Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑрханӑскер (тĕпĕ: асӑрха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл, тахҫан пӗрре ресторанта Нарспи Гавриловна сӗтел хушшинче темле арҫынпа юнашар ларнине асӑрханӑскер, пӗтӗмпех ӑнланчӗ: ку алӑк хупӑ уншӑн.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Петр Васильевич трубкине телефон аппарачӗ ҫине хучӗ те, Таранова асӑрханӑскер, ун ҫине ҫивӗчреххӗн пӑхрӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Виҫӗ лаша вӑрманалла кӗрсе кайнине асӑрханӑскер пах-пах-пах! туса ура ҫине тӑчӗ, вӑрӑм пушшине сӗтӗрсе лашасене хӑвалама лӑпӑстатрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ревлен Петрович йӑмӑкӗ ҫине пӑхрӗ те лешӗ хӗрелсе кайнине асӑрханӑскер, кулса илмесӗр чӑтаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Тавай, ташласа кӑтарт, унсӑрӑн ҫыру памастӑп, — арҫынӑнни пек хулӑн сассипе янӑратса каларӗ хаҫат-журнал салатакан хӗрарӑм, хӗре асӑрханӑскер.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗчӗк кӑвак пӑнчӑ, Блюм сулахайра асӑрханӑскер, пӗр ҫирӗм хутчен курӑна-курӑна ҫухалчӗ ахӑр, ҫапӑ тикӗс маррӑн хуҫӑлкаланипе пӗрле кунталла ҫывхарать, юлашкинчен акӑ хырӑннӑ тута типӗ кулла сарӑлса тӑсӑлчӗ — Хейль кулли; Блюм патнелле вӑл аллине тӑсса утать, ӑна аякранах тимлӗн сӑнать.

Маленькое голубое пятно, только что замеченное им слева, пропадало и показывалось раз двадцать, приближаясь вместе с неровным потрескиванием валежника; наконец, бритые губы раздвинулись в сухую улыбку, — улыбку Хейля; он шел к Блюму с протянутой рукой, разглядывая его еще издали.

IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

— Пушар! — кӑшкӑрса ячӗ Толька, тӗтӗм йӑсӑрланнине чи малтан асӑрханӑскер.

— Пожар! — крикнул Толька, раньше всех заметивший дым.

XV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Халӑх, Фома хыттӑн каланӑ сӑмахсене асӑрханӑскер, харкашу пуласса сиссе, вӗсем ҫине пӑхкаласа тӑнӑ.

Публика, привлеченная громким словом Фомы, посматривала на них, чуя скандал.

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Витӗр куҫлӑ инспектор, ӑна пытаннӑ чухнех асӑрханӑскер, урапа ҫинчен туртса кӑларнӑ.

Зоркий инспектор заметил его и вытащил из вагонетки.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

— Тулта хӗвел пӑхать, пӳртре ҫумӑр ҫӑвать-им? — шахвӑртрӗ анне, эпир кӑмӑлсӑррине асӑрханӑскер.

— На улице ясно, а в доме почему-то пасмурно, — забеспокоилась она, заметив наше настроение.

Хӳреллӗ дневник // Николай Ишентей. Николай Ишентей. Ырӑ ӗҫсен команди. Дмитрий Суслин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2013. — 46,49 с.

— Макарӑн Лушкийӗ колхоз председателӗ ҫумне ҫыхланма пуҫланӑ пулас-ха, — хӑюсӑртараххӑн пӗлтерчӗ Яков Лукич, Лушка Давыдов патне хваттерне чупнине пӗр хут ҫеҫ мар курса асӑрханӑскер.

— Лушка-то Макарова вроде к председателю колхоза зачала прислоняться, — нерешительно сообщил Яков Лукич, не раз примечавший, как Лушка бегала к Давыдову на квартиру.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех