Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

асӑнсан (тĕпĕ: асӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара эпӗ, Шупашкарпа Атӑл чечекӗсем ҫинчен асӑнсан, Люся мӗнле пӑлханса пуҫне уснине аса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ун ятне асӑнсан тивмессе шантӑм…

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь Лукарьен ятне асӑнсан кайран хамах аван мар килсе тухӗ.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Енчен те вӑл мана пула ӗҫ хӑвӑртлӑхӗ чакни пирки асӑнсан, Гаврил Романович ӗҫри дисциплинӑна пӑсма памалла марри пирки мана темиҫе те асӑрхаттарнине аса илтерӗп…

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Анчах та вӑл институт ятне асӑнсан тата ҫав институт халь ӑҫта пулни ҫинчен ыйтсассӑнах, ҫынсем хул пуҫҫийӗсене хускаткаларӗҫ те питӗ тӗтреллӗ ответлерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Калаҫасса ҫырнинчен вӑйлӑрах калаҫать ҫав, — терӗ Петӗр, эп ҫавӑн пирки асӑнсан.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫавӑнпа, Иллеш темиҫе ҫӗр сӑмах пирки асӑнсан, пурте харӑс кулма тытӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Хусанкай ятне асӑнсан, юлташӑм хавхалансах кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Асамлӑ самант» // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫак таврари ял ячӗсене кунтан пӗр вунӑ-вунпилӗк ҫухрӑм аякра В. — касси, Й. — касси тесе асӑнсан — нумайӑшӗ пӗлмест те.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Балкон ҫинчен асӑнсан ахальтен сехри хӑпмарӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Куҫма Чулкаҫ ятне асӑнсан, ачасем тӳрех Лапшу Ҫтаппанне аса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Тахӑшӗ хӑйӗн ятне асӑнсан хыпӑнса ӳкнӗ, хирӗҫленӗ:

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Эпӗ фельетон ҫинчен асӑнсан та Паланов хӑйӗн лӗкӗ тӑкӑннине манчӗ — ӑша йӗп ҫӑтнӑ майлах вӗткеленчӗ:

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

«Журналистӑн хӑюллӑ, витӗр куҫлӑ пулмалла — малта пыракансене ырланипе пӗрлех унӑн малалла кайма чӑрмантаракансене те ҫивӗччӗн питлемелле», — час-часах ҫапла калама юратать Паланов, анчах редакцире ӗҫлекенсенчен хӑшӗ те пулин фельетон ҫырасси пирки асӑнсан вӑл шӑл ыратнӑ чухнехи пекех асапланма тытӑнать — кам умӗнче те пулин куҫран ӳкесрен, критикӑна ытлашши ирӗке ятӑр тесе хӑйне ят тивесрен шикленет.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кам та пулин Лариса ятне асӑнсан аванмарланаттӑм, кансӗрленеттӗм ӗнтӗ, ҫапах та ҫав чипер хӗр Украина каччине кӑмӑлласа пӑрахнӑшӑн, унпа ҫӳреме пуҫланӑшӑн чун-чӗрене ыраттарсах кулянмасттӑм.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Шуртансене асӑнсан, — Пӗр сӑмахран утаман Чӗлхе ҫине хӑй килет: Сунас ҫине ҫи килет: Тускин касси туслӑ ял, Анчах унӑн вӑй сахал, Шуршӑл тухӗ хур тӑвӗ, Макаҫӗ те уямӗ!..

Куҫарса пулӑш

X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Хурӑнташсене асӑнсан Иккӗленчӗ тупӑша.

Куҫарса пулӑш

IX. Ылтӑн ҫӗрӗ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Амӑшӗпе йӑмӑкӗ ҫинчен асӑнсан, Санюк та пӑшӑрханса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Халӗ, ак, зоотехник вӗсен ятне ырӑпа асӑнсан, Ленӑн чӗри лӑштах пулчӗ, апла вӑл ӗҫри юлташӗсем ҫине хӑюллӑнах пӑхма пултарать.

Куҫарса пулӑш

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пазухин хӑйӗн аслӑ вӗрентекенӗсене асӑнсан, унӑн чӗринче темӗнле ӑшӑ, ырӑ туйӑм капланса хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех