Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрхарӗ (тĕпĕ: асӑрха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑрушӑ стражник тинех кӗтесре ларакан хӑнасене асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Хӑна, нимӗн чӗнмесӗр, стена ҫумне тӗрлесе ҫакнӑ ал шӑллисене, пӗчӗк тутӑрсене асӑрхарӗ те тӳссе лараймарӗ, патнех пырса пӑхрӗ, питӗ кӑткӑс ӳкерчӗксене калама ҫук ӑста тӗрленине курсан, тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ, хӗпӗртерӗ те.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗсем хушшинче Матви тӑп-тӑп пӳллӗ, чипер чӑваш хӗрне асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑл хӑй патнелле хура сӑхман тӑхӑннӑ, хура тӑла сырнӑ, шап-шурӑ тутӑр ҫыхнӑ хӗр ҫывхарнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Шӑпах пасар алӑкӗ умӗнче Лавр хӑйне хирӗҫ килекен Нинӑна асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Сасартӑк унӑн ӑшӑ сӑнӗ тискерленсе кайрӗ, вӑл мана асӑрхарӗ те хӗрсе хӗрелнӗ ҫатмине ман питӗм умне ҫывхартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Таня ӑна концерт пӗтес умӗн тин асӑрхарӗ, анчах ҫак кӗске вӑхӑт та ҫав асаплӑ, вичкӗн пӑхакан хурлӑхлӑ куҫсенчен именнӗ хӗре ӗмӗр тӑршшех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ӑна хуралҫӑ асӑрхарӗ:

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Чи малтан пире ватӑ арҫынни асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Аня та Николай сулӑ ҫине ытларах пӑхнине асӑрхарӗ пулас, хӗрелсе кайса ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Сулахай аллинче Николай Иванович ылтӑн сулӑ асӑрхарӗ, вара сасартӑках ҫӳҫенсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Коля курчӗ те ӑна халиччен асӑрхаманнине асӑрхарӗ: янахӗ ун пӑч путӑк иккен.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Николай Иванович пальто арки уҫӑлса кайнине асӑрхарӗ, чӑматанне чӗрҫинчен илсе юнашар лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Мана тӳрех асӑрхарӗ те, лав аяккипе шуса анса ал пачӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Пишсен пӗр уполномоченнӑйӗ калаҫӑва хутшӑнмасӑр айккинерех тӑнине асӑрхарӗ те Микула, Кузнецов сӗннине аса илсе, ун патне пычӗ: — Кала-ха, тархасшӑн, ваккат тытма тата кунта килме укҫа ӑҫтан тупрӑр эсир? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чул ҫурт умӗнче Микула тӑнине пуринчен малтан Касмухха асӑрхарӗ те: — Пӑхӑр-ха, пӑхӑр! Эсир ӑна ҫамрӑк арӑмӗнчен ытарса уйрӑлаймӗ тесе калаҫатӑр! Вӑл пирӗнтен малтан ҫитсе тӑнӑ! Ай, Микула! — тӑрӑхланӑн кулса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Апатланнӑ хыҫҫӑн Микула нумаях та кӗтмерӗ, урамӑн тепӗр енче Касмуххасем килнине асӑрхарӗ, Ку таранччен вӑл, хирӗҫсе кайнӑ Ӗнелпе Пиш хушшинче нимле туслӑх та пулма пултарайман пек сунса, уполномоченнӑйӗсем те пӗр-пӗрин ҫине тӑшманла пӑхасса, уйрӑм ҫӳрессе кӗтнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнелсен кӳсекӗсем вӑрӑммине асӑрхарӗ вӑл, кӳсекпе ҫапӑҫса ҫӗнтерме май ҫуккине ӑнланчӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула кӗнеке хуплашки ҫине мӗн ҫырнине асӑрхарӗ те, ку кӗнеке евангели маррине пӗлсе, ӑшӗнче тиечукран кулса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Миххан ҫурт-йӗрӗ тӗлнелле ҫывхарнӑ май, унта хӗрарӑмсем йӑркканине асӑрхарӗ, анчах кунта мӗн пулнине тавҫӑрма ӗлкӗриччен, хӗрарӑмсем, урхамах ҫывхарнине курса пулӗ, саланса пӗтрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех