Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсенчен аяккарахра, вараланса пӗтнӗ тӗксӗм курӑк ҫинче, арманта ӗҫлекен Евсей ларать, ҫамрӑк-ха вӑл, сухалӗ те шӑтайман ун, ҫине вӑл ҫӗтӗк аҫам тӑхӑннӑ, хӑй пит ӳсӗр.
Арманта // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 34–45 стр.
Эпӗ аяккарахра, чӳрече умӗнче, пӗр сывламасӑр тенӗ пек, пӗчӗк тӑм ҫине (ҫав тӑм ҫинче мулкач хӑлхисем те пур) пӑхса тӑратӑп.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аяккарахра, пӗчӗк сӗтел хушшинче, лётчиксен личнӑй ӗҫӗсен купи умӗнче, Зиночка ларнӑ.Сбоку, за маленьким столиком со стопками личных дел, сидела Зиночка.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑшт аяккарахра, бульвар варринче, вӗренрен карса тунӑ карта хыҫӗнче, темӗн пысӑкӑш аэростат кӗмӗл тӗслӗн ҫутӑлса выртни курӑнчӗ, — ӑна капӑртарах гимнастёркӑсем тӑхӑннӑ, хӗрлӗ питлӗ икӗ хӗр хуралласа тӑна.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Юлашкинчен, вӗсем кӑшт аяккарахра Ваньӑн кантраран тунӑ пушши выртнине курчӗҫ.
14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Вара Бекки хӗрачасем хыҫҫӑн хӑваласа чупма пӑрахрӗ те тем именнӗ пек аяккарахра уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе йывӑррӑн сывласа илсе, хуйхӑллӑ куҫӗсемпе Том ҫине вӑрттӑн пӑхкаларӗ.
18-мӗш сыпӑк. Том хӑй курнӑ тӗлӗкӗ ҫинчен каласа кӑтартать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.