Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унта пӗтӗмпех ҫутӑ, ӑнланса илмелле тата юрату шӑплӑхӑн темле тӗтрипе витӗннӗн туйӑнать; унта пурте шӑпӑрт, пурте кӑмӑллӑ; унта хулан ятӗнчен пуҫласа ыттисем таранах хӗрарӑм пек ҫепӗҫ; ахальтен мар ӗнтӗ пӗр ӑна ҫеҫ Чипер ят панӑ.
XXXIII // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ӑҫта хуралласа тӑмаллине эпӗ малтанах палӑртса хутӑм: сад вӗҫӗнче, Засекинсемпе пирӗн сада уйӑрса тӑракан хӳме патӗнче, вӑл пысӑк хӳмене тӗкӗннӗ тӗлте, пӗччен чӑрӑш айӗнче; ҫав аялтанах туратланса ӳсекен чӑрӑш лӑсси витӗр эпӗ таврара мӗн пулса иртнине каҫ тӗттӗмӗнче те лайӑх сӑнама пултаратӑп; кунтанах пӗчӗк ҫул авкаланса иртет, вӑл мана ялан темле вӑрттӑнлӑхпа витӗннӗн туйӑнатчӗ: вӑл хӳме ҫумӗпех ҫӗлен пек авкаланса иртет те акаци тӗмӗсенчен тунӑ ҫаврака беседка патне пырса тухать (ҫак тӗлте хӳме урлӑ каҫнӑ ура йӗрӗсем пур).
XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Пӗр ҫулталӑк хушшинче вилӗм унӑн тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсене ытла та нумай ҫулса кайрӗ те, вӗсене аса илсенех ӑшчик тӑвӑнса килет, пӗтӗм тӗнче, тӗксӗмленсе, темле хура пӗркенчӗк витӗннӗн туйӑнать.
XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Страницăсем:
- 1