Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вутлӑ сăмах пирĕн базăра пур.
вутлӑ (тĕпĕ: вутлӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫамрӑк республикӑна йӗри-тавра хупӑрласа илнӗ вутлӑ карта ман тӗллӗн хамӑр чӗртнӗ вучах пеккисенчен хурса тухнӑ вутлӑ ункӑ пек туйӑнса кайрӗ.

Огненное кольцо блокады вокруг молодой республики я представлял себе, как огромный круг пылающих костров.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫӳлхуҫа ун тарҫин куҫне уҫнӑ та — вӑл акӑ мӗн курнӑ: Елисей йӗри-тавра пӗтӗм сӑрт-тӑва вутлӑ лашасем, вутлӑ урапасем сӑрса илнӗ.

И открыл Господь глаза слуге, и он увидел, и вот, вся гора наполнена конями и колесницами огненными кругом Елисея.

4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫӗрле урама тухсан, чӳрече ҫутисем курӑнмаҫҫӗ, ун вырӑнне прожектор ҫутисем, вутлӑ хӗҫ пек, пӗлӗте ҫура-ҫура иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тем пысӑкӑш ҫиҫем, ҫӗлен пек авкаланса, вутлӑ саламачӗпе ҫӗрелле хӑмсарчӗ, ҫывӑхрах кӗмсӗртетсе шартлатса аслати авӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӳлӗме шӑши пек сассӑр кӗчӗ, хунарӑн сикекен вутлӑ чӗлхине чакарчӗ те типӗ улӑм хурса хатӗрленӗ вырӑн ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сасартӑк пӗлӗт ҫинче вутлӑ юпасем курӑнса каяҫҫӗ те речӗпе тӑрса тухаҫҫӗ, е тата ҫап-ҫутӑ йӑрӑм пӗлӗт урлӑшпех пӗкӗ пек авӑнса асамат кӗперӗ майлӑ пулса тӑрать.

Вдруг появятся на небе огненные столбы и выстроятся в ряд, или широкая светлая полоса протянется через все небо дугой, как радуга.

Ҫурҫӗрти пӑрлӑ океан // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Щетинкин отрячӗ вутлӑ ункӑна татса тухнӑ, ҫав хушӑрах йывӑр тиенӗ обоза, хӗрлӗ армеецсен арӑмӗсемпе ачи-пӑчине ҫӑлса хӑварнӑ, тӑшманӑн 200 ҫынлӑ заставине ҫапса аркатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Кун пирки, «йышлӑ ҫемьене тӑвӑрлатса пурӑнни» пирки, Улюк хӑех каҫӑн-ирӗн шухӑшлатчӗ пуль-ха, чӗрене пӗҫертекен вутлӑ шухӑшчӗ пуль-ха ку шухӑш.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Герасим Федотовичран вунӑ утӑмра тенӗ пек ҫул урлӑ каҫнӑскер, пӗр ҫухрӑмри Тарай вӑрманӗ еннелле вутлӑ кӑлтӑрмач пек кӑлтӑртатрӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ун чухне те Кокшин хӑйӗн салтакӗсене пӗлсе вырнаҫтарнӑ, фашистсене вутлӑ ҫулӑмпа кӗтсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Партизан пулса фашистсемпе кӗрешнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d0%bf%d0%b ... %bd%d3%97/

Ҫак вутлӑ ункӑран тӗрӗс-тӗкелӗн тухайӑпӑр-ши?!

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Командир пире, сывӑ юлнисене, пӗр ҫӗре пухрӗ те хамӑр епле вутлӑ унка лекнине каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Ӗнтӗ Алендеевӑн та, сарлака ҫӑварне кранк! кранк! кранклатакан шур курак пек карса, сехре сиктернӗ, шуйттанӑнни пек вутлӑ симӗс куҫӗпе «Сталина» тӑрӑннӑскерӗн, ҫан-ҫурӑмӗ ҫийӗн сивӗ чупса иртрӗ, ҫӳҫӗ йӑшӑлл! ҫӗкленчӗ, вирелле тӑчӗ, пичӗ шурсах кайрӗ, юн тарнӑ, пӑрлӑ ҫумӑр пӗлӗчӗн сӗмӗ сӑрхӑннӑ тути йӳҫекен шурлӑх пек хӑмпӑланкаларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Мучи, патакне ҫатӑрласа тытса, хаяр вутлӑ куҫне тӳрех арӑмӗ ҫине тӑвӑнтарчӗ, вара, пур-ҫук вӑйне карӑнтарса, ун патнелле талтлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Акӑ ӗнтӗ унӑн уҫӑ, кӗмӗл сассине тӳпери тӑрин «тӑр-тӑр-и, тӑр-тӑр-и, карталанса тӑтӑр-и, пурте ӗҫе тӑтӑр-и» тесе тӑрӑ сывлӑша чӗтретсе тӗпреткелекен юрри те, ку кайӑкран таҫта-таҫта ҫӳлерехре вутлӑ хӳрине пӗр тикӗссӗн сӗтӗрсе вӗҫекен реактивлӑ самолет уҫӑмсӑр вӑввлани те, таҫти катари уйри ялхуҫалӑх машинин кӗр-кӗр-кӗр-кӗрлевӗ те ҫӗнтерейми, шартах таткалайми, шалтах хуплайми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ак тата: тин ҫеҫ совет халӑхне «хыпса ҫӑтма» хӑтланнӑ чи хӑрушӑ аҫтаха пуҫне хӗҫпе касса татнӑччӗ, таҫта-таҫта, ҫичӗ тинӗс леш енче, каллех, анчах урӑх аҫтахасем — янкисем — пирӗн «пӳрте касман алӑкпа ҫӗмӗрсе шуса кӗресшӗн», пире хыпса ҫӑтасшӑн пулса «вутлӑ, наркӑмӑшлӑ чӗлхисене вӗлт-вӗлт вӗлтлетсе тӑскаласа илеҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тухӑҫ ӗнтӗ вутлӑ хӗмпе ҫунать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Ӑса тӑван халӑхӑн чӗре патӗнчен ҫуралса тухнӑ вутлӑ сӑмахӗсем кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Унтанпа эп сӑвӑ-юрӑсем хайлатӑп Пӗр суймасӑрах, пӗр шахвӑртмасӑрах, Вутлӑ чӗремре тупа пур пек туятӑп…

Куҫарса пулӑш

Эс ӑҫта, савниҫӗм? // Лидия Ковалюк. Ковалюк Л.А. Юрату ҫӑлкуҫӗ. Сӑвӑсем. Шупашкар: «Калем» кӗнеке издательстви, 2002. — 72 с. — 54-55 с.

Вутлӑ пирӗшти пек ыткӑнса ҫӳрет тет вӑл ҫичӗ ют ҫарӗсем хушшинче.

Он носится, словно огненный ангел, среди врагов на резвом коне.

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех