Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрхарӗ (тĕпĕ: асӑрха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укаслу унталла та кунталла пӑхнине Килтеш хӗрӗсенчен пӗри асӑрхарӗ:

Куҫарса пулӑш

Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер, каяс тесе, ҫуртсем хыҫне шӑвӑнма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, ҫав самантра хӑй ҫулӗ ҫинче тӑракан хӗрарӑмсен ушкӑнне асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лайӑхрах пӑхрӗ те Ахмар лешсене пӗр арта ялккас — вӑрӑм та шултра сурӑх ҫӑмӗнчен йӑваласа тунӑ пысӑк ялккас тӑхӑннӑ лутака ҫын хӗтӗртсе тӑнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑшместӗр йывӑҫӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫавӑнтах тата сӗтел ҫинче хур тукмакӗ ҫухалнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав самантра эпӗ сӗтел еннелле тимсӗлсе пӑхнине хуҫа асӑрхарӗ, хӑйӗнчен хур тукмакне туртса илесрен хӑранӑн шартах сикрӗ те кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗнче тӑрӑх хавха ҫӳрет // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унталла та пӑхрӗ карчӑк, кунталла та пӑхрӗ, юлашкинчен хай ампар ҫумӗнчи пӗренерен ҫыхса хунӑ вӗрен татӑкне асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлсулттан кинемей // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗре асӑрхарӗ те вӑл ҫирӗп утӑмсемпеле турех ун патне пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнтермӗш хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑра Пӑкачав ун ҫумӗнче леш хӑй ҫӗнӗ кайӑка парнеленӗ хӗҫе асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗшкӗнсе пӑхрӗ те ку тухья иккенне асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара тин асӑрхарӗ Укаслу, унӑн куҫӗ хупӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах хальхинче вӑл хӗвел те хитре маррине, тавралӑхра та хитре сасӑсем ҫуккине ҫеҫ асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран шурӑ чатӑр сирӗлчӗ, вӑл кӑвар тӗслӗ хӗвеле асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр леш хайхи хӑрах алӑллӑ ҫынна асӑрхарӗ, вӑл хӑй умӗнчи кӳсе арҫынна ҫине тӑрсах тем ӑнлантарать.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗр вара часрах унталла васкарӗ те вӗр-ҫӗнӗ хитре халат тӑхӑннӑ Савантере асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сасартӑк вӑл хӑйӗнчен инҫех те мар юланутҫӑсем пуҫтарӑннине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер патӗнчен мӗнле килнӗ ҫаплах пӑрахса каяс умӗн Укаслу картишӗнчи ашшӗ хыҫне пырса тӑнӑ Шӑхале асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кайран, шакӑртатса кӗҫналӑк уҫӑлса кайсассӑн, Укаслу чи малтан картишӗнчи лачакара чаваланакан пӑру пек пысӑк ула сысна аҫине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗрача вара аслашшӗне пушшех те асӑрханса ӗҫтерме тытӑнчӗ, сасартӑк вӑл старик ӗҫнӗҫемӗн куркари шыв хӑмпӑлчӑланнине, унтан старик ҫӑварӗнчен тухнӑ юнпа хутӑшса хӗрлӗ тӗслӗ пулнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл шыв ӑшнелле пӑхрӗ, шыв тӑп-тӑрӑ, ура пӳрнисем те унӑн лайӑхах курӑнаҫҫӗ, ӑскӑч шыв тӗпӗнче выртнине те асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Чӑнах та, пӗр ирхине кӳлӗ ҫинче кайӑк кӑвакалӗсем ишсе ҫӳренине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех