Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вырнаҫтарса (тĕпĕ: вырнаҫтар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗпӗсене вырнаҫтарса пӗтернӗ хӗрсем, сарайӗнчен тухса, карта ҫумӗнчи сак ҫине ларчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тӗттӗмленичченех тӑрмашрӗҫ хӗрсем сарайӗнче, пур чӗппе те вырнаҫтарса лартса пӗтерсен кӑна, алӑка тӗплӗн хупса, килӗсене кайма тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӗсене вӑл тӑрӑшсах вырнаҫтарса лартать.

Они старательно смонтированы.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Утса пынӑ ҫӗртех Урсэкие йӗрке тума тӑрӑшрӗ: мӗнле те пулин чашӑка сӗтел варринерех вырнаҫтарса лартрӗ, хӑй умӗнчи яшка ҫине тимлесех пӑхакан пӗр-пӗр вӗренекене пуҫӗнчен пӳрнипе шаклатса илчӗ, хирлӗ вӑхӑтра хӑшӗн те пулин сӑмси умне хӑйӗн хытӑ чӑмӑрне илсе пычӗ, вара каллех поста таврӑнчӗ.

На ходу он следил за порядком: отодвигал какую-нибудь миску, давал щелчка ученику, который подозрительно усердно глядел на стоявший перед ним суп, грозно, если находил нужным, подносил к чьему-нибудь носу , костлявый кулак, потом молнией снова возвращался на свой пост.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Жестянщиксем аслӑ пӳлӗм тӑрӑх чӑн-чӑн хуҫасем пек уткаласа ҫӳрерӗҫ, хӑнасене вырнаҫтарса лартрӗҫ, мастерскоя йӗркене кӳртсе, «сценӑсемпе» «декорацисем» хатӗрлерӗҫ.

Жестянщики расхаживали по помещению с хозяйским видом, рассаживали гостей, наводили порядок то тут, то там, устраивали «сцену» и «декорации».

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Ҫав машинӑна, хурана эппин, пӑс хуранне ӑҫта вырнаҫтарса лартма пулать?

— Где должна быть установлена эта машина, этот котел., паровой котел?

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑрӑм сӗтел — ахӑртнех ӑна кил хуҫи хӑех тунӑ пулмалла, — пукансем, стена ҫуммипе вырнаҫтарса лартнӑ саксем ҫак килте пысӑк ҫемье пурӑннине пӗлтереҫҫӗ.

Длинный стол, сбитый, по-видимому, самим хозяином, табуреты, лавки вдоль стен свидетельствовали о том, что семья здесь живет большая.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Эпӗ ун урине чиперех вырнаҫтарса лартрӑм пулӗ терӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кордон умӗнчи хӑмла лартнӑ пӗчӗк пахчана кӗрекен калинккепе юнашар класс доски пек вырнаҫтарса лартнӑ сарлака хӑмана асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Кӗнчелеҫҫисене вырнаҫтарса тӑратсан: — Мавра аппа, тирӗк пур-и? — тесе ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сада кӗмелли алӑк тӗлӗнче хӑмаран ҫапса тунӑ тӗлӗнтермӗш трибуна вырнаҫтарса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар йӑпӑр-япӑр крыльца карлӑкӗ урлӑ сиксе каҫрӗ, пӳртум хӑми тӑрӑх пускаласа, лавкка стени ҫумне вырнаҫтарса хунӑ пакурсене илме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анчах ик ҫӗр юлан ута урамра юр ҫинче тытма май ҫуках ӗнтӗ, кӗтсе илме тухнӑ мӑрсасем сӗннипе юлан утсене кӳршӗсем патне вуншарӑн-вуншарӑн е хӑш-пӗр ҫӗре пилӗкшер-ултшарӑн вырнаҫтарса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫӗрпӳсем хӑйсен ҫыннисене темиҫе ҫухрӑмри вӑрмана вырнаҫтарса малаллахи ӗҫсем пирки канашлама Петр Морозов воевода патне Атӑл хӗррине кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ашшӗпе ывӑлӗ картишӗнчи ват ҫӑка айне сарлака сӗтел вырнаҫтарса лартрӗҫ, ҫӑка аялти тураттинчен тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тултарнӑ пӗрне ҫакса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Юнкӑ шывӗ — тӑрӑ шыв // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иливан кустӑрмана вӑр-вар вырнаҫтарса лартрӗ те, лавсенчен вут пек иртсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Иливанпа Сарье // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Турхан юнашарти Кив Тукайран хӑйӗн кӗрӳшне Магмет Беззубова тата Нухрата чӗнтерчӗ, тӗкӗрҫӗсене темиҫе киле вырнаҫтарса апатлантарма, лашасене ӑшӑ витесене хупса сӗлӗ пама хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ан чӑрман, Нургали, — терӗ Ахтупай хутаҫне ҫурӑм хыҫне вырнаҫтарса.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арск ҫулӗпе чылай инҫе кайсан Горбатый-Шуйский ҫыннисем Ту енчи тӗкӗрҫӗсене ҫывӑхри вӑрмансене вырнаҫтарса тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫавсене илсе кайса Арск ҫывӑхне вырнаҫтарса тӑратма ирӗк пар, аслӑ князь.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех