Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

васкамасӑр (тĕпĕ: васка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвел васкамасӑр анӑҫалла шӑвать.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пуҫларӗ вара пирӗн Катя сӗте яланхи пекех типтерлӗн, васкамасӑр лаккама…

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

«Сталин», микрофон умӗнче калаҫакан ҫын самантрах «хура кӗпине шуррипе улӑштарса тӑхӑннипе» тӗлӗнсе куҫ сиктермесӗр пӑхса тӑнӑскер, пуҫне пӑркаласа илчӗ, вара, кӑмӑлӗ авӑна-авӑна хуҫӑлнӑ пек мӑраннӑн сулахаялла ҫаврӑнчӗ те васкамасӑр малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ак ӗнтӗ Алендеев малтанхиллех пуҫне яшт! каҫӑртрӗ те, йӳлекеллӗн елпӗрсе, васкамасӑр, ытла та асӑрханса, хӗсӗнсе-пӑркӑчланса, хистенме пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

«Сталин» васкамасӑр, ҫав-ҫавах малалла ӳпӗнерех, тигр пек ҫемҫен пускаласа утать.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Ҫакна курса, атте васкамасӑр пирӗн паталла хускалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫакна курсан, Микиш, юнӑхса ларнӑ питне-куҫне, шӑйрӑк тутине пӗркелесе, шӑлне ҫыртса вырӑнӗнчен тӑчӗ те ман пата мӑштӑр-мӑштӑр уткаласа пычӗ, вара васкамасӑр ман ума чӗркуҫленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Эпӗ, уҫҫи-хупписӗр шухӑша ӳксе, васкамасӑр, ерипе ҫӑва еннелле утрӑм.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Вара, хӑй те сӗтел хушшине ларса, эрехе васкамасӑр виркӗс стакансене пайласа яма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Тӗл-тӗл вир, тӗл-тӗл куккурус пӗрчисем евӗр мӗлт-мӗлт ҫӑлтӑрсем тапса тухнӑ шупка тӳпере кӳпшеке, епренчӗк лап уйӑх, куҫне йӗкӗлтевлӗн хӗсе-хӗсе, шӑши ҫутине сӑрхӑнтарса, хӑй ҫулӗпе васкамасӑр, йӑпӑштӑн-йӑпӑштӑн юртать.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Вӑл васкамасӑр ура ҫинӗ тӑчӗ, кӗхле-кӗхле тӳмесӗр кӑвак кӗпине, хӑмӑрпа тумхаланнӑ кивӗ хура пиншакне тӑхӑнчӗ, вара хавшак ҫунакан ҫурта пек мӗлт-мӗлт мӗлтлетекен ыйтуллӑ-тавлӑ куҫӗпе хӑйне сиплекен куҫне «солидол сӗрме» пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Татьяна Николаевна ӗҫе васкамасӑр, тимлӗн, тулли кӑмӑлпа вулама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ытти пӗрхӗмсемпе тӑванла ытамлашса, чӑмӑртанса, хӑй виҫине тулса хӑпарса, хӑйне кукӑр-макӑр ҫул хывса, пӗрре сике-сике, тепре васкамасӑр, йӑрӑлтатса, ярӑмласа юхса анать вӑл дебаркадер кӑшкарӗ тӑрӑх.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

«Шурӑ пӑнчӑ», ҫемҫе курӑк ҫине хырӑмӗпех тӑсӑлса выртса, апата васкамасӑр, пӗчӗккӗн ҫырта-ҫырта, типтерлӗн илтерет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ӑнланчӗ-ши вӑл ман сӑмахсене, ҫук-ши, пӗлместӗп, анчах халӗ мана самаях хӑй куҫӗсен ытамӗнче тытса тӑчӗ, унтан мӑтӑк хӳрипе ик-виҫӗ хут лӗп варкӑшпа палӑри-палӑрми хускалкалакан ӑвӑс ҫулҫи пек мӑран вылятса илчӗ, вара, хӑлхине вырттарса, хӑйне хӑй «ҫӗнкелесе», васкамасӑр ман паталла ҫывхарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кукленсе-пӗшкӗнсе лартӑм та сылтӑм алӑпа, такама ҫурӑмӗнчен ачашланӑ пек туса, васкамасӑр выляткаласа илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ кӗпене ун ҫӑварӗнчен васкамасӑр асӑрханса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Васкамасӑр хывӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӑл каллех кавара килмерӗ: вырӑнтан хускалчӗ те васкамасӑр, пуҫне пӗшкӗртсе ҫуртсен хушшинелле мӑкӑлтатрӗ…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Мӗн кушакпа шӑши вӑййине вылять ку йытӑ манпала? -кӑмӑлсӑрлантӑм эпӗ, час вӗриленекенскер, вара, тӑркаласан, васкамасӑр хӑна ҫуртне кӗрсе ҫухалтӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех