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вилмеллисенчен иккӗмӗш арӑм шутланнӑ пӗр хӗрарӑма ак чӗркуҫлентерчӗҫ те аллисемпе ҫӗре тӗрентерчӗҫ, вӑл вилнӗ патшашӑн, чӗрӗ чухнехи пекех, лармалли вырӑн пулса тӑчӗ; виҫҫӗмӗш арӑмӗ патша кӗлеткине тытса тӑчӗ, тӑваттӑмӗшӗ ун ури вӗҫне минтер вырӑнне выртрӗ.

Одну из этих жертв, носившую титул второй жены, заставили опуститься на колени и опереться руками о землю: она должна была служить креслом мертвому королю, как служила ему живому; третья жена поддерживала чучело, а четвертая легла под его ноги вместо подушки.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ньянгвере Камерон лейтенант кӑткӑ йӑвисем нумай ларакан вырӑна пӗрре кӑна мар ҫын пурӑнакан вырӑн тесе йӑнӑшнӑ.

В Ньянгве лейтенант Камерон не раз принимал издали скопище таких муравейников за поселок.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Вырӑнӗ улах вырӑн, кунта тӑшмантан хӑрамалли ҫук пек туйӑнать.

Место было глухое; казалось, что здесь нечего опасаться врага.

31 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Нарг утравӗ патӗнче ӑшӑх вырӑнсем нумай, фарватер ансӑр, карапсене ҫавӑрӑнкалама та, кирлӗ пек хӑвӑртлӑхпа кайма та вырӑн пулман.

Море у острова Нарг изрезано мелями, фарватер узкий, кораблям негде было развернуться и развить нужную скорость.

Хӑрушӑ хыпарсем // Иван Пинер. Ровинский О.М. Гангут патӗнчи ҫапӑҫу: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосизд, 1943. — 60 с.

Уҫӑ вырӑн ҫуккине пула кайӑксем хушшинех пускаласа пыратӑп, анчах вӗсем вӗҫсе тарма мар, вырӑнтан тапранмасӑр ман ҫине, халиччен курман пысӑк чӗрчун ҫине пӑхнӑ пек, пуҫӗсене каҫӑртса пӑхаҫҫӗ ҫеҫ.

Очень часто мне приходилось ставить ногу совсем вплотную к какой-нибудь птице, и лишь тогда она откидывала немного голову назад и с недоумением рассматривала большой и незнакомый ей предмет.

Кайӑк-кӗшӗк пасарӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 135–138 с.

Йышӑннӑ йӗркепе кил хуҫипе унӑн арӑмӗ ҫумӗнчи икӗ айккинчи вырӑн та хисеплӗ вырӑнсем шутланаҫҫӗ.

Существует правило, что за столом места возле хозяйки и хозяина, как по правую, так и по левую руку — почетные места.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Кӗтесре ларакан йӗркеллӗ ҫамрӑк ҫын (кӗтесри вырӑн питӗ майлӑ вырӑн шутланать, мӗншӗн тесен чӳрече енне те, ҫурӑмпа та таянса ларма май пур) хӑйӗн вырӑнне ватӑ е чирлӗ ҫынна парать, хӑй урӑх ҫӗре куҫса ларать.

Хорошо воспитанный молодой человек, сидящий в углу (это место на скамье считается самым удобным, так как там можно прислониться как к спинке сидения, так и к стенке у окна) отдает свое место старику или больному, а сам пересаживается на менее удобное место.

Ҫула тухсан // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Сӗннӗ вырӑна ларнӑ чухне, вырӑн паракана тав тумалла.

Садясь на предложенное место, нужно обязательно поблагодарить за проявленное внимание.

Такси, трамвай, автобус, поезд ҫинче // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Клодт Бронзӑран тунӑ ачасен аллисенчен вӗҫерӗнесшӗн туртӑнакан пӑхӑр лашасем тӑракан вырӑнта чечексем лартнӑ ешчӗксем курӑнаҫҫӗ, — вӗсене пушанса юлнӑ вырӑн ан хурлантӑр тесе лартнӑ.

На постаментах, где прежде трепетали и рвались из рук бронзовых юношей чудесные кони Клодта, теперь стояли ящики с цветами, чтобы не оскорбляла глаз непривычная пустота.

Пӗтӗм чӗререн // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ҫак тавралӑх истерийӗнче вӑл тахҫан авал чылаях паллӑ вырӑн йышӑнса тӑнӑ; пӗрре ӑна саранчасем пекех, тутар эшкерӗсем сырса илнӗ, унӑн хӳмисем ҫинелле пӗлӗт пек ухӑ йӗпписем вӗҫтернӗ, поляксен чӑпар тумлӑ отрячӗсем те унӑн хӳмисем ҫине кармашнӑ е тата, пачах урӑхла, ӑна тытса илнӗ король жолнерӗсем ҫине казаксем тапӑннӑ кивӗ башньӑсем ӗнтӗ катӑла-катӑла аннӑ, чул хӳмисем вырӑнне, тӗл-тӗллӗн, тӗкмесем тӑратнӑ (ял ҫыннисен «чее» выльӑхӗсем кӗрсе мӑнастир пахчисене таптасран сыхлама), — сарлака варсен тӗпӗнче вир ӳсет.

Когда-то он играл значительную роль в местной истории; не раз его осаждали, как саранча, загоны татар, посылавших через стены тучи своих стрел, порой пестрые отряды поляков отчаянно лезли на стены, или, наоборот, казаки бурно кидались на приступ, чтобы отбить твердыню у завладевших ею королевских жолнеров, теперь старые башни осыпались, стены кое-где заменились простым частоколом, защищавшим лишь монастырские огороды от нашествия предприимчивой мужицкой скотины, а в глубине широких рвов росло просо.

II // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.

Тинӗспе ҫӳрекенсем ҫав утрав патне ҫывхарма та хӑйман, халӑх хушшинче ун ҫинчен: ку вырӑнта тамӑк хапхи пур, кунта вут-кӑвар турри Гефест, е Вулкан патшалӑхне кӗмелли вырӑн пур, тесе юмах сарнӑ.

Мореплаватели не осмеливались приближаться к острову и распространяли вести, что здесь вход в ад, в страшное царство бога огня Гефеста, или Вулкана.

Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.

— Эсӗ пит тӗрӗс калатӑн, ку чӑнах та ӑшӑ пахча: анчах ҫав вӑхӑтрах ку вырӑна тискер кайӑксем пурӑнакан вырӑн тесен тата тӗрӗсрех пулӗ.

— Ты сказал правильно, мой мальчик, — это теплица! Но было бы еще правильнее прибавить и зверинец вдобавок!

XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатса тӑракан кӑвак пӗлӗт вырӑнне кунта ҫумӑр пӗлӗчӗсем хушшинче пӗтӗм йывӑрӑшӗпе пусса тӑракан гранитлӑ ҫирӗп чул тӳпе курӑнать; ҫак ҫӗр айӗнчи хӑвӑл темӗн пекех пысӑк пулсан та, ҫапах та унӑн ӑшӗнче планетӑн пӗр-пӗр чи пӗчӗкҫӗ спутникӗ те ҫавӑрӑнса ҫӳремеллӗх вырӑн ҫук.

Вместо небесной тверди с ее созвездиями я чувствовал над своей головой затянутый тучами гранитный небосвод, давивший на меня всею своею тяжестью, и как ни огромно было это внутриземное пространство, все же тут было бы тесно даже самому незначительному из спутников нашей планеты.

XXX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Чӑнах та ӗнтӗ, ӑшра темӗнле пушӑ вырӑн пулса юлнӑ пек пулчӗ, анчах ҫав пушӑ вырӑна унӑн, пысӑк та ним лартса тухман пӳлӗме тултарнӑ пек, мӗнпе те пулин халех тултарса лартас килет.

Правда, образовалась пустота, но эту пустоту ей хотелось немедленно чем-то заполнить, как большую, ничем не обставленную комнату.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Обществӑллӑ ӗҫре Воропаев нумай ҫулсем хушши ҫӳлелле улӑхса пычӗ, паян йышӑнса тӑракан вырӑн ӗнерхинчен аслӑрах пулнине, ыран тата аслӑрах вырӑна куҫассине тата ҫавӑн пек тӑтӑшах ҫӳлелле улӑхса, ӳссе пынинче хӑйӗн телейне тупассине вӑл хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ.

Много лет поднимался Воропаев вверх по общественной лестнице и уже привык к тому, что сегодня занимает положение более высокое, чем вчера, а завтра будет подниматься еще выше, — и в этом постоянном подъеме и росте находил свое счастье.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех