Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

васкакан (тĕпĕ: васка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Но-о! — хӑвалать лашана таҫта васкакан хуҫи.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӳречесӗр вакунсене мӗн тиенине те, анӑҫалла васкакан пысӑк платформӑсем ҫинче сарлака шӑналӑкпа карнӑ япаласем мӗн иккенне те пӗлеймесӗрех тӑрса юлчӗ Хумкка.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӑл патне васкакан хӗрарӑмсен пушӑ витрисем чӑнкӑртатни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Умра — хумлӑн-хумлӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр юхакан, ҫӗр-ҫӗр хулапа яла шывпа тивӗҫтерекен, пӑрахут та кимӗсене «ҫӗклесе ҫӳрекен», ҫынсене пурлӑх та телей, илем те вӑй-хал кӳрекен-паракан, виҫсе илейми инҫӗше васкакан Атӑл!

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Ун чухне те пӑч-тӗттӗмччӗ, шыв шавларӗ, ҫилӗ вӗрчӗ, Завьялов тӗттӗмре курӑнман пристане васкакан ҫынсем хӗстерсе хунипе ним хускалмасӑр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Аварие курнӑ ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх пушар сӳнтерме васкакан машинӑн сирени вӑл вӑхӑтра ӗҫленӗ.

По рассказам очевидцев аварии, сирена на пожарной машине во время происшествия была включена.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пушар сӳнтерме тухнӑ машина пӑтӑрмаха лекнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35648.html

Паян кӑнтӑрла хыҫҫӑн пушар сӳнтерме васкакан машина аварие ҫакланнӑ.

Сегодня после полудня машина, спешившая на тушение пожара, попала в аварию.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пушар сӳнтерме тухнӑ машина пӑтӑрмаха лекнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35648.html

Хӑш вырӑнта чашкӑртса пырать-ши ӑна киле илсе ҫитерме васкакан пуйӑс?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

«Аслӑ урампа» унталла-кунталла васкакан машинӑсенчен пӗри, бетон плитасем тиенӗ МАЗ, диспетчер пӳрчӗ умне пӑрӑнса кӗрсе чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Патвар йывӑҫсем — хӑватлӑран та хӑватлӑ машинӑсем, ҫӗршывӑн тӗрлӗ завочӗсенчен тухнӑ, халь вара таҫти ҫул ҫинче те ҫапла васкакан, хӑйсем васканӑ май пурнӑҫ таппине васкатакан тӗрлӗрен тӗрлӗ машинӑсем, тӗрӗсрех каласан, пурнӑҫ таппи хӑй хистенӗрен васкакан машинӑсем.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Редакторӗ вӑл пирӗн, епле калас, айӑплӑ ҫынна та айӑплама васкакан марччӗ-ха.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑл хапхан кӗҫӗн алӑкне уҫсан урамалла васкакан хӗрарӑма ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӗмӗрхи юмансем пӗлӗтелле туртӑнаҫҫӗ, хӑйсен тӑррисемпе таҫталла васкакан пӗлӗтсене перӗнесшӗн пек.

Куҫарса пулӑш

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Леш ун патнелле васкакан юланутҫӑсем сиктерсе ҫитрӗҫ, тӑпах чарӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Аркадий палт! каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ — ак телей: юнашарах шуйхӑннӑ, инкеклӗ вырӑнтан хӑвӑртрах аяккалла тарса ӳкме васкакан хумсем ҫинче вӗр-ҫӗнӗ, кӑвак сӑрӑпа сӑрланӑ кимӗ пуҫне ухкалать, унта ҫирӗп хул-ҫурӑмлӑ, кӗре сӑн-питлӗ, шалпар кӑвак спорт костюмне тӑхӑннӑ чух арҫын тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Полинана, темле вӑрттӑнлӑх пӗлме васкакан ӑшӑ куҫӗсене Ула Тимӗр ҫине те ырӑ сунӑмлӑн, ҫепӗҫ кулӑ витӗр ывӑткаласа, тӗрлӗ платьеллӗ хӗртантӑшӗсем кӑпӑр сӑрса илчӗҫ те унпа тем пӑшӑл пӑтти пӗҫерме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ав, ҫӗнӗ мастер пачах та урӑх сывлӑшпа сывлать пулас, — рабочисем патне васкакан Ревлен Петровича темӗнле ӑмсанса пӑхса юлчӗ Владимир Сергеевич.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Хирӗҫ килекен пуйӑса кӗтсе кунта чылаях тӑхтамалла, анчах «пассажир» текенни яланах васкакан халах: пуйӑс чарӑннӑ-чарӑнманах пирӗн вакуна вунӑ-вуникӗ ҫын кӗрсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑчкӑ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 111–112 с.

— Эпӗ васкакан арӑмӗнчен савӑнман текен шухӑша асра тытса пурӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Васкакан арӑмӗнчен савӑн-ман, теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех