Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Иисус тата Иордан варрине, [Ҫӳлхуҫа] саккунӗн арчине ҫӗклесе пыракан священниксем тӑнӑ вырӑна, [тепӗр] вуникӗ чул купаласа хунӑ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Иисус Израиль ывӑлӗсем хушшинчен вуникӗ ҫын — кашни йӑхран пӗрер ҫын — чӗнсе илнӗ те 5. каланӑ вӗсене: хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр саккунӗн арчи умне, Иордан варрине кӗрӗр те [ҫавӑнтан] йӑхсерен пӗрер чул — Израиль йӑхӗсен шучӗпе вуникӗ чул [илсе] — хулпуҫҫи ҫине хурӑр: 6. вӗсем сирӗн аса илтерекен паллӑ пулччӑр, [ялан ҫакӑнта выртчӑр]; ӳлӗм ывӑлӑрсем хӑвӑртан: «Мӗнле чулсем кусем?» тесе ыйтсассӑн, 7. вӗсене ҫапла калӑр: «[Пӗтӗм ҫӗр] Ҫӳлхуҫи саккунӗн арчи умӗнче Иордан шывӗ икке уйӑрӑлса тӑнӑ; вӑл Иордан урлӑ каҫнӑ чухне шыв икке уйӑрӑлса тӑнӑ, ку чулсене ҫавна асӑнмалӑх хунӑ» тейӗр; ҫапла вара ҫак чулсем Израиль ывӑлӗсемшӗн ӗмӗрӗпе астутарса тӑракан палӑк пулӗҫ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак Манӑн сӑмахӑмсене хӑвӑр чӗрӗр варрине, хӑвӑр чунӑр варрине хывӑр, вӗсене эсир астутаракан паллӑ пек курӑнса тӑмашкӑн хӑвӑр аллӑр ҫумне ҫыхӑр, вӗсем сирӗн ҫамкӑра ҫыхмалли хӑю пулччӑр; 19. вӗсене хӑвӑр ывӑлӑрсене вӗрентӗр, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та кала-кала кӑтарт; 20. вӗсене хӑвӑн ҫуртун алӑк сулли ҫине, хапху ҫине ҫырса хур; 21. тӳпе ҫӗр тӗлӗнче мӗн ӗмӗр тӑрӗ, сирӗн кунҫулӑр та, сирӗн ачӑрсен кунҫулӗ те Ҫӳлхуҫа хӑвӑр аҫӑрсене тупа туса пама пулнӑ ҫӗр ҫинче ҫавӑн чухлӗ вӑрӑма пыччӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Тата ефодпа тӑхӑнмашкӑн пӗтӗмпех сенкер ҫӑмран тӗртнӗ ҫиелти риза тунӑ, 23. ҫиелти риза варрине ана тунӑ, ҫухи ан ҫуркалантӑр тесе ун тавра пир хӑю тытса ҫавӑрнӑ; 24. ҫиелти риза арки вӗҫне вӗсем сенкер, хӗрхӗлтӗм тата йӑм хӗрлӗ ҫӑмран нар улмисем туса ҫакса тухнӑ; 25. таса ылтӑнран шӑнкӑравсем тунӑ та шӑнкӑравӗсене ҫиелти риза арки тавра улмасем хушшине ҫакса тухнӑ; 26. Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пекех, кӗлӗ тунӑ чухне тӑхӑнмалли ҫиелти риза арки тавра шӑнкӑрав та улма, шӑнкӑрав та улма пулнӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Моисей, пӗлӗт варрине кӗрсе, ту ҫине улӑхнӑ; Моисей ту ҫинче хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ пулнӑ.18. Моисей вступил в средину облака и взошел на гору; и был Моисей на горе сорок дней и сорок ночей.
Тух 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Египет ҫыннисем вӗсене хӑвала пуҫланӑ, фараонӑн учӗсем, ҫар ураписем, юланутҫисем вӗсем хыҫҫӑн тинӗс варрине кӗрсе кайнӑ.
Тух 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.