Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

валли сăмах пирĕн базăра пур.
валли (тĕпĕ: валли) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл парне — Арҫук валли чӗн пиҫиххи, Марине валли хӑмачӑ тутӑр илсе килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Вӑл декламаципе художествӑлла пултарулӑх кружокӗ тӑвасси, вара ку кружок шкулта вӗренекенсем валли ҫеҫ мар, хулари рабочисем валли те лайӑх пьесӑсем лартса пама пултарасси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Чтобы объявить о создании кружка декламации и художественной самодеятельности, который сможет поставить серьезную пьесу не только для школы, но и для рабочих города.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хамӑрӑн тавар туса кӑларакансене вӗсен продукцийӗн пахалӑхне шалти тавар туянакан валли те, экспорт валли те ҫирӗплетсе панӑ чухне пулӑшса пырассине ӳстерсе пымалли майсем пур.

Тем не менее у нас есть потенциал для наращивания возможностей сопровождения наших товаропроизводителей при подтверждении качества их продукции как для внутреннего потребления, так и для экспорта.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Кашни муниципаллӑ пӗрлӗхех ҫитес виҫӗ ҫул валли тӗп инвестици проекчӗсен портфельне ҫӗнетни, вӗсем валли «хатӗрлесе ҫитернӗ» ҫӗр лаптӑкӗсем йӗркелени уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.

Крайне важно каждому муниципальному образованию обновить портфель якорных инвестиционных проектов на ближайшие 3 года, сформировав для них земельные участки «под ключ».

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2023 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

— Ман арӑм вӑл шиккарнӑ пурӑнать-ха, вӑт эпӗ ун валли лайӑх ӗҫ ниҫта тупаймастӑп, совхоз директорӗн арӑмне, ман шутпа, пысӑк шалуллӑ должность кирлӗ, халь вӑл йӑла ҫуртӗнче кунӗн-ҫӗрӗн ача-пӑча валли труссисем ҫӗлет.

Куҫарса пулӑш

Алла — алӑ ҫӑвать // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 39–41 с.

Тепӗр самантран Ивановпа Пазухин, хӑпӑл-хапӑл тумланса, картишне чупса тухрӗҫ, Григорьевсем валли пар лаша кӳлчӗҫ, пӗкӗрен шӑнкӑрав ҫакрӗҫ, хӑйсем валли тата тепӗр лаша кӳлсе тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Суту-илӳ ҫак «таса турӑ ҫуртӗнче» те пӗр-пӗр Кавал, Выл е Энтри пасарӗнчи пекех: ҫӳхе кӗсъеллисем валли — таса мар ӑвӑсран е яшка ҫӑвӗнчен тунӑ ҫинҫешке пӗчӗк ҫур-та, хулӑн кӗсъеллисем валли – пуҫ пӳрнерен те хулӑн, вӑрӑм, витӗр курӑнакан ҫурта.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Килте пӗччен юлас мар тесе, вӑл, малтанхи пекех, комсомолкӑсемпе пӗрле килӗрен киле ҫӳресе ҫар валли ӑшӑ тумтирсем, оборона фондне валли укҫа пухрӗ, госпитале, аманнӑ салтаксем патне, кӗнекесем илсе кайма та манмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Рита ӑна фронт валли килӗрен ӑшӑ тумтирсем, бронепоезд валли укҫа пухма илсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Колхоз валли те, шкул валли те, киле те турттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 108–110 с.

Ачасене валли те ашшӗ-амӑшӗсене валли те пӗр тан хӑтлӑ условисем пулсан аван.

Будет отлично, если и для детей и для родителей будут созданы равные комфортные условия.

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Ашшӗ-амӑшӗ тенин, кирек камӑн та, хӗре валли качча, каччӑ валли хӗр сӑнаса хуни пурах ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Сана валли, ывӑлӑм, сана валли.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш лавсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пирӗн валли те, вӗсем валли те ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Паян Сахарӑн питӗ кирлӗ ыйтусемпе калаҫмалла: мулла валли — ҫурт, халӑха валли мечӗт лартмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкар пулсан — ҫын пурӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӑҫал выльӑх-чӗрлӗхсене валли пурӗ регионта ҫӗнӗ 10 объект хута янӑ, пӗтӗмпе 5000 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх валли паянхи пурнӑҫ таппипе тӳр килсе тӑракан фермӑсем хӑпартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре сӗт-ҫу тавар фермине уҫнӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/19/chav ... rmine-ucna

— Сан валли, сан валли, нуратдин.

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ял халӑхӗ валли, ман валли мӗнле ырӑ хыпар илсе килтӗн-ха Кӑрмӑшран?

Куҫарса пулӑш

13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Воротынский воевода хӑйне валли темиҫе пӳлӗмлӗ вӑрӑм ҫурт ларттарнӑ, аслӑ князь валли те уйрӑм ҫурт тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кашни валлиех ӗҫ пур темиҫе эрнене тӑсӑлакан шавлӑ курбан байрамра: пӗрин халӑха йыхӑрса ҫӗлӗк ҫавӑрмалла, хӑйне мӗн хушнине кӑшкӑрса ҫӳремелле, теприн купӑс каламалла е параппан ҫапмалла; пӗрин типнӗ пулӑ е пусма-тавар сутмалла, теприн чаплӑ тумланса хӗр пӑхса ҫӳремелле; пӗрин чӑм шыва ӳксе Казанка хӗрринче сутуҫсен япалисене пушатмалла, теприн ӑшша пиҫнӗ ҫынсем валли шерпет сутмалла; пӗрин ӗҫсе ӳсӗрӗлсе пылчӑк ӑшӗнче йӑваланса выртмалла, теприн ҫав вӑхӑтра ыттисен кӗсйине якатмалла; пӗрин килтен тарнӑ тарҫине шыраса ҫӳремелле, теприн пӗр-пӗр кӗтесре юмӑҫ пӑхмалла, ыран вилес ҫынсене чир иртсе каяссипе, лашине ҫухатнӑ ҫынна вӑл тупӑнассипе савӑнтармалла.

Куҫарса пулӑш

5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех