Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачасен (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑв-шава илтсе кӳршӗсем чупса килнӗ, Аитри вӑтам шкул учительници Ляйсян Кусабкулова васкавлӑ пулӑшу чӗнсе илнӗ, ҫавӑн пекех телефонпа ачасен ашшӗ-амӑшӗсене пӗлтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ // Лейла ГУМЕРОВА. https://sutasul.ru/news/pulsa-irtni/2023 ... yn-3401972

Паркпа юнашар ачасен лапамӗ ӗҫленӗ, тӗрлӗ вӑйӑсем ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑлпӑлак ялне – 290 ҫул. Ташласа-юрласа савӑнатпӑр уявра! // Инга ВАСИЛЬЕВА. https://ursassi.ru/articles/yubiley/2023 ... ra-3398031

Туслӑ командӑпа, Арина командир ертсе пынипе, ачасем тӗрлӗ ҫӗрте: книгохранилищӑра, этнографи кӗтесӗнче, фойере, кухньӑра т.ыт. те, ыйтусем ҫине хуравласа, заданисене пурнӑҫлас тесен, ачасен ача-пӑча литературине лайӑх пӗлмелле пулнӑ.

Дружной командой,под руководством командира Арины дети старательно выполняли все задания, которые были замаскированы во всевозможных местах: книгохранилище, этнографическом уголке, фойе, кухне и т.д. Чтобы ответить на вопросы и справиться с заданиями, дети должны были хорошо знать детскую литературу.

Квест-вӑййа хутшӑнасси ачасен юратнӑ ӗҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... tn-3396477

Акӑ мӗн ҫыраҫҫӗ педагога тав туса ачасен амӑшӗсем:

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫре, ҫитӗнӳсен ҫулӗпе // Наталья Калашникова. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d1%8e%d1%8 ... %bf%d0%b5/

Паян «Ача сачӗн воспитателӗ» професси ҫинчен ачасен шухӑшлавне йӗркелес тӗллевпе мероприяти иртнӗ.

Сегодня прошло мероприятие, с целью, формирования представлений детей о профессии «Воспитатель детского сада».

Ача сачӗн воспитателӗ профессипе паллашнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... hn-3393792

Декрет отпускӗнчи хӗрарӑмсем, ҫул ҫитмен ачасен амӑшӗсем, ачасене опекӑна илнӗ ҫынсем ҫак программӑпа вӗренме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне пулни бизнеса чӑрмантармасть // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d0%b0%d0%b ... %81%d1%8c/

2023-2024 вӗренӳ ҫулӗнче Шӑмалак шкулӗ (директорӗ Ираида Васильева) Лаш Таяпари вӑтам шкул йышӗнче пулӗ, мӗншӗн тесен ачасен йышӗ (36) пӗчӗк.

Куҫарса пулӑш

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

Витаминлӑ культурӑсем ачасен апатне йӳнетме те май парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пуррине упрама пӗлни паха // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bf%d1%8 ... %85%d0%b0/

Малтан шутланӑ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Пӑва шкулӗсӗр пуҫне, ҫитес ҫул та ачасен шучӗ ӳсмет, чакса анчах пырӗ…

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Вӗренӳ учрежденийӗсенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне кашни ҫул тӗплӗн хатӗрленсе кӗтсе илесси йӑлана кӗнӗ пулин те, ачасен хисепӗ чакса пыни шухӑшлаттарать.

Куҫарса пулӑш

Малашлӑх – мал ӗмӗтлӗ ертӳҫӗсен аллинче // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d0%bc%d0%b ... %87%d0%b5/

Кашни шкул умӗнче тӑракан пысӑк чӑрмав, педагогсене пӑшӑрхантаракан тӗп сӑлтав – шкулсем ытла пысӑк пулни (вӗсене тытса тӑма тата юсама, хутса ӑшӑтма сахал мар укҫа-тенкӗ тӑкакланни каламасӑрах паллӑ), ачасен шучӗ ҫулран-ҫулах чакса пыни.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ачасене кӗтеҫҫӗ // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/08/11/%d1%88%d0%b ... 0%b5cce-2/

Ачасен ҫарпа патриотизм туйӑмне ӳстерме, вӗсем валли ятарлӑ спорт уйрӑмӗсем йӗркелеме 2024 ҫулта комплекслӑ тӗрлӗ ӗҫсем тума плана кӗртсе хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/15/gube ... avash-enre

Кунта ачасен тавра курӑмне аталантарма, сывлӑха ҫирӗплетме хӑтлӑ условисем йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/15/gube ... avash-enre

«Шурӑ чулсем» спортпа сывлӑха ҫирӗплетмелли центрта ачасен канӑвӗ усӑллӑ ирттӗр тесе виҫӗ темӑпа ятарлӑ сменӑсем йӗркеленӗ.

Куҫарса пулӑш

«Губернатор лагерӗн» пӗрремӗш сезонне Чӑваш Енре ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/15/gube ... avash-enre

Пухӑннӑ хӑнасем лагерьти ачасен шухӑш-кӑмӑлӗпе тӗплӗн паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Регион Пуҫлӑхӗ чӑваш чӗлхин пилотлӑ калаҫу клубне йӗркелес шухӑша ырланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/08/16/regi ... alacu-klub

Ачасен таварӗсене туса кӑларакан Пушкӑртстанри производительсене хӑйсен продукцине сарма 3 млн тенкӗ таран нухрат уйӑрса парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем валли тавар тӑвакан производительсене 3 млн тенкӗ таран пулӑшу парӗҫ // Инга АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-08- ... ar-3391031

Таврара илемлӗ кӗвӗ-юрӑ, ачасен хавас кулли янрарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ытарайми ҫуллахи савӑк кунсем // Людмила АЛЕКСЕЕВА. https://ursassi.ru/news/%C3%87%D1%8B%D1% ... em-3388943

Пӗр сехетре ачасен пысӑках мар хайлав ҫырса ӑна илемлетме тата пысӑках мар кӗнеке евӗр хатӗрлеме тивнӗ.

В течение часа дети смогли написать небольшое произведение, украсили его рисунками и подготовили в виде небольшой книжки.

Кӗнеке епле ҫурални ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35730.html

Пултаруллӑ ачасен «Эткер» центрӗнче канакан ачасемпе Чӑваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн заместителӗ Ольга Федорова тӗл пулнӑ.

С детьми, отдыхающими в центре одаренных детей «Эткер», встретилась заместитель главного редактора Чувашского книжного издательства Ольга Федорова.

Кӗнеке епле ҫурални ҫинчен каласа кӑтартнӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/35730.html

Ачасен хӑйсен те (нумайӑшӗн) килӗсенче юратнӑ кушак пур-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Юмаха ушкӑнпа вуларӗҫ // Чӑваш кӗнеке издательстви. https://vk.com/id391792345?w=wall391792345_4789

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех