Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

атте сăмах пирĕн базăра пур.
атте (тĕпĕ: атте) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Натанаил атте, терчӗ пирки каламастӑп-ха; тертшӗн те пурнӑҫ хӑвачӗшӗн пурӑнатпӑр та эпир ҫак таса ҫуртра, вӑхӑчӗ халь тухса ҫӳремелли мар-ҫке.

— Отец Натанаил, не о труде толк; ради труда и подвижнической жизни мы и спасаемся в этой святой обители, но не время теперь разъезжать.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Гедеон атте ҫавӑнтах ҫакса илчӗ.

И отец Гедеон низко поклонился.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Игумен отче, — пашкаса, йӑлӑннӑ сасӑпа сӑмах хушрӗ Гедеон атте, — игумен отче, хӑвӑра парӑннӑ тӑванӑра ҫак йывӑр шӑпаран хӑтарсан лайӑхрах пулмӗччӗ-ши теп те?

— Отче игумен, — задыхаясь,проговорил умоляющим голосом отец Гедеон, — отче игумен, не лучше ли избавить вашего покорного брата от этой горькой чаши?

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Гедеон атте лутака та йывӑр, хырӑмламас ҫын, пичӗ-куҫӗ кунжут ҫӑвӗ тултарнӑ бурдюк пек йӑлкӑшса тӑрать.

Отец Гедеон был приземист, тучен, пузат, а лицо у него лоснилось, как бурдюк с кунжутным маслом.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Татах кухньӑна кӗтӗн-и, Гедеон атте!

— Опять залез на кухню, отец Гедеон!

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Гедеон атте ӑҫта? — тесе ыйтрӗ игумен, енчен енне пӑхкаласа.

— Где отец Гедеон? — спросил игумен, осматриваясь.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫакӑн пек пархатарлӑ шухӑша кайнӑ Гедеон атте хӑйсене техӗмлӗ апата чӗнсе шӑнкӑрав шӑнкӑртаттарасса лӑпкӑн ӗмӗтленсе кӗтет.

Углубившись в свои благочестивые размышления, отец Гедеон спокойно ожидал желанного звона к полуденной трапезе и, предвкушая ее, вдыхал приятные запахи кухни.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Чиркӗве кӗмелли чул пусма ҫинче чӑп-чӑмӑркка Гедеон атте ларать, вӑл картишӗнчи кӑрккасене каҫса кайса пӑхса тӑрать, лешсем хӳрисене кӑшӑлласа хӑпартнӑ.

На каменных ступеньках, ведущих в церковь, сидел круглый, как шар, отец Гедеон, увлекшийся наблюдением за индюками, которые прогуливались по двору, распустив хвосты веером.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл сакӑр вун пилӗк ҫулхи Иеротей атте, иртнӗ ӗмӗрӗн аслӑ палӑкӗ, йӳтенӗ ҫынах темелле; йӳтенӗ пулин те, хисепрен тухман-ха, сума сутаракан ҫын.

Это был восьмидесятипятилетний отец Иеротей, величественный памятник минувшего века, уже почти развалина, но развалина еще импозантная и почитаемая.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

 — «Ахалех, атте, хам ӗҫсемпе».

— Так, папа, по своим делам.

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— «Эсир ӑна мӗн пулнине пӗлместӗр-и, атте

— Вы не знаете, папа, что с ним?

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Атте, m-r Бьюмонт санран завода туянсан, атя Америкӑна каятпӑр, — терӗ шӳтлесе Катерина Васильевна, — эпӗ унта мӗн те пулин тӑвӑп.

— Папа, поедем в Америку, когда m-r Бьюмонт купит у тебя завод, — сказала шутя Катерина Васильевна, — я там буду что-нибудь делать.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ҫук, атте, эсир лайӑх, эсир тӑвӑрламастӑр, кансӗрлеместӗр.

Нет, папа, вы хороши, вы не стесняете.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Атте, куншӑн манӑн пит хӗрелет, эпӗ ун чухне ача пулнӑ.

— Папа, ведь я краснею этого, я тогда была ребенок.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ҫук, атте, эп шухӑшлӑ ҫӳренине эсир ахалех ытлашши пысӑклатса калатӑр: эпӗ хам уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын маррине пӗлетӗр вӗт эсир, мана кичем.

— Нет, папа, вы напрасно объясняете мою задумчивость таким высоким мотивом: вы знаете, у меня просто невеселый характер, и я скучаю.

XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Эпӗ атте ҫинчен пӗр шутласа тӑмасӑр, вилме хатӗрленнӗччӗ, эсир вара ҫакна ӑнланмастӑр та!

— Я готовилась умереть, не думая об отце, и вы не понимаете этого!

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Соловцов эсир каланӑ пекех путсӗр ҫын пулсан, — ҫакна вара эпӗ пӗтӗмпех ӗненетӗп, — сирӗн хӗрӗр ӑна хӑех курӗ; анчах вӑл ҫакна эсир ӑна кансӗрлемен чухне ҫеҫ, ӑна: атте Соловцова хирӗҫ пырать, пире пӗр-пӗринчен сивӗтесшӗн, тесе шухӑшлаттармасан кӑна курӗ.

Если Соловцов так дурен, как вы описываете, — и я этому совершенно верю, — ваша дочь сама рассмотрит это; но только когда вы не станете мешать, не будете возбуждать в ней мысли, что вы как-нибудь интригуете против него, стараетесь расстроить их.

VI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

 — «Ҫук, атте».

— «Нет, папа».

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

 — «Ҫук, атте».

— «Ничем, папа».

IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ман атте халӗ те-ха лайӑх повар тытса тӑнине эсӗ вара пӗлетӗн.

А ты знаешь, что мой отец и теперь имеет хорошего повара.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех