Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачашлас (тĕпĕ: ачашла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Карттус айӗнчен тухнӑ хӑмӑр ҫӳҫ пайӑркисене аллипе тытса ачашлас килет хӗрӗн.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Сана ачашлас килчӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Хӗрӗн вӑрӑм та ҫӑра ҫивӗтне ачашлас килнӗччӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хуса ҫитес, ачашлас килет…

Нагнать, приласкать.

Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.

Юлашкинчен эпӗ хӑюллансах лашана ҫилхинчен ачашлас тесе аллӑма тӑсрӑм.

Наконец я набрался смелости и протянул руку к шее коня, желая его погладить.

Пӗрремӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Хӑш чухне унпа ахаль ҫеҫ шӑкӑлтатса калаҫса ларас килетчӗ, ачашлас килетчӗ ӑна, вӑл халь пӗчӗк ача кӑна-ҫке, — анчах ан та шухӑшла ун пек тума: вӑл пурпӗр ҫар ҫынни пек ответлетчӗ.

Хотелось иногда с ним попросту поболтать, приласкать, — ведь мальчишка еще, — не тут-то было: отвечает по-военному.

Пӗчӗк Коля // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Унӑн, вӗсене пуҫӗсенчен яра-яра илсе, ҫыхланса ӳкнӗскерсене пӗр-пӗринчен уйӑрса, хӑшне хӗнес, хӑшне ачашлас, пурне те пӗрле илсен — ятлас, темӗнле чӑнлӑх ҫутипе ҫутатас килнӗ.

Ему хотелось хватать их руками за головы, отрывать друг от друга, избить одних, других же приласкать, укорять всех, осветить их каким-то огнем…

X // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Эпӗ ҫав лашана татах ачашлас тенӗччӗ, анчах анне васкас пулать, терӗ.

Я ещё хотел лошадку погладить, а мама сказала, что нужно скорей.

Эпӗ пӗчӗк лаша утланса ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Малтан ман лашана ачашлас килет, терӗм эпӗ.

А я сказал, что хочу сначала погладить лошадку.

Эпӗ пӗчӗк лаша утланса ҫӳрени // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Аннене ачашлас килет.

Куҫарса пулӑш

Аннепех пурнӑҫ лайӑхчӗ // Валентина Элиме. Килти архив

Ачашлас теместӗп, ҫук! — ҫухӑрать Трилли, ҫӑварӗнчен те, сӑмсинчен те хӑмпӑ кӑларса.

— Не хочу погладить, не хочу! — ревел Трилли, пуская ртом и носом пузыри.

III // Григорий Алентей. Куприн А.И. Шурӑ йыта: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 46 с.

Командир пӗшкӗнчӗ те, Актуша ачашлас тесе, аллине тӑсрӗ, анчах, лешӗ шӑлне йӗрсе пӑрахнине курса, икӗ аллине те ҫурӑм хыҫне пытарчӗ.

Командир нагнулся и протянул руку, чтобы погладить Актуша, но, видя, что тот оскалил зубы, спрятал руку за спину.

XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Манӑн ӑна ачашлас килет, хам мӗнле кӗтни ҫинчен, мӗнле пӑшӑрханни ҫинчен, эпӗ партизансем йышӑннӑ вӑрманта хӑйне шеллемесӗр мӗнпур вӑйне хурса кӗрешнине яланах курса тӑни ҫинчен каласа парас килет.

Мне хотелось приласкать отца, сказать, как я ждал его, как беспокоился и с каким сыновним чувством благодарности и признательности я наблюдаю всю его самоотверженную работу в партизанском лесу.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

«Пурне те ачашлас килет!» — тухмаҫҫӗ ун пуҫӗнчен Гай сӑмахӗсем.

«Всех хочется приголубить!..» — не выходили у него из головы слова Гая.

XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Пӗлетӗр-и… пурне те хӗрхенес, ачашлас килет…

Всех будто хочется приголубить…

VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

— Ҫакнашкал фокуссемшӗн пире пуҫран ачашлас ҫук.

— За такие фокусы нас по головке не погладят.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Унӑн ывӑлне ачашлас килчӗ, анчах ӑна темскер кансӗрлерӗ.

Хотелось приласкать сына, но этому что-то мешало.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ывӑлӗ ашшӗ патне пынӑ та, аллисене ҫурӑмӗ хыҫне тытса, алӑк янаххи ҫумне тӑнӑ, Петр ун ҫине пӗр пӑшӑрханмасӑр пӑхнӑ, унӑн, ывӑлне тытса ачашлас килнисӗр пуҫне, урӑх нимӗнле туйӑм та пулман.

Сын пришёл, встал у косяка двери, заложив руки за спину; не чувствуя ничего к нему, кроме любопытства и волнующей нежности.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Кама кирлӗ пултӑр-ха пӑсса пӗтернӗ ача; унӑн айван та каппайчӑк кулли кама ан тарӑхтартӑр иккен, ачан хутне кӗме май ҫук самантра, ӑна хӗрхенес те ачашлас килекен туйӑм амӑшӗн вӑранмасӑр камӑн вӑрантӑр иккен?

Кому нужен испошленный мальчишка и в ком его глупая, самодовольная улыбка вызовет не раздражение, а желание именно в такой невыгодный для него момент пожалеть и приласкать его?

Экзаменсем // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ӗнене тӑрантарнипе сахал, тусӑм, ӑна ачашлас та пулать.

Корову мало, брат, кормить, ей еще и ласка нужна.

Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех