Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вуласа (тĕпĕ: вула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чӗмсӗр хӗр вара ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулса тӑчӗ: манӑн диссертацине вуласа тухма пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Зина телеграммӑна илсе хӑвӑрт вуласа тухрӗ, унтан ӑна каялла тыттарса: — Мӗн тупнӑ эс ҫав тӑрлавсӑр ҫумӗнче? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Вуласа пынӑ чух ҫакнашкал шухӑшран ниепле те хӑтӑлма ҫук.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Унтан часах таврӑнса, ӗҫе тепӗр чухне пӑхса тухма хӑварни ҫинчен приговор вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑхӑт нумай та иртмерӗ, — унтан таврӑнчӗҫ те, Бернадский кӗскен ҫырнӑ приговора вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эсӗ ӑна ыран каҫчен лайӑх вуласа тух, — Степанов хӑй умӗнче тӑракан йӗкӗте пӗчӗк ҫеҫ хӗрлӗ кӗнеке тӑсса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Сергей ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хаҫат вуласа ларакан Петӗр, инкӗшне асӑрхасан, ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ те: «Э, инке-ҫке! Килех, кил. Тӗпелерех иртсе лар», — текелесе, Тарьене курницана ҫавӑтса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вуласа пар-ха хӑвӑртрах, — васкатнӑ хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Учитель ҫырӑва малтан ӑшӗнче вуласа тухнӑ та салхуллӑ куҫӗсемпе Тарье ҫине пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юлашкинчен Казаков Владимир Ильич Ленин вилнӗ хыҫҫӑн Партин Тӗп Комитечӗ халӑха чӗнсе каланине вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье, астӑватӑн-и, пӗлтӗр сана пӗр писатель пулӑ шӳрпи мӗнле пӗҫерни ҫинчен вуласа панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ сӗрни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чылай ҫын вуласа суяна ӗненет, чӑна ҫавӑрать.

Куҫарса пулӑш

Террора хирӗҫ пӗрле! // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11392-te ... ir-c-p-rle

Халиччен пӑр-так та пулин, Сююнбике ҫырӑвӗсене вуласа панипе те пулин хавхалантаратчӗ Хусан княҫӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

6. Усал хыпар утпа ҫӳрет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хыпашласа пӑхни вӑл вуласа пӗлни мар.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Якӑпта халлӗхе ним ҫинчен те калаҫса татӑлаймарӑмӑр-ха, эс пире патшапа воевода грамотисене ҫеҫ вуласа патӑн тесе тавӑрасшӑнччӗ, вӑл та асӑрхануллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Воевода грамотине пур ялта та вуласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вуласа панине ӗненмен пек, мӑрса ҫырӑва хӑй аллине илчӗ, ӑна нумайччен пӳрнипе йӗрлесе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӑвах вуласа пар-ха, эп хутла питех ӑста пӗлместӗп, — именчӗклӗн тавӑрчӗ Мамич-Бердей.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӗн ҫырнине ӑнланман пек, алӑран алла парса темиҫе хутчен вуласа тухрӗҫ вырӑссем ярлыка, вара тин ӑна хуҫине тыттарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Окольничий хан ҫырӑвне тепӗр хут алла илчӗ, ҫыру вӗҫне сасӑпах вуласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех