Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачашларӗ (тĕпĕ: ачашла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Бригада ҫыннисене вӑл пӗрне ҫурӑмӗнчен лӑп-лӑп ҫапса илчӗ, теприне хулпуҫҫийӗнчен кӑнттамраххӑн ачашларӗ, хӑшне-пӗрне тытса ҫупӑрлам пек те турӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Анфиса, темле пушшех те ҫутӑлса, чиперленсе кайнӑскер, мана ачашларӗ, мана мухтарӗ, йӑпатрӗ…

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Георгий ӑна тепӗр хут ҫупӑрласа ачашларӗ, унтан ашшӗ ҫинчен ыйтрӗ: килте-и?

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

— Вырӑссем мӗнле калаҫҫӗ-ха: «Дай бог, чтобы не был в последний раз», — теҫҫӗ-и? — черккесене шаклаттарнӑ чух симӗс куҫӗпе арҫынна ӑшшӑн ачашларӗ Васса-Васяна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пукана хӑнтӑртаттарса малтанхи вырӑна вырнаҫса ларсан сӗтел ҫине чавсаланчӗ, чӑл-чӑл ҫиҫекен симӗс куҫӗпе арҫынна ачашларӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Эс те ҫи, Гена, — ачана пуҫӗнчен ачашларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Тавтапуҫ сире, Герман, тавтапуҫ! — симӗс куҫӗпе ӑна ӑшшӑн ачашларӗ Ульяна.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Каласа пӗтерчӗ те ҫапла асатте, хаш! сывласа ячӗ, тепӗр хут мана пуҫран ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ефим Егорович халӑх умне хаваслӑн кулкаласа пырса тӑчӗ, чи малта ҫӗр чавакан кӑтра ҫӳҫлӗ хӗрачана ҫурӑмӗнчен ачашларӗ те пуҫӗнчи карттусӗпе питне шӑлса илсе хыттӑн калаҫма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена амӑшӗн аллине, хӑйӗн пичӗ патне илсе пырса, ӑна ҫепӗҫҫӗн ачашларӗ, пӗр авӑк калаҫайми пулса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Вӑл ывӑҫне шӑлаварӗ ҫумне тӑрӑшса сӑтӑрчӗ те ывӑл ачине пуҫӗнчен ачашларӗ:

Он тщательно вытер ладонь о штаны и погладил сынишку по головке:

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тимофей Михайлович ӑна янах айӗнчен аллипе лӑпкаса, сӑтӑркаласа ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Микула ун аллисене хуллен тыткаласа пӑхрӗ, ывӑҫ тупанӗне пит-куҫне сӑтӑрса ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, ҫӗлӗкне хывса, хӑй ҫине виҫӗ хутчен хӗрес хучӗ, каялла ҫаврӑнса, картишне кӗчӗ, тепре пырса йыттине ачашларӗ, унтан кайри пӳрте кӗрсе ҫывӑрма выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар кашнинех пуҫӗнчен ачашларӗ, пӗчӗккине, алла тытса, хӑйӗнчен те ҫӳлерех ҫӗклерӗ, ӑшӑ сӑмахсемпе йӑпатма тӑрӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ӑна кӗсйинчен пӗремӗк кӑларса хыптарчӗ, мӑйӗнчен шӑлса ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Председатель Хрестука хӑйӗн тӑван хӗрне ачашланӑ пек лӑпкаса ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтарнӑ хыҫҫӑн // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар лаши патне пырса ҫамкинчен ачашларӗ, ун ҫине ларса, каялла уттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар лаша ҫинчен ҫӑмӑллӑнах сиксе анчӗ те йӗвен аврине янавар мӑйне ҫавӑрса ҫыхрӗ, «ҫи-ха, ирӗклӗ ҫи» тесе, ӑна пуҫӗнчен ачашларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сахар ана ҫинчен тухса лашине тепӗр хут ачашларӗ, «маттур, маттур» тесе, кӗсйине чикнӗ ҫӑкӑр чӗллине ҫитерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех