Шырав
Шырав ĕçĕ:
выпискӑсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пирӗн арҫын — ахаль арҫын ҫеҫ мар, вӑл ҫар ҫынни е статски; вӑл ҫирӗм ҫултан пуҫласах хӑйӗншӗн хӑй хуҫа мар; вӑл ялан ӗҫре: ҫар ҫынни — вӗренӳсенче, статски — протоколсем, выпискӑсем ҫырать, арӑмӗсем вара ҫав вӑхӑтра пӗтӗмпех купӑста-хӑяр тӑварлас е варенисем пӗҫерес ӗҫе парӑнмасан, французсен романӗсене вулаҫҫӗ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Рыбакколхозсоюза ӗҫлеме эпӗ вӑхӑтра ҫӳреттӗм, чӑн-чӑн диспетчер пек, колхозсен отчечӗсене пӑхса тухса, выпискӑсем тӑваттӑм.
Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Куҫӗсем умӗнче кирлӗ тата питӗ кирлӗ тесе ҫырнӑ пакетсем вӗлтлетсе илме пуҫласан, хӑйне тӗрлӗрен справкӑсем, выпискӑсем ҫырма, делосенче чакаланма, мӑшкӑлланӑ пекех «запискӑсем» тесе ят панӑ икӗ пӳрне хулӑнӑш тетрадьсем ҫырса тултарма хушсан — Обломов тата хытӑрах шухӑша кайнӑ; ҫитменнине ӑна пурте хыпалантарнӑ, пурте таҫта васканӑ, нимӗн ҫинче те чарӑнса тӑман: аллинчи пӗр ӗҫне пӑрахма та ӗлкӗреймен, каллех теприне ярса тытнӑ, вӑл пуринчен кирлӗреххи тейӗн, ӑна туса пӗтерсен, ун ҫинчен манса кайнӑ та виҫҫӗмӗшне алла илнӗ, нихҫан та ҫакнашкал ӗҫсен вӗҫӗ-хӗрри курӑнман.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак ӗҫе пӑхса тухса, мӗн-мӗн тума палӑртнине тата законсенчен выпискӑсем ҫырса илсе, … уезд сучӗ ҫапла йышӑнать: Пӑхса тухнӑ ӗҫрен ҫакӑ курӑнать: Петр ывӑлӗ Кирила Троекуров генерал-аншеф асӑннӑ тавлашуллӑ имени пирки, халӗ гварди поручикӗ Дубровский Гаврилӑн ывӑлӗ Андрей аллинчи юлашки ревизи тӑрӑх … чун арҫын шутланакан Кистенёвка ялӗпе ҫӗрӗ, вӑрманӗ, шывӗ-шурӗ пӗтӗмпех хӑйӗн аллинче пулма тивӗҫҫине кӑтартакан хута суд аллине панӑ.
II сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Страницăсем:
- 1