Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ватникпе (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Коломийцев архитектор хӗрӗ — ватникпе!

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Ухмах, тӑнсӑр хӗрача, ватникпе, резина атӑпа ҫӳремелле пулать санӑн.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл калаҫма чарӑнчӗ, ватникпе чӗркенӗ урине лайӑхрах хуҫлатса, Батманов ҫине ҫаплах тимлӗн пӑхса ларчӗ.

Он замолчал, продолжая пристально смотреть на Батманова и поджимая закутанные ватником ноги.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Тумӗсем вӗсен пӗр пек мар: хӑшӗ ватникпе, теприсем пальто тӑхӑннӑ, шинеллисем те пур.

Одеты они были пестро: в ватники, пальто, шинели.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Вӗсем хыҫҫӑнах пӳлӗме Чернецова, кӑвак тӗслӗ ҫӗнӗ ватникпе атӑ тӑхӑннӑскер, кӗрсе тачӗ.

Вслед за ними на пороге появилась Чернецова, одетая в новый синий ватник и кирзовые сапоги.

Улттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Вырӑнти пуйӑс кайиччен — Приреченски района Константин унпа ҫитме шутларӗ — вӑл обкомра пулчӗ, пасарта ӗннӗ ҫӑм шӑрши кӗрекен ҫӗнӗ кӑҫатӑ, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ алса туянчӗ, магазинта ӑшӑ ватникпе брюки илчӗ, вӗсене ҫавӑнтах пальто айӗнчен тӑхӑнса лартса, хӑй тӑруках тачкарах пек курӑнчӗ, мӑранланчӗ.

До отхода местного поезда, которым Константин собирался добраться в Приреченский район, он побывал в обкоме, купил на рынке новые, пахнувшие паленой шерстью валенки, мягкие вязаные носки, рукавицы на собачьем меху, в магазине приобрел добротную стеганку, брюки и тут же надел их под демисезонное пальто, сразу став солиднее и медлительнее в движениях.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ватникпе Дарья Семеновна кӗрнекрех те тачкарах курӑнать, анчах хӑй вӑрт-варт кӑна кускалать: хурӑн пуленкинчен хуппине ҫатӑртаттарса сӳсе илчӗ, ӑна пӗтӗрӗнсе ларнӑскере, кӑмакана хучӗ, малтанах хатӗрленӗ сухӑрлӑ турпассене пӑрахрӗ, шӑрпӑк чӑрлаттарчӗ те, вутӑ тӑрӑх ҫулӑм вӗлтӗртетсе кайрӗ; шурӑ кафель ҫине ӑшӑ кӗрен ҫутӑ ӳкрӗ.

В стеганке она выглядела крупнее и толще, но двигалась проворно: с треском отодрала от березового чурбачка бересту, положила ее трубочкой в печку, набросала припасенных заранее смолистых щепок, чиркнула спичкой, и юркий огонек забегал по дровам; теплый розовый отблеск упал на белый кафель.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑй вӑл старикле кӑшт курпунтарах, ҫӗтӗк ватникпе хӑмӑр чуссӑнкки тӑхӑннӑ, нихҫан та тураман, лапсӑркка пуҫӗнче темскер ҫӗлӗк пекскер ларать.

Был он по-стариковски сутуловат, в драном ватнике и рыжих валенках с галошами, на лохматой, вечно не чесанной голове его торчало какое-то подобие шапки.

13 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ватникпе шлем тӑхӑннӑ танкист люк ӑшӗнчен тухса: — Эй, пехота лар! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Танкист в ватнике и шлеме, поднявшись над люком, крикнул: — Эй, пехота, садись!

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Дятлова ватникпе тата шинельпе витсен, Андрей тӑчӗ те хӑвӑрт пӳртрен тухса кайрӗ.

Накрыв Дятлова ватником и шинелью, Андрей поднялся и быстро вышел из избы.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Вӑл икӗ хурӑн шертӗ хушшинче — наҫилкка ҫинче выртать, мӑйӗ таранах ватникпе тата шинельпе витӗннӗ.

Он лежал на носилках между двумя березовыми жердями, закрытый до шеи ватником и шинелью.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех