Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

виткӗҫне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хапха умӗнче Ермолай лава чарчӗ, виткӗҫне ҫапла каласа кӑштах уҫрӗ:

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Акӑ Фрези Грант хунар виткӗҫне шаклаттарса хупрӗ, ӑна пирӗн хушша лартрӗ те пӗркенчӗкне сирчӗ.

Тогда Фрези Грант захлопнула крышку фонаря, поставила его между нами и сбросила покрывало.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Пӗри сивӗтмӗшӗн тимӗр пӑрӑхне пӗтӗм вӑйран вӗрет, тепри пӑхӑр чарана чӑмӑрӗпе шанлаттарать, виҫҫӗмӗшӗ хуран виткӗҫне тытнӑ та — ӑна камин турчкипе ҫӗмӗрме хӑтланать.

Один дул что есть мочи в железную трубку от холодильника, другой бил кулаком в медный таз, третий, схватив крышку от котла, пытался сломать ее каминной кочергой.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 331–337 с.

Пӗр-пӗччен тӗмсӗлекен хунар ҫути тӗттӗмре чӗптӗм хушӑк хӑвармасӑр питӗрнӗ трюм виткӗҫне, бортсене тата винтӑн аял пайне уҫӑмлӑн кӑтартать.

Свет забытого фонаря выдвигал из тьмы наглухо задраенный люк трюма, борта и нижнюю часть вант.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Улӑх хӗрринчи тӳпере ҫӳлӗ мар утӑ капанӗ ларать; унӑн тӑррин виткӗҫне илсе пӑрахнӑ.

На краю лужка на холме стоял невысокий стог сена с вынутым стожаром.

4. «Калта» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Том супӑнь пӗҫермелли хуран патне кайса унтан хуран виткӗҫне хирсе уҫмалли тимӗре илсе килчӗ, ҫавӑнпа хайӑрса, ҫӑра ҫакмалли тимӗр хӑлӑпа кӑларчӗ.

Том пошел к котлу для варки мыла, поискал там и принес железную штуку, которой поднимают крышку котла; он взял ее и выломал один пробой у двери.

Вӑтӑр тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Пӑхӑр-ха, пӑхӑр-ха кунта, мӗн илсе килтӗм эп сире валли!» терӗ те асатте, хуран виткӗҫне уҫса кӑтартрӗ.

Посмотрите-ка, посмотрите сюда, что я вам принес! — сказал дед и открыл котел.

Тухатнӑ вырӑн // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ҫӑрттан Мучи, хӑйӗн ватӑлла тирпейсӗрлӗхне пула, каҫхине пуссӑн виткӗҫне хупмасӑр хӑварнӑ пулнӑ, йытӑсем урса кайса хӑваланипе сехри хӑпнӑ ватӑ качака таки пусӑ урлӑ сикнӗ, анчах ватӑ чӗрнисем шуса кайнӑ курӑнать: вӑл аялалла персе аннӑ та путса вилнӗ.

Створка, прикрывавшая устье колодца, по стариковской небрежности деда Щукаря была не прикрыта с вечера, старый козел, напуганный собаками, их злой погоней, прыгнул через колодец и — видно, скользнули старые копыта — сорвался вниз и утонул.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

41. Лешӗ ҫавӑнтах виткӗҫне сирнӗ те, патша вӑл пророксенчен пӗри иккенне ӑнкарса илнӗ.

41. Он тотчас снял покрывало с глаз своих, и узнал его царь, что он из пророков.

3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех