Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

весласемпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Авал тинӗссем ҫинче пӗчӗкҫӗ йывӑҫ кимӗсемпе ҫӳренӗ, вӑл кимӗсене парус карса, е весласемпе ҫӳреттернӗ.

В древности по морям плавали на небольших деревянных кораблях, которые двигались веслами или парусами.

Авал ҫынсем ҫӗре мӗнле тесе шутланӑ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Сильвер хушнӑ тӑрӑх, эпир хамӑр вӑйсене упрарӑмӑр, весласемпе те ытлашши вӑйлӑн ишмерӗмӗр, чылай вӑхӑт хушши пынӑ хыҫҫӑн ҫеҫ Подзорная Труба тӑвӑн вӑрманлӑ енне юхса тухакан иккӗмӗш ҫырма пуҫне антӑмӑр.

По указанию Сильвера мы берегли силы, не очень налегали на весла и после долгого плавания высадились в устье второй реки, той самой, которая протекает по лесистому склону Подзорной Трубы.

XXXI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Пирӗн весласемпе тата вӑтӑр-хӗрӗх хутчен ҫеҫ сулса илмелле!

Нам оставалось каких-нибудь тридцать-сорок раз взмахнуть веслами,

XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Весласемпе хытӑрах ишме май пулмӗ-ши? — терӗм эпӗ.

Нельзя ли приналечь на весла?

XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Эпӗ руле тытса пытӑм, капитанпа Редрэт, ывӑнма ӗлкӗрейменскерсем, весласемпе ишсе пычӗҫ.

Я сидел за рулем, а капитан и Редрут, не успевшие еще устать, гребли.

XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Ҫил пулманнипе, пире шлюпкӑсене антарса, шкунӑна виҫ-тӑватӑ мил хушши весласемпе ишсе сӗтӗрсе кайма, мыс тавра ҫавӑрса ӑна Скелет Утравӗ хыҫӗнчи тӑвӑр пролива илсе кӗме тиврӗ.

Так как ветра не было, нам пришлось спустить шлюпки, проверповать шхуну три или четыре мили, обогнуть мыс и ввести ее в узкий пролив за Островом Скелета.

XIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Вӗсем кимӗне ҫыран хӗрринчен тӗртсе ячӗҫ те кӗсменӗсемпе (весласемпе) авӑсма тытӑнчӗҫ.

Они отчалили и ударили в весла.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех