Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

больницӑри (тĕпĕ: больница) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем больницӑри ӗҫ-пуҫран, службӑра тӗл пулакан кӑлтӑксем пирки шухӑшлассинчен хӑтараҫҫӗ, кӑмӑла лӑплантараҫҫӗ.

Отвлекали от больничных забот, глушили думы о служебных неурядицах, успокаивали нервы.

1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вӑл влаҫа, вӑрҫа, хӑйӗн шӑпине, больницӑри апат-ҫимӗҫе, повара, тухтӑрсене вӑрҫнӑ, — ун ҫивӗч чӗлхи ҫине мӗн пырса лекет, вӑл пурне те вӑрҫса тӑкать.

Ругал власть, войну, участь свою, больничный стол, повара, докторов — все, что попадало на острый его язык.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑш-пӗр чух сиделка ирсерен пырса форточкӑна уҫсан, больницӑри кичем шӑплӑха Мускаври хаваслӑ шавпа пӗрле урамран ҫурхи таса та нӳрлӗ сывлӑш пырса кӗретчӗ.

Произошло что-то подобное тому, что бывало по утрам, когда сиделка открывала форточку и в нудную больничную тишину вместе с веселым шумом улиц врывался свежий и влажный воздух ранней московской весны.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Ильнара Патӑрьелӗнчи больницӑри васкавлӑ пулӑшу уйрӑмӗнче медсестрара тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре – 40 ҫул ытла // Н.КАЛАШНИКОВА. Каҫал ен, 2019.06.14, http://kasalen.ru/2019/06/14/%d1%8e%d1%80%d0%b0%d1%82%d0%bda-ec%d1%80%d0%b5-40-c%d1%83%d0%bb-%d1%8b%d1%82%d0%bb%d0%b0/

Районти тӗп больницӑри поликлиника сменӑра 540 ҫынна, хӗрарӑмсен консультацийӗ 30 ҫынна йышӑнма пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Гинекологи чирӗсем пирки тӗплӗнрех пӗлес тата вӗсене пуҫламӑш тапхӑртах тупса палӑртмалли меслетпе паллашас тӗллевпе районти тӗп больницӑри Анна Козлова гинеколог акушер патне ҫул тытрӑмӑр.

Для того, чтобы узнать подробнее о гинекологических заболеваниях и ознакомиться с методом их выявления на начальном этапе, обратились к гинекологу-акушеру центральной районной больницы Анне Козловой.

Вӑхӑтра тӗрӗсленни паха // А.ДЕНИСОВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Хӗр-тусӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти больницӑри неврологи уйрӑмне ертсе пыракан амӑшӗнчен пулӑшу ыйтма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Ӑста тухтӑр больницӑри 35 ҫула ҫитмен специалистсен «Ҫамрӑк чӗресем» общество пӗрлешӗвӗн ӗҫне те хастар хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Пациентсем больницӑри ҫӗнӗлӗхсене ырлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Чир те сирӗлнӗн туйӑнать…» // Хыпар. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Больницӑри палатӑра иксӗмӗр ҫеҫ юлтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Аслӑ Елчӗкри Р.Долговӑпа Т.Прокопьева, районти тӗп больницӑри С.Катинӑпа О.Изратова, О.Агеева тӗрри-ҫаккисене, лентӑран, ҫӑмран хатӗрленӗ ӗҫӗсене куракансем интересленсе паллашрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кубок - Елчӗк ял тӑрӑхӗнче // В.КИРИЛЛОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех