Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

витре сăмах пирĕн базăра пур.
витре (тĕпĕ: витре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта анлӑ сарӑлнӑ мотив тӗл пулать: паттӑр хӑйне вӗлерме шутланӑ усала тӗп тусан килтен тухса кайнӑ чухне икӗ катка (лутка, витре) лартса хӑварать: пӗри — пушӑ, тепри — кӑмрӑк тултарнӑскер.

Здесь типичный мотив такой: богатырь убивает злого духа, пытавшегося покончить с ним, а перед уходом из дома велит матери (младшей сестре) поступать таким образом —

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Часрах пӳрте кӗрсе кӑмакари кӑвар ҫине пӗр витре шыв чашлаттартӑм та пушар патне чупрӑм.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Ку ҫеҫ те мар: вӗсенчен пӗри, Энтрей, лутра (1 метр та 37 сантиметр), виҫ витре кӗрекен кӑрчама пички пек мӑн хырӑмлӑ ҫын; тепри, Унтрей, мӗн ҫуралнӑранпах сухари кӑна ҫисе пурӑннӑ пек ырхан, пӗвӗпе вара — чӑн-чӑн шалча: икӗ метр та икӗ сантиметр ҫурӑ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Вӑл та кӗсре патне витре йӑтса чупма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Хайхи Михал Михалч ҫав кӗсрене куҫран вӗҫертмесӗр сыхлама тытӑнчӗ: леш хӳрине ҫӗклет — Михал Михалч тӳрех витре тытса чупать.

Куҫарса пулӑш

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

«Шыв кӳрсе кил-ха» тетӗн те чипер таса чух — ҫӑмӑл шӑмшаклӑскер йӑпӑр-япӑр чупса кайса килет: мӗнле пӗр тумлам тӑкмасӑр чӑп тулли витре киле ҫитернинчен ҫеҫ тӗлӗнсе тӑратӑн…

Куҫарса пулӑш

9 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫурри ытла пушӑ витре, урана перӗнсе, ҫӗрлехи шӑплӑхра хӑрушшӑн чӑнкӑртатса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Укахви, ӗҫ кипкипех выртнӑскер, салтӑнса ӳкнӗ тутрине тӳшек ҫинче хыпаласа тупрӗ, хуллен ура ҫине тӑчӗ ее урайӗнче выртакан амӑшӗпе вуниккӗри йӑмӑкӗ урлӑ каҫса, ҫенӗке тухрӗ; алӑ сӗмӗпе витре шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫиллисем икӗ витре пысӑкӑш та пур-тӑр вӗсен.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Алевтина та юлашки ӗне патне витре йӑтса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Пушӑ витре илсе, ҫума ларчӗ те паҫӑрхи пекех ыйтма-тӗпчеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аля-Алевтина // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 386–391 с.

Вӗри шыв тултарнӑ витре пулсан, Пахом тытӗччӗ те чашлаттарӗччӗ ӑна ун ҫине.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Ҫак чӑнкӑ ҫулпа миҫе витре шыв йӑтса хӑпарнӑ-ши эсӗ, Александра Петровна?

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Унта вӑл милӗксемпе курӑк ҫыххисене чӑштӑртаттарса ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те алкум урайне темтепӗр пӑрахма тытӑнчӗ: кӑшкарсем, чӳпӗк тултарнӑ хутаҫ, ҫип ҫӑмхисем, кивӗ тумтир, шӑтӑк витре, тыткӑҫсӑр питлӗх.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Тӗрӗс калан, Якку, — терӗ те ӑна бригадир, пушаннӑ витре тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ун тӗпӗнче шыв чӗлтӗртетет, пӗчӗк витре, тутӑхса кайнӑскер, выртать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл тӑвалла утма пуҫласан кӳршӗсен хапха алӑкӗ чӗриклетсе уҫӑлчӗ те, урама пушӑ витре ҫӗкленӗ Хӗвекле кинеми хыпаланса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Вӑрмана канма е похода кайнӑ чухне пуртӑ, хуҫланакан кӗреҫепе витре илӗр.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмана пушартан упрар // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Ывӑлне тӑратас та килмест унӑн, ҫав вӑхӑтрах икерчине те вӗрилле ҫитерес килет… анчах лешӗ ӑна часах сисет: вӑр-вар сиксе тӑрать те, пусмаҫи карлӑкӗ ҫине пӗр витре сивӗ шыв илсе тухса, питне, мӑйне, хулӗсене ӗхлете-ӗхлете ҫӑвать.

Куҫарса пулӑш

Сунарҫӑ чунӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 116–122 с.

Ачасем 1964 ҫулта тата ҫакӑн пек кӗнекесем вулама пултараҫҫӗ: В. Элпин «Тӑрӑр вӑйӑ картине», В. Орловӑн «Икӗ ҫӑл куҫӗ», Н. Мишутинӑн «Как солнышко будили» (вырӑсла), Н. Яснопольскин «Икӗ тӗплӗ витре», Н. Ивановӑн «Пирӗн карап» т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех