Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вуласа (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫӗне ҫула кӗтсе илес чухне журнал вуласа ларатӑн-и?

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Хаҫатсем вуласа ларакан Владимир Сергеевич сасартӑк ура ҫине ҫӗкленчӗ, хӗрӗ умне пырса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Владимир Сергеевич вырӑнӗнчен ҫӗкленчӗ те чи малтанах кун йӗркине вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

— Вӑт мӗн, ачамкка, малтан эсӗ пӗрер ҫулталӑк ӗҫлесе пӑх, пурнӑҫӑн тути-масине астивсе кур, кайран вара, пошалстӑ, ман пата килсе чӗпӗсене апат мӗнле ҫитересси ҫинчен лекци вуласа кӑтартма пултаратӑн.

Куҫарса пулӑш

IV // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ним тума пӗлмесӗр, кунӗн-ҫӗрӗн илемлӗ литература кӗнекисене вуласа вӑхӑта ирттерчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Кашни номере чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр, ӑна вуласа ҫӗннине, интереслине нумай пӗлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Ҫырусӑр пуҫне ашшӗнчен нимӗн те юлман... // Галина Матвеева. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 14 с.

Сергей Ундрицов пӗрре вуласа пачӗ ӑна студентсен пухӑвӗнче, университетра, диспутра.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Гегель философӑн «Логикине» вуласа выртнӑ, юлташӗсемпе философи ыйтӑвӗсемпе калаҫнӑ…

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Кунсӑр пуҫне тӗрлӗ ҫӗртен килекен ҫырусене те унӑннах вуласа йӗркене кӗртмелле, уйрӑм тетрадь ҫине ҫырса хумалла пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Ҫырӑва вуласа тухнӑ хыҫҫӑн Урсэкие ӑна ним чӗнмесӗр хуҫлатрӗ те кӗсйине чиксе хучӗ.

Прочитав письмо, Урсэкие молча сложил его и спрятал в карман.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ку тӗлӗшпе вӗсене вӑрттӑн вуласа тухнӑ кӗнекесем, Днестр леш енчен вӗренме килнӗ ҫамрӑксем каласа пани, пуринчен ытларах технологипе вӗрентекен учитель Николай Корицӑн урокӗсем пулӑшрӗҫ.

Этому способствовали прочитанная украдкой книга, рассказы приехавших обучаться ремеслу из приднестровских сап, а главное — уроки учителя технологии Николая Корицы.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Фабиан господин ӑна хӑвӑрт вуласа тухрӗ.

Господин Фабиан быстро пробежал ее глазами.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Мӗнле чӗлхепе сайт пулсан та, ӑна пурпӗр эпир вуласа ӑнланма пултаратпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Мӗн тума кирлӗ чӑваш чӗлхи?» // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1184

— Ме, вуласа савӑн, хӑв ятна хаҫата кӑларнишӗн хӗпӗрте пӗрре! — хаҫат персе пачӗ вӑл мана.

Куҫарса пулӑш

Чап // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 66–69 с.

Ҫырӑва хӑй малтан пӗччен вуласа тухсанах Пазухин нимӗн чӗнейми пулса тӑчӗ, унтан мана юлташсене пухма каларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Чӗмпӗртен эрнелӗхе килнӗ Кӗҫтук хӑйӗн пӳлӗмӗнче кӗнеке вуласа ларатчӗ — пӳрт умӗнчех шӑнкӑрав янранине, шӑнса хытнӑ юра ҫуна тупанӗ кӑчӑртаттарнине илтрӗ те чӳречерен пырса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пӗрре ҫапла «закон божий» урокӗнче Иванов, пуп мӗн вӗрентнине итлемесӗр, Кольцов сӑввисене вуласа ларать.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кирук вӑл кӗнекене темиҫе хут та вуласа тухрӗ, хӑш-пӗр вырӑнсене пӑхмасӑрах калать.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Матви тӑвӑрланӑ хӑяр шывне чӗрес хӗрринчен ӗҫрӗ те каллех выртрӗ, ывӑлӗ вуласа кӑтартнӑ кӗнеке пирки шухӑшларӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл мана хӑйӗн юлашки сӑввине вуласа пачӗ, ӑна Константин Иванова ярса патӑм, тет.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех