Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ачасен (тĕпĕ: ача) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Муниципалитет округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин пайӗн начальникӗ Владимир Николаев ҫуллахи вӑхӑтра ачасен канӑвне йӗркелес, вӗсене сывату лагерӗсенче канма май туса парас ыйтупа сӑмах илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыва палӑртнӑ вырӑнсенче ҫеҫ кӗмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%88%d1%8 ... %bb%d0%b5/

Каялла утма ҫӑмӑл мар, мӗншӗн тесен вӑй юлман ачасен.

Обратный путь был не из легких, ведь сил уже не осталось.

Ҫырма // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/589

Тӗл пулура Канаш тӑрӑхӗнче ачасен сывлӑхне ҫирӗплетекен «Ҫавал» лагере уҫассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене те сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Лагерь уҫасшӑн, шкулпа ача сачӗн ҫуртне ҫӗклесшӗн // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60496

Ӑна хальхинче ачасен ашшӗ-амӑшӗсенчен йӗркеленӗ комисси пайташӗсен тутанса тӗрӗслеме те май пур.

Куҫарса пулӑш

Апат тутлӑ ҫитереҫҫӗ-и? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61149

Ачасен ашшӗ-амӑшӗ те, влаҫ тытӑмӗнче тӑрӑшакансемпе депутатсем те тӑтӑшах вӗрентӳ учрежденийӗсене ҫитсе тӗрӗслевсем ирттереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Апат тутлӑ ҫитереҫҫӗ-и? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61149

Ҫак проект пуррипех ачасен сывлӑхӗ те ҫирӗпленӗ, чӑвашлӑх туйӑмӗ те пысӑкланӗ».

Куҫарса пулӑш

«Телейлӗ ачалӑх кунчӑкӗ» // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61150

Олег Николаев ачасен канӑвне йӗркеленӗ май пӗлтӗрхи йӑнӑша тума юраманни ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвне йӗркелемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60520

Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелес ыйтӑва сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвне йӗркелемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60520

Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче ачасен ҫуллахи канӑвӗ пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвне йӗркелемелле // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60520

Вӗрентекенсен тата ачасен асӗнче вара «Яковлев турӗ» юлӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Чӗмпӗр облаҫӗ килӗшӳ ҫирӗплетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60521

Ачасен вӑй-хал кӗрсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Кашни иккӗмӗш ҫын спортпа туслӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60525

Чыслава килнӗ ачасен куҫӗсем хавхаланупа «ҫунаҫҫӗ».

Куҫарса пулӑш

«Школа-пресс 2023» конкурса пӗтӗмлетрӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60548

Чи кирли – хаваслӑ кулӑ пур ҫӗрте те янӑрани, ачасен ӑшӑ кулли пурсӑмӑра та янравлӑн кӑмӑла ҫӗклени, мирлӗ пурнӑҫ яланах тӗнчере хуҫаланни», – тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Мероприятине хутшӑннӑ чи ҫамрӑк ачасен парадне Пӗтӗм Раҫҫейри ача-пӑчапа ҫамрӑксен ҫарпа патриотизмӑн «ЮНАРМИЯ» обществӑлла юхӑмӗн Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн шкул ачисемпе кадечӗсем, ҫамрӑк армеецсем малалла тӑснӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ҫар паратӗнчи пекех кӑмӑл-туйӑм енчен ача садне ҫӳрекенсемпе ҫамрӑк армеецсен парачӗ», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/05/car- ... -sadne-ure

Вӑрҫӑ усалне ачасен шӑпи урлӑ кӑтартни витӗмлӗрех те пулнине ӑнланнӑран Ленинград блокадине халалланӑ кӗтесре шкул ачисем валли уроксем те иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Майӑн 3-мӗшӗнче Лениногорск хулинчи Ю.А.Гагарин ячӗллӗ ачасен тӗп библиотекин ӗҫченӗ Ольга Таймухина, райцентрти «Шурӑ хурӑн» фольклор ансамблӗ вырӑнти Культура ҫуртӗнче иртнӗ «Чӑваш чӗлхи – тӑван чӗлхе» ятлӑ уява хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Майӑн 3-мӗшӗнче Лениногорск хулинчи…» // ТР ЧНКА. https://t.me/malyshevsays/354

Ачасен ҫӗнӗ вӗренӳ ҫуртӗнче аталанма майсем ытларах пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Унӑн ӗҫӗсем тӗрлӗ ӑрури ачасен кун-ҫулне пысӑк витӗм кӳреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Фильм ӳкереҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60649

Арҫын ачасен пурин те пӗр пек кӑвак портфельсем.

У всех мальчиков были одинаковые синие портфели.

Портфельсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/567

Ку пӗлӳ ҫурчӗсем тепӗр икӗ эрнерен ҫеҫ ачасен сассипе тулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрисем алӑк уҫаҫҫӗ, теприсем... // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60661

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех