Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

витререн (тĕпĕ: витре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӑшӗ ҫуннипе сак ҫинчи витререн ӑсса пӗр курка шыв ӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Яла кӗрес умӗн витререн тӑкнӑ пек шавлаттарса вӑйлӑ ҫумӑр яра пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Аслати кӗмсӗртетрӗ, пӗлӗт лапкӑшпех ҫиҫӗм ялтӑртатрӗ, витререн тӑкнӑ евӗр ҫумӑр чашлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Витререн тӑкнӑн ҫумӑр лӳшкет.

Куҫарса пулӑш

Ҫыру // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 119–121 с.

Витререн тӑкнӑн Ҫумӑр лӳшкет.

Куҫарса пулӑш

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Апат ҫимерӗ, витререн алтӑрпа шыв ӑсса илсе ӗҫрӗ, хывӑнмасӑрах ҫывӑрма выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Витререн тӑкнӑ пек ҫӑвакан ҫумӑр шуралнӑ темле стена пек курӑнать, утма памасть.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Унччен те пулмарӗ шартлаттарса аслати кӗрлеттерсе ячӗ — витререн тӑкнӑ пек ҫумӑр ҫума пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫумӑр «витререн тӑкнӑ пек» ҫӑвать.

Дождь продолжает лить, «как из ведра».

Ҫӗр айӗнчи шыв // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫийӗнчен — витререн тӑкнӑ пек ҫумӑр, пӑр…

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

— Ҫумӑр витререн тӑкнӑ пекех чашлаттарма пуҫларӗ, урам урлӑ каҫичченех йӗп-йӗпе турӗ, — хӗр ҫӳхе тутӑрне салтса силлерӗ те кӗрекери хӑнасене алӑ парса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Э? — кӑмакари чугун чӳлмеке яма витререн шыв ӑсрӗ карчӑк.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

— Сулагаев пӑлханчӑк чун-чӗрине лӑплантарасшӑн пулса витререн сивӗ шыв ӑсса илчӗ те Таранов еннелле тайӑлчӗ:

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Витререн сивӗ шыв тумламӗсем сирпӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Ун хыҫҫӑн сасартӑк ҫумӑр витререн тӑкнӑ пек ҫума тытӑнчӗ, часах ҫырмасемпе кӳлӗсем тулса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Витререн типӗ турпас таткисем илсе хутӑм, вута вӗрсех чӗртрӗм те картишне тепӗр хут тухрӑм: ыран валли шыв кӳмелле, вутӑ кӗртмелле.

Куҫарса пулӑш

Арӑм ҫук // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 46–49 с.

Кӗҫех вӗсем, спичка йӗнни тата чӑлантан, витререн, ҫӑмарта илсе, кил хушшине тухаҫҫӗ, унтан хӑма витнӗ, хуҫалӑхра кирлӗ япаласем (ҫав шутра краҫҫын-бензин кӗленчисем те!) лартса тултарнӑ тип сарая кӗреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Майӗпен, хӑйне хӑй пуҫтаркаласа, пуҫне чӗтрете-чӗтрете (ку ӗнтӗ мучин ача чухнехи ӑс-тӑн чирӗ хӑварнӑ «тӑмха») ҫенӗке тухрӗ, куркапа витререн тӗпӗнче кӑна юлнӑ, хӗвел ҫинче ларнипе лӗпленсе кайнӑ шыв ӑсса илсе, пӗр-ик сыпкӑм лӑнкӑрт-лӑнкӑрт турӗ, унтан ҫенӗке, картлашка умне тухса тӑчӗ, чӗкеҫ тӑмӗ тӗслӗ пиҫиххисӗр кӗпине йӳле ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Витререн ывҫипе шыв ӑса-ӑса пичӗ ҫине сапрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сӑра ҫӗр витререн кая ан пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Асаилу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех