Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӑр хӗвел ҫинче ӑшшӑн йӑлтӑртатса выртать, ылтӑн пек йӑлкӑшать вӑл, ун тӑрӑх лартса тухнӑ витӗр курӑнакан ҫуртсем пир ҫине пурҫӑн ҫиппе тӗрленӗ тӗрӗсем пек туйӑнаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Океан вӗрсе кӑларнӑ кӑвак тӗтре ӗнтӗ хулари пӑтранчӑк сарӑ тӗтӗмпе хутшӑнса кайнӑ, черченкӗ шурӑ ҫуртсем ӗнтӗ витӗр курӑнакан витӗнкӗҫпе пӗркеннӗ; вӗсем, юмахри сӑнсем пек, илӗртсе чӗтренеҫҫӗ, хӑйсем патне йыхӑраҫҫӗ те темле лӑплантарса яракан илем сунаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Витӗр курӑнакан чӗнтӗр пек ҫулӑм сывлӑшра, ылттӑн эрешмен карти пек, вӗлтӗртетсе тӑрать; вӑл хӑйӗн тӗсне шыв ҫине ӳкерет те, хӑйӗн илемӗпе киленсе, тӗлӗрнӗ пек пулать.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ҫак ҫӳхе чатӑр витӗр тӗссӗр тарӑн пӗлӗтре тӳлек ҫӑлтӑрсем шупкан йӑлтӑртатаҫҫӗ.Сквозь эту пелену в недосягаемой высоте небес тускло мерцают тихие звезды.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫав алӑксем витӗр шалалла пӑхсан, ҫӳп-ҫаплӑ, пылчӑклӑ пусмасем куратӑн, унта, виле ӑшӗнчи пек, мӗн пурӗ йӑлтах ҫӗрсе кайнӑн туйӑнать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Чӳрече витӗр темиҫе тӗрлӗ сӑн-пит умлӑн-хыҫлӑн курӑна-курӑна юлаҫҫӗ, вӗсем ҫапӑнса, тӗпренсе кайнӑ темле пӗр пысӑк япалан ванчӑкӗсем пек туйӑнаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ачасем ҫӳхе турпасӗсене, балкон карлӑкӗ витӗр урама ан ӳкчӗр тесе, пӗчӗк аллисемпе тытаҫҫӗ, — вӗсем те хӑйсен ӗҫне чӑрмантарнӑ сӑлтав ҫине ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Тусанпа хупланнӑ кантӑк витӗр кукша пуҫ курӑнса юлчӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ҫынсем палуба хӗрринчен тӗтре витӗр чӗмсӗррӗн таҫталла пӑхаҫҫӗ.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Ун сивӗ пичӗ, хӗвеле кӗтнӗ пек, ҫав хӗвел ҫути суккӑр куҫне уҫасса шаннӑн, тӗтре витӗр вӗҫсӗр-хӗрсӗр океан еннелле пӑхать.
Сарӑ шуйттан хули // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 659–670 стр.
Вӑл ывӑлӗ ҫине, унтан чӳрече витӗр тӳпенелле пӑхса илчӗ те хуллен каларӗ:Она посмотрела на сына, потом в окно, на небо и сказала негромко:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Унӑн лапчӑнса пӗтнӗ хупӑлчи витӗр выляса тухакан пӑс ача хулпуҫҫине ӑшӑтать.Озорниковатая струйка пара, выбиваясь из-под измятой крышки, касалась его плеча.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Тулта шарманка сасси килӗшӳсӗр хӑйӑлтатать, темле кӗвӗ ҫаврӑнӑшӗсем татӑк-кӗсӗкӗн илтӗннӗ пек туйӑнаҫҫӗ, хулӑн саслӑ ача хаваслӑн кӑшкӑрать, йытӑ ӳле-ӳле ярать, — Ленька, ҫав кӗвве итленӗ май, хӑй те шӑл витӗр хуллен ӗнерлесе юрлать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Эпӗ ӑна, шӑммипе тирӗ ҫеҫ юлнӑскере, ҫӗклерӗм те, вӑл хыпалансах пуҫне чӳрече витӗр тулалла кӑларса итлеме тытӑнчӗ, унӑн типсе хӑрнӑ урисем, стена ҫумне сӗртӗнкелесе, вӑйсӑррӑн сулланса тӑраҫҫӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Эпӗ хӗрарӑма укҫа патӑм; вӑл хӑвӑрт сиксе тӑчӗ, кӑмака ҫинчен вараланса, лапчӑнса пӗтнӗ пӗчӗк сӑмавар илчӗ те, сӑмса витӗр юрлакаласа, тухса кайрӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Унӑн сӑмса витӗр тухакан сасси хытах янӑрамарӗ пулин те хаваслӑ пекех илтӗнчӗ.Ее гнусавый голос звучал негромко, но — бодро, почти весело.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Путвалра куҫ курми тусан мӑкӑрланать, ун витӗр эпӗ кӑмака ҫинчи хӗрарӑма аран-аран асӑрхарӑм: унӑн ҫӳҫӗсем сапаланса кайнӑ, пичӗ питӗ илемсӗр, яланах кулас килмесӗр кулнӑ пек, шӑлӗсем йӑлкӑшса тӑраҫҫӗ.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Урам алӑкӗ патӗнчи урапа ҫинче хӗрлӗ питлӗ арҫын пысӑк ҫара урисене сарса пӑрахса ҫывӑрать, ҫӑра хытӑ сухалне ҫӳлелле каҫӑртнӑ — сухалӗ витӗр шурӑ шӑлӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, — арҫын куҫне хупса, чӑтма ҫук тӑрӑхласа, такамран кулнӑ пек туйӑнать.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
— Эпӗ витӗр курса тӑратӑп!
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Унӑн лӑпкӑ та витӗр куҫӗсем мӗнле пӑхнине каласа пама май ҫук, — эпе ҫав тӗлӗнмелле этемӗнни евӗрлӗ мар куҫсене хирӗҫ аран ҫеҫ пӑхатӑп.