Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ватӑрах (тĕпĕ: ватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ӑна яланах пурӑнса ирттернӗ ҫулсенчен килет тенӗ, ав вӑрманти йывӑҫ мӗн чухлӗ ватӑрах, ун хуппине сырса илнӗ кӑтра мӑк-тӑлӑм ҫавӑн чухлӗ кӑвакрах.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пурне те ирӗке ямалла-и? — терӗ пӗр ватӑрах казакӗ типнӗ пулӑ ҫисе ларакан мӑнтӑр дьяк умне сатуррӑн пырса тӑрса.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Шел хан утлӑ ҫарӗн пуҫлӑхне, шел, — калаҫрӗ пӗр ватӑрах стрелецӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акӑ Иван Васильевич, вӑрӑмскер, кӑшт ватӑрах сӑнлӑскер, малалла хыттӑн туртӑнса ура ҫине тӑчӗ, Петр Семенович Серебряный умне пырса ик аллине те ун хул пуҫҫийӗсем ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Пӗттӗрех, ҫавӑ чух ӑна, — терӗ ҫӗтӗк сӑхман тӑхӑннӑ ватӑрах хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

— Ӗҫме ытла юратать! — хушса хучӗ ватӑрах хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ӑнланса та юлаймарӗ — хан ӗҫӗ пулчӗ-и ку е Булат Ширин хӗрхенчӗ ӑна ватӑрах тесе.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тукай мӑрса ял ҫуннине малтан хӑйӗн ҫурчӗ айккинчи сӑртлӑ вырӑнтан ҫеҫ пӑхса тӑчӗ, анчах юлашкинчен тӳсеймерӗ, вутран хӑраман ватӑрах лашине утланса пӗчченех Анаткасалла анса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ҫармӑссем те пур, — сасӑ пачӗ унпа юнашар выртакан ватӑрах ҫын.

Куҫарса пулӑш

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ватӑрах нукер анса йӗре тӗрӗслерӗ те каларӗ:

Куҫарса пулӑш

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Пӗр ватӑрах кӑпчак кӑна, ҫар ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ, Эдей-нойона хисеплесе вӑл каланӑ сӑмахсене ҫемҫетес тесе, йӑвашшӑн каларӗ:

Куҫарса пулӑш

1236 ҫ. Пӑлхар шӑпи камра? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Рак чирӗ ватӑрах ҫынсем хушшинче ытларах пулать.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑлӑх туртӑмӗ вӑрансан // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Чӑвашах-ши е вырӑс ачи? — тутӑр вӗҫӗпе куҫне шӑлкаларӗ ватӑрах хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

«Унгвентум кизи мази» // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Вӑл сан тусу-и? — терӗ ватӑрах иҫникӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Юмӑҫпа алманчӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Илме тивӗҫлӗ мар пек, — сӑмах хушрӗ тепӗр ватӑрах тӗкерҫи.

Куҫарса пулӑш

14. Яхуте шӑпи // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ак ку (Булат Ширин хӗрлӗ сухаллӑ ватӑрах ҫын ҫине кӑтартрӗ) куназ-дипломат Айдулла, ак ку (вӑл ҫамрӑк ҫын ҫине пӳрнипе тӗллерӗ) — куназ Ибрагим, бакшей Бозекӑн чи лайӑх вӗренекенӗ.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кусем Горбатый кӗрӳшне леҫме килнӗ йӗкӗтсем пулма тивӗҫ, — ӑнлантарчӗ хӑйӗн пуҫлӑхне пӗр ватӑрах дружинникӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ватӑрах хӗрарӑмсем картпа юмӑҫ яма тапратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ватӑрах матрос, урса кайнӑ ҫынсене чарас тесе, наганне тытса ҫӳлелле печӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗлместӗп: хӑшӗ ватӑрах — вӑл-и е унӑн туйи-и?

Не знаю, кто старше — он или его трость.

XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех