Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

варрине (тĕпĕ: варри) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Халь вӑл тур ҫырлахтӑрах тесе ури ҫине сиксе тӑчӗ, шӗвӗр кӗлеллӗ пушмакӗпе урай хӑмине шӑтарасла танклаттарса пӳлӗм варрине вӑркӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Урам варрине ҫитерехпе «Пирӗн урам анаталла» юррӑн кӗввине тӑсса ячӗ, ҫурма сасӑпа юрлама тытӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Вулакан кирек мӗн ҫинчен пӗлтернине те чӗре варрине илмелле, тӗрӗс хак пама тӑрӑшмалла.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Изамбаев ҫунса пӗтнӗ пирусне ҫул варрине пӑрахрӗ те кӑҫатӑ тӗпӗпе ӑна ҫӗтӗлсе пӗтичченех таптарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Апли апла та, анчах Альбина Илюша ташлама пӗлнӗшӗнех чӗре варрине вырнаҫтармарӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Ушкӑн варрине пӗр ҫамрӑк тухса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксен каҫӗ // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 74-85 с.

Ҫара уран ташӑҫ ялт! сикрӗ те… кӑвар варрине, ҫулӑм ҫине, ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫынна кура — хисепӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк кӗтмен ҫӗртен таҫтан лап варрине тем пысӑкӑш хӗрлӗ йытӑ сиксе тухрӗ те ним вӗрмесӗр-тумасӑр салтаксем еннелле ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗ пӗтни // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑрман варрине юлас ҫук ӗнтӗ халь.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗнче пӗтессе, — мӑкӑртатрӗ урам варрине тухнӑ салтаксене ертсе пыракан капрал, ӑна хӗр-полковник ҫыннисенчен тахӑшӗ хулӗнчен хӗҫпе лектерсе хӑварнӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсен хӳттипе урам варрине юлнисем ҫар йӗркине йӗркеленсе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара, картиш варрине, мальеннелле чӗркуҫленсе ларчӗ те Ҫӳлти Турра, Пӳлӗхҫе, Хайпӳрене асӑнса, Укаслӑва сыхлама, каялла таврӑнса килме ыйтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ыр ут хыҫҫӑн пин ут шыв ӗҫет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун варрине шурсухалсем вут чӗртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсене уй варрине туса лартнӑ пӗчӗк хапха патне йӑтса пычӗҫ те ҫӗнӗ вут кӑларма хатӗрлемешкӗн тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫутӑ хӗвел ҫак тертлӗ Чӑваш ҫӗрӗнчи сӗм вӑрман варрине вырнаҫнӑ пӗчӗк ҫӗрпӳрте те, ун ҫумӗнчи тимрӗҫ лаҫҫине те манса хӑвармарӗ.

Куҫарса пулӑш

Элчӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Атьӑр, халех ӑна пӗве варрине илсе каяр.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑра урай варрине сурӑх путекки чупса тухрӗ те тӑп чарӑнчӗ, хуҫи куҫӗнчен тинкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Киремет парне ыйтать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӗпри лаша тӗпретет, Ҫул варрине ҫӗмӗрет, Икӗ пичев пӗр пекех Ҫул чаваҫҫӗ сиккипех…

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Мин вӑл ҫамка варрине тухакан вӗтӗ хӗрлӗ шатра.

Куҫарса пулӑш

Ҫул // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫил вӑйлӑ, чечексем сулланса тайӑлаҫҫӗ, тӗкӗлтура ҫапах та чечек варрине тупать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлтӑр чечекпе утмӑлтурат // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех