Шырав
Шырав ĕçĕ:
Григорий Аксинйӑна пӑрахса кайнӑ хыҫҫӑн Татарски хуторӗнче кил-йышпа пӗрле ирттернӗ эрнесене аса илчӗ: ҫӗрлесенче — Наталья, унччен упӑшкипе сивӗ пулнине тавӑрма пикеннӗ пек, антӑхса кайса, пӗтӗм чуна кимӗлтерсе ачашлани; кӑнтӑрласенче — килӗнчисем ыр ятлӑ пулас тенӗ пек тараватлӑн пӑхни тата хутор ҫыннисем, малтанхи георги кавалерне сумлӑн чысласа кӗтсе илни аса килчӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Марьянка хӑйне «шуйттан хӗрӗ» тенипе нимӗн чухлӗ те кӳренмест, ку сӑмахсене вӑл ачашлани вырӑнне ҫеҫ йышӑнса, хаваслансах хӑйӗн ӗҫне малалла тӑвать.
V // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Тата ача чухнехи вӑхӑтпа шкул — ҫак икӗ вӑйлӑ пружина, унтан Обломовсен ҫемйинче вырӑссем нимӗҫ ачине чӗререн савса ачашлани, кайран вӑл Обломовран вӑй-халӗпе те, йӑла тӗлӗшпе те вӑйлӑ пулни вӗсене пӗр-пӗринпе ҫывхартнӑ; кунсӑр пуҫне, пуринчен ытларах, Обломовӑн чӗри таса, ҫутӑ та ырӑ пулнӑ, мӗн лайӑх, мӗн тин ҫеҫ уҫӑлса хӑйне палӑртать, чее мар, яланах ӗненекен ахаль чӗрене хирӗҫ чӗнет, вӑл ҫаксене пурне те юратнӑ.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ашшӗпе амӑшӗ ачашлани ӑна час-часах йӑлӑхтарса та ҫитерет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл хӑйӗн урхамахне, тӗрлӗрен ачаш ятсем парса, яка мӑйӗнчен аллипе лӑпкӑн ачашлани илтӗнчӗ.И слышно было, как он трепал рукою по гладкой шее своего скакуна, давая ему разные нежные названия.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1
- 2