Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

витре сăмах пирĕн базăра пур.
витре (тĕпĕ: витре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Киле йӗркепе палӑртнӑ пек, кӗҫӗн кинӗ Эля пусӑран ӑсса тулли витре шыв йӑтса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Алӑк патӗнче арестантка тутӑхса кайнӑ витре ларнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Венькӑна пӗчӗк хӗре астума хушса хӑварса витре илчӗ те ӗне патне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аллине пушӑ витре тытрӗ те Кузнецовсен еннелле утма тӑнӑччӗ, анчах та хирӗҫ килекен Ахванеҫ мучие курсан каялла ҫаврӑнчӗ, мӗншӗн тесен ӑна курни ним лайӑххине те пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Витре ҫинчи япалине Алӑ чиксе ан илӗр.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӳлӗмри сӗтел-пуканӗ те япӑх мар: хӑмаран тунӑ нар вырӑнне кунта улӑм тултарнӑ матраслӑ тата минтерлӗ чӗриклетекен кравать, шӑйрӑлса пӗтнӗ тумбочка, икӗ пукан, юнашар тутӑхнӑ витре лартнӑ, умывальник те пур.

Куҫарса пулӑш

Хута кӗрекен // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аллинче ун пӗр пушӑ витре чӑнкӑртаткаласа пырать.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кашни витре йӑтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх вӑйӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Ӗненес те килмест, — терӗм эпӗ Пӗчӗк принца, — кунта йӑлтах хатӗр: шӑлтӑрма та, витре те, пӑяв та…

— Как странно, — сказал я Маленькому принцу, — тут все приготовлено: и ворот, и ведро, и веревка…

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Малалла пыма йывӑр, тек-текех мотор ытлашши хӗрсе каять, радиаторти шыв вӗреме пуҫлать, вара шофер, аллине тутӑхса-лапчӑнса пӗтнӗ витре тытса, йывӑҫсем хушшинче пӗр-пӗр шурлӑх е ахаль шыв лупашки, е шыв тулнӑ фугас воронки шыраса чупкаласа ҫӳрет…

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Кукаҫей пӗр витре пыл йӑтса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сӗт тени вӑл витре ҫине чарлатса антӑр.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫарамасах тухнӑ Васса юр ҫине пӗр мӑшӑр витре лартрӗ, кӗвенте пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Витре илчӗ ӗнтӗ. Ӗне сусах кӗрет. Ахаль ҫеҫ тулашса выртатӑп эпӗ. Ӑшӑ сӗт ӗҫтересшӗн мана», — тутлӑн анасларӗ Тихон Иванович.

Куҫарса пулӑш

X сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тепри витре илсе шыв ӑсма кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

IX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ярса пусма та именмелле… — хӑрах урине ҫӳлелле ҫӗклесе, витре хума каймасӑр тӑчӗ Кирле.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кирле витре хӑлӑпне тӳрлетсе чылай аппаланчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тухса каять, — ҫӳлӗк ҫинчен ҫап-ҫутӑ витре илчӗ доярка.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Кирле пичче, ҫак витре хӑлӑпне юсаса пар-ха.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Арӑмӗ темле ывӑнса килсен те, хӑрах витре шыв ӑсса кӗрес ҫук вӑл.

Куҫарса пулӑш

V сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех