Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аташса (тĕпĕ: аташ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Любӑра ахаллӗх, йӑвашлӑх нумай пулнӑ, ҫавӑншӑн ӑна Фома кӑмӑлланӑ, тата, хӗрӗн сӑмахӗсене пула, час-часах вӑл ӑна шелленӗ те: Люба ытла та тӑр кӑнтӑрлах аташса пурӑннӑн туйӑннӑ.

В Любе много было простого и доброго, что нравилось Фоме, и часто она речами своими возбуждала у него жалость к себе: ему казалось, что она не живет, а бредит наяву.

V // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Вӑл, сехӗрленсе, сиксе чӗтренӗ, аташса кайнӑ кӳҫӗсемпе садӑн ешӗллӗхӗнче такама шыранӑ…

И весь трясся от ужаса и безумными глазами всё искал кого-то в зелени сада…

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Ҫак картина мана ҫав териех килӗшрӗ, эпӗ темиҫе кун хушши унпа аташса ҫӳрерӗм.

Картина мне до того понравилась, что я несколько дней просто бредил ею.

6. Ялти ҫӗнӗ пурнӑҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

Пирӗн партизансем шавах таврари вырӑнсенчен пӗр-пӗр аташса кайнӑ пӑру, ӗне е сурӑхсем ҫавӑта-ҫавӑта килеҫҫӗ.

То и дело партизаны ловили «заблудившихся» коров.

Тусем хушшинчен тухни // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Аташса кайсан, мӗн тӑвӑн вара?

— А что делать станешь, если заблудишься?

«Хамах тупӑнтӑм» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тепле майпа аташса кайсан?

Вдруг заблудишься?

«Хамах тупӑнтӑм» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Хамӑр базӑна малтанхи хут кайнӑ чух эпӗ, кунта тепре килес пулсан, аташса каймалла ан пултӑр тесе, ҫул паллисене питӗ хытӑ сӑнаса пынӑччӗ.

Когда первый раз попал на базу, чтобы не заблудиться, если снова придется сюда прийти, я старался запомнить приметы по дороге.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Ҫавӑнпа та, тӳп-тӳрӗ ҫулпалла пыракан ҫыннах, кайсан-кайсан, сасартӑк пуҫне ҫӗмӗрме тытӑнать: «Ара эпӗ пӗр вырӑнтах пӑтранса ҫӳретӗп-ҫке, ӑҫтан тапранса килнӗ, ҫав вырӑнах ҫаврӑнса тухрӑм. Аташса кайрӑм пуль капла!» — тесе тӗлӗнет вӑл.

Столько разнообразия в Спадщанском лесу и вместе с тем столько похожих мест, что даже если идешь по прямой дороге, кажется, что кружишься вокруг одного и того же места, возвращаешься туда, где уже был.

Спадщан вӑрманӗн хуҫисем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Малтанах эпир вӑрмана ҫав «профессорсемпе» кӑна каяттӑмӑр, сунара ҫӳрес вырӑнсене сарнӑҫем сарса пыраттӑмӑр, каярахпа вара, сунарта кирлӗ пулакан тӗрлӗ майсене вӗренсе пырса, чи кирли, кунӗ-кунӗпе сӑртсем ҫинче, вӑрмансенче ҫӳресе те аташса каймалла мар йывӑр наукӑна алла илсен, хамӑр тӗллӗнех ӗҫ тума тытӑнтӑмӑр.

Сначала мы отправлялись в лес только с ними, постепенно расширяя нашу охотничью область, а затем повели дело уже самостоятельно, усвоив все необходимые приемы охоты и, главное, освоившись с нелегкой наукой ходить целыми днями по горам и лесам и не заблудиться.

I // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Анчах шанни кӑлӑхах пулнӑ: чир шала кайнӑ, Прошка каллех тӑнне ҫухатнӑ, вӑрансан та аташса выртнӑ.

Но эта надежда не сбылась: болезнь повернула круто назад, и Прошка опять впал в забытье и просыпался только затем, чтобы бредить.

VIII // Мирун Еник. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 3–18 с.

Вара мана ҫапла каларӗ: — Эпир аташса каясран, аннӳ ҫапла кӑшкӑрать, — терӗ.

А потом говорит мне: — Это мама кричит, чтобы мы не потерялись.

«Ау!» — тени мӗн пулать // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Эпӗ ӑна алӑ сӗлтрӗм, унтан кӑшкӑрса ятӑм: — Ӗнер аташса каяканни эпӗччӗ вӑл! Радиопа ман пирки кӑшкӑрчӗҫ! — терӗм.

Я стал махать рукой и закричал: — Это я потерялся! Это про меня радио кричало!

Эпӗ машиниста курни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Анне: — Алешка! Мӗнле эсӗ чарусӑр! Ӑҫта эсӗ? Каллех аташса каятӑн! — тесе кӑшкӑрса ячӗ те, мана алӑран ярса илчӗ.

Мама закричала: — Алёшка! Какой несносный! Где ты? Опять потеряешься! — и схватила меня за руку.

Эпир ҫитрӗмӗр // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

— Ах, — терӗ хӗрарӑм, — эсӗ паҫӑр аташса кайнӑ Мӗншӗнкке пулатӑн пуль-ха.

— Ах, — сказала тётя, — ты, наверное, и есть Почемучка, который потерялся.

Инзол ятлӑ йытӑ // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Ача аташса кайнӑ-им?

Мальчик потерялся?

Эпӗ аташса кайни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Сасартӑк ҫар тумӗ тӑхӑннӑ пӗр ҫын, симӗс ҫӗлӗклӗскер, ман пата пӗшкӗнчӗ те: — Эсӗ мӗн макӑратӑн? Аташса кайрӑн-и-мӗн? Аннӳне ҫухатрӑн-и? — тесе ыйтма пуҫларӗ.

Вдруг подходит дядя-военный, в зелёной шапке, наклонился и говорит: — Ты чего плачешь? Потерялся? Маму потерял?

Эпӗ аташса кайни // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Вара киле телеграмма паратпӑр: «Каҫарӑр, эпир аташса кайрӑмӑр. Маруся, Галя, Вера», тесе.

И дадим домой телеграмму: «Простите, мы заблудились. Маруся, Галя, Вера».

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Акӑ халь аташса кайрӑмӑр.

Вот и заблудились.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Хӗрачасем йывӑҫсем хушшипе аташса ҫӳреҫҫӗ.

Девочки бредут между деревьями.

Маруся, Галя тата Вера ҫухални // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

— Эпӗ аташса кайрӑм! — тет хӗрача хытӑ макӑрса.

— Я заблудилась! — отвечает девочка, громко плача.

Акӑ ӗнтӗ, кун хыҫҫӑн кун иртет… // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех