Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аталаннӑ (тĕпĕ: аталан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кун пекки Раҫҫей Федерацийӗн темиҫе регионӗнче кӑна аталаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй-хир кунӗ иртнӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/07/18/%d1%83%d0%b ... %bd%d3%97/

«Ҫапла вара, коммунизм вӑхӑтӗнче пур енчен те аталаннӑ ҫынсем вӗрентсе хатӗрлеҫҫӗ, ҫав ҫынсем, пӗр йышши ӗҫӗн специалисчӗсем ҫеҫ пулса тӑмасӑр, пӗр ӗҫе тунӑ хыҫҫӑн тепӗр тӗрлӗ ӗҫ те тума пултараҫҫӗ», — ӑнлантарать И.Маркелов.

Куҫарса пулӑш

Карл Марксӑн антиӳнерӗ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/285

В.И. Ленин та коммунизм обществи ҫынсем хушшинче ӗҫе пайлассине пӗтересси, пур енчен те аталаннӑ ҫынсем вӗрентсе хатӗрлесси тата ҫав ҫынсем пур ӗҫе те тума пултарасси ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Карл Марксӑн антиӳнерӗ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/285

Ҫапла вара, коммунизм вӑхӑтӗнче пур енчен те аталаннӑ ҫынсем вӗрентсе хатӗрлеҫҫӗ, ҫав ҫынсем, пӗр йышши ӗҫӗн специалисчӗсем ҫеҫ пулса тӑмасӑр, пӗр ӗҫе тунӑ хыҫҫӑн тепӗр тӗрлӗ ӗҫ те тума пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

В.И. Ленин та коммунизм обществи ҫынсем хушшинче ӗҫе пайлассине пӗтересси, пур енчен те аталаннӑ ҫынсем вӗрентсе хатӗрлесси тата ҫав ҫынсем пур ӗҫе те тума пултарасси ҫинчен каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Чӑнах та, тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ, темпе те кӑсӑкланакан, пурнӑҫа юратса пурӑнакан ҫынсемпе калаҫу та хӑйпе хӑй сыпӑнса пырать.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

— Сирӗн сасӑ туйӑмӗ аван аталаннӑ! — терӗ Лида.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ питӗ сахал енлӗ аталаннӑ: физкультурник та, акробат та, декламатор та, юрӑҫӑ та мар.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Театр искусстви, радио, телевидени малалла аталаннӑ май чӑваш орфоэпи нормисене йӗркелесе ҫитерес ыйту та ҫивӗччӗн тухса тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Ҫакна манмалла мар: хӑватлӑ аталаннӑ вырӑс чӗлхи (калаҫу ҫырулӑх чӗлхи ҫинчен пырать) пирӗн чӑваш чӗлхи пек чӗлхесемшӗн ӳсӗм тӗслӗхӗ пулса тӑрать, вӗсен шалти вӑйӗсене хускалса вӑй илме пулӑшать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Хальхи вӑхӑтра вырӑс чӗлхи — тӗнчери чи хӑватлӑ аталаннӑ чӗлхесенчен пӗри.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

17-мӗш ӗмӗр тӗлне, сӑмахран, Хӗвеланӑҫ Европӑри чӗлхесем вырӑс чӗлхинчен вӑйлӑрах аталаннӑ чӗлхесем пулнӑ: тахҫанах литература чӗлхин шайне ҫитнӗскерсем, вӗсем ытларах ҫивӗчленнӗ, туптаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Аталану шайӗ енчен илсен, пур чӗлхе те пӗр виҫере тӑмасть: пӗри вӑйлӑрах аталаннӑ, тепри сахалтарах, пӗр чӗлхипе тем тӗрлӗ литература та пур, унӑн нормисем те тахҫанах йӗркеленсе ҫитнӗ, ҫырулӑхӗ пулса кайни те темиҫе ҫӗр ҫул ҫитет, теприн нормисем вара анчах йӗркеленме тытӑннӑ е йӗркеленсе ҫитеҫҫӗ, ҫырулӑхне туни те 50 — 60 ҫул кӑна пулать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш чӗлхи аталанӑвӗн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем // И. А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 88–92 с.

Эпӗ ӑна: «Эсир тырӑ ӑсатӑр, эпир унтан ҫӑнӑх тӑвӑпӑр та вӑйсӑр аталаннӑ ҫӗршывсене ӑсатӑпӑр», - терӗм.

Куҫарса пулӑш

Эрдоган ҫитес икӗ кун хушшинче Путинпа калаҫса татӑласса шаннине пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... rn-3191137

«Путин тырра Африка ҫӗршывӗсене мар, Европӑна тӑратнине кӑтартса панӑ. «Атьӑр Африкӑн вӑйсӑр аталаннӑ ҫӗршывӗсене тырӑ ярар», - тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Эрдоган ҫитес икӗ кун хушшинче Путинпа калаҫса татӑласса шаннине пӗлтернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/politika/202 ... rn-3191137

Пирӗн округра ҫарпа-патриотла обществӑлла организацисен юхӑмӗ те вӑйлӑ аталаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ӗҫ чунран тухмалла... // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12362-ka ... -tukhmalla

Паллах, вӑл вӑхӑтра ӑслӑлӑх вӑрах аталаннӑ, тырпул начар ҫитӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.

ФАО регионӗсенче пуринче те, Ульяновск облаҫӗсӗр пуҫне, производство аталаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

2008 ҫултанпа промышленноҫ производствин динамики ҫапла йӗркеленсе пынӑ, 2009 ҫулта чакнӑ /малтанхи ҫулхинчен 26 процент/, 2010- 2012 ҫулсенче вӑйлӑ аталаннӑ /2010 ҫулта - 11,9 процент, 2011 ҫулта - 11,7, 2012 ҫулта - 10,3/, 2013 ҫулта производство ӳсӗмне 0,5 процент таран чакарнӑ тата 2014 ҫулта ӑна 4,5 процент таран ӳстернӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2014 ҫулхи лару-тӑрӑвӗ (малтанхи пӗтӗмлетӳсем) // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 12 с.

Йоруб халӑхӗ пурӑнакан Ифе хулин чи аталаннӑ тапхӑрӗ XII тата XIV ӗмӗрсем хушшине килнӗ.

Город Ифе, населенный народом йоруба, достиг расцвета между XII и XIV веками.

Африкӑри хулара пин ҫул каяллах кантӑк ӑсталама пӗлнӗ // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6248.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех