Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аялтан (тĕпĕ: аял) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Антихрис Раюкӗ! — вӗҫӗмсӗр хӗрес хывса, чӑмӑр кӑтартса ылханатчӗҫ аялтан пӑхса тӑракан хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл, аялтан парса тӑма ҫӑмӑл маррине пӗлсех, виҫӗ юплӗ йывӑҫ сенӗк йӑтса, улӑм купалакансем патне кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Икӗ ҫул каярах йывӑр пичкене трюмран кӑларнӑ вӑхӑтра, ӑнсӑртран алӑран вӗҫерӗнсе, аялтан пӑхса тӑракан Матӗрне упӑшки ҫине персе аннӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӳлте тӑрса йӗркеллӗ купалаймасан тележка тепре тӳнсе кайӗ те хамӑра йывӑр пулӗ тесе утта аялтан парса тӑтӑм.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Коля тете хӑйӗн шакла пуҫне хыҫкаларӗ те: «Юркка, ҫынсене чӗнме вӑхӑт ҫук, ҫумӑр ҫума пултарать. Утӑ аялтан паратна е ҫӳлте тележка ҫине панӑ утта майласа тӑратна?» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Аялтан ҫӳлелле ывӑтакан юр кӑна тулалла йывӑррӑн лаплатса ӳкетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Вӑр-вар, хӑнӑхнӑ хусканусемпе Кеша прическине тӗрӗслерӗ, ширинкине аялтан ҫӳлелле фортепьяно клавишӗсене ҫемҫен пуснӑ пек «глиссандо» турӗ, пушмакӗсен тасалӑхне шанмасӑр куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Мунчана кайса ҫӑвӑн, унта аялтан тӑхӑнмалли таса кӗпе-йӗм хатӗр.

Куҫарса пулӑш

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

— Йывӑрри нимӗн те ҫук: пире, ҫӳлтисене, аялтан ӑна-кӑна илсе хӑпарса памалла.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Аялтан нӳрӗк сывлӑшпа тӗтӗм йӑсӑрланса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫинахван Сафин трактор ҫӗҫҫине аялтан ҫӑмӑллӑнах илтерет те, юнашар выртакан йывӑҫсене троспа хӑвӑрт ҫаклатса, ҫул хӗррине кал-каллӑн сӗтӗрсе тухать.

Куҫарса пулӑш

29 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аялтан япӑх илтӗннӗрен Ванюк вите тӑррине хӑпарса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫавна пӑхса тӗлӗннипе эпир унта тахҫанчченех тӑраттӑмӑрччӗ пулӗ, анчах аялтан пирӗн паталла тинӗс пек чӳхенекен шурӑ тӗтре пӗлӗчӗсем шуса киле пуҫларӗҫ.

Пораженные величием картины, мы долго еще простояли бы здесь, но снизу неслось на нас море колышащихся белых волн тумана.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫумӑр пӗлӗчӗсем пӗлӗт ҫийӗпе аялтан шуса ҫӳреҫҫӗ.

Низко ползут по небу тучи.

Архангельск порчӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӑрман ҫийӗпе хура пӗлӗтсем аялтан пыраҫҫӗ.

Темные низкие тучи неслись над лесом.

Тропик вӑрманӗнче // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Пӗлӗтсем ҫав тӗтресемех, анчах аялтан пит ҫӳле ҫӗкленсе кайнӑ тӗтресем.

Облака — это тот же туман, но только поднявшийся высоко над землей.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ӑна валли тӑмран пӗчӗкҫӗ шар тӑвар та пралукпа тирсе шӑтарӑр, витӗр ҫип тирӗр (аялтан ҫипне тӗвӗ туса ҫыхӑр).

Сделайте шарик из сырой глины, проткните его проволокой, через отверстие продерните тонкую бечевку (снизу завяжите ее узлом).

Кунпа ҫӗр мӗншӗн пулаҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шурӑ чайкӑсем шыв сийӗн аялтан вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ.

Низко летают над водой белые чайки.

Кӳлӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫумӑр тумламӗсем, шыв юххисем кӑпка тӑпра витӗр, хӑйӑр витӗр аялтан аяларах сӑрхӑнса анаҫҫӗ.

Дождевые капельки и струйки просачиваются все глубже и глубже через рыхлую почву, через песок.

Ҫӗр айӗнчи шыв // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

«Ҫитсе ӳкме» тенине аялтан чӗрсе хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех